Республикӑра
![]() Пирус сиенӗ пирки ҫынсене асӑрхаттарас, унран пистерес тесе республикӑра тӗрле акци иртет. Ахӑртнех, кун пек мероприятисен усси пурах. Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче вара пируспа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел шухӑшласа кӑларнӑ. Администрацире ӗҫлекен арҫын ҫулталӑкӗпех пирус туртмасть-тӗк ӑна отпуск ҫумне тепӗр пӗр кун хушса параҫҫӗ. Администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мел тухӑҫ парать. Кӑтартӑвӗ куҫкӗрет. Кунта вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӗсем канмалли хушма кунпа киленеҫҫӗ. Ку шухӑша Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче, «Свобода» колхозра, ырланӑ. Вӗсем те ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Колхозра ӗҫлекен виҫӗ ҫын ав пирус туртма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсене хӗрӳ хатӗрленме тытӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра Шупашкар ҫыннисем тата хӑнисем уяв сӗмӗпе киленме, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнма пултарӗҫ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв мероприятийӗсем «Шупашкар — санӑн ҫӗнтерӳ хули» брендпа килӗшӳллӗн иртӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра «Хӗл мучи почти» ӗҫлеме тытӑнӗ. Йӗркелӳҫӗсем ачасемпе ҫамрӑксене Хӗл мучине ҫыру ҫырма сӗнеҫҫӗ, унта 2014 ҫулти ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартмалла. Раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Мисс Юрпике» хула конкурсӗ пуҫланӑ. Унтан «Чӑрӑшсен конкурсӗ» тата «Юр кӗлетке конкурсӗ» старт илӗҫ. Раштавӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗсен утӑмӗ пулать. Унӑн ҫӗнтерӳҫи Аслӑ Устюга каймалли путевкӑна тивӗҫӗ. Тӗп хуламӑра илес пулсан ӑна ҫӗнӗ ҫула капӑрлатма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Республика тӳремӗнчи саламлав хальхинче икӗ чӗлхеллӗ пулни куҫа савӑнтарать. Анчах ытти вырӑнсенче капӑрлатнӑ май чӑваш чӗлхи валли ҫителӗклӗ вырӑн тупӑнӗ-ши? Иккелентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эмел хакланнӑСтатистика
![]() ЧР Сывлӑх министерстви 6 пине яхӑн эмел тӗлӗшпе кашни уйӑхра мониторинг тӑвать. Ку препаратсем ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн питӗ кирлӗ шутланаҫҫӗ. Тӗрӗслев акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче хаксем вӑтамран 1,95% ӳснӗ. Атӑлҫи федераци окургӗнче ку кӑтарту 3,56% танлашнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, эмел кӑларакан савут палӑртнӑ хак патне 25,8-30,0 процент хушнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, 20 препаратӑн хакӗ ӳснӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — импорт. Вӑтамран хаксем 8 процент ӳснӗ. Анчах валидолӑн тата гепарин маҫӗн хакӗсем уйрӑмах ҫыртма пуҫланӑ-мӗн. Ҫавӑн пекех, яланхи пекех ӗнтӗ, шӑнса пӑсӑлнинчен сипленмелли эмелсем хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Паян, Аннесен кунӗ умӗн, ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ. ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пакунлисем Шупашкарта акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ҫамрӑк амӑшӗсене саламланӑ, ҫемҫе теттесем парнеленӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, инспекторсем ҫамрӑк амӑшӗсене пульницӑран киле кӑларнӑ чухне ҫемҫе тетте тата тӗттӗмре ҫутатакан япала тыттарнӑ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑмсене ачасене транспортра илсе ҫӳремелли правилӑсемпе паллаштарнӑ, ятарлӑ ларкӑчсемпе усӑ курмаллине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлесем чӳкӗн 25-мӗшӗнче кранран юхакан шывран хими шӑрши кӗнине туйнӑ. Кунашкалли тепӗр кунхине те пулнӑ, ҫавӑнпа тӳре-шара ҫынсене ӗҫмешкӗн тата апат пӗҫермешкӗн лавккари шывпа усӑ курма сӗннӗ. Шыва вара Шупашкара тӗрӗслемешкӗн янӑ. Халӗ шыври шӑршӑ пӗтнӗ, анчах вӑл мӗншӗн шӑршлӑ пулнине халӗ Прокуратура тата Роспотребнадзор тӗрӗслет. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Микаэл Гурбанов каланӑ тӑрӑх, унӑн килӗнче икӗ кун шӑршлӑ шыв юхнӑ. Алла ҫунӑ хыҫҫӑн та шӑршӑ тахҫанччненех кайман. Ҫавӑнпа вӑл икӗ кун лавккана шыв патне утнӑ. Ача пахчинчен шӑнкӑравланӑ та шӑпӑрланпа пӗрле таса шыв илсе килме хушнӑ. Микаэл ачине унта яман. Тӗрӗслев кӑтартӑвӗ кӗҫех паллӑ пулмалла. Ҫынсем вара сӑлтавне хӑйсем шыраҫҫӗ. Аса илтерер: чӳкӗн 20–21-мӗшӗсенче Сӑр шывӗ хӑвӑрт чакнӑ, ҫавна май Улатӑрта халӑха шывпа тивӗҫтерес ӗҫ йӗркерен тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Егоровсен пысӑк ҫемйи тата Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫемйи — 2014» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫал ҫак ята Шупашкарта пурӑнакан Егоровсем тивӗҫнӗ. Егоровсем 9 ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Ҫемье пуҫӗ Алексей Егоров татах ача пулсан та хирӗҫ мар. Ара, Егоровсем питӗ туслӑ пурӑнаҫҫӗ. 9 ачаран 6-шӗ шкула ҫӳреҫҫӗ. Амӑшӗ Марина Егорова каланӑ тӑрӑх, ирхине ҫемье апатланмашкӑн сӗтел хушшине пухӑнать. 6 ачана шкула ӑсатнӑ хыҫҫӑн килте 3-шӗ юлаҫҫӗ. Егоровсен те йывӑрлӑх ҫук мар. Хӑш чухне укҫа ыйтӑвӗ ҫивӗч-мӗн. Ҫапах патшалӑх пулӑшма тӑрӑшать вӗсене. Пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтернӗ, ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Конкурса 158 ҫемье хутшӑннӑ, вӗсенчен 28-шӗ финала тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене саламламашкӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Шупашкарти чылай аптека хӑйсен ирӗкӗпе «фанфуриксем» сутмасси пирки меморандум алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче мэри вӗсем панӑ сӑмаха епле тытнине тӗрӗсленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе хулари аптекӑсенчен 68 проценчӗ меморандум алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти 152 аптекӑран 104-шӗ «фанфурик» сутмасси пирки сӑмах панӑ. Чӑнах та, вӗсем хӑйсен сӑмахне тытнӑ. Алӑксем ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Кунта халӗ «фанфурик» сутмаҫҫӗ». Сентресем ҫинче те ку тавар ҫук-мӗн. Меморандум алӑ пусман ытти аптекӑпа ку ыйтупа калаҫу пырать. 5 аптека сетне ку шухӑш килӗшмен. «Фанфурик» сутни хушма тупӑш кӳрет-ҫке-ха. Ҫапах мэри алӑ усмӗ, вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑрӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Хӑнасем Григорьевсем патӗнче Кӗҫех Аннесен кунӗ ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗн арӑмӗсем Лариса Игнатьевӑпа Надежда Черкесова, Хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкарти уйрӑмӗн председателӗ Ирина Клементьева нумай ачаллӑ Григорьевсем патӗнче хӑнара пулнӑ. Икӗ ҫул каялла Валерипе Анжеликӑн виҫӗреш — Богдан, Вадим тата Глеб — ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне ҫемье йывӑрлӑхпа тӗлпулнӑ. Вӗсем хваттер тара тытса пурӑннӑ. Хӑйсен 16 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмӗнче 5-ӗн вырнаҫма хӗн. Нумаях пулмасть администраци тата Хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкарти уйрӑмӗ пулӑшнипе Григорьевсем валли 70 тӑваткал метрлӑ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрма май килнӗ. Кунсӑр пуҫне администраци пӗчӗк виҫӗреше ача пахчине вырнаҫтарма пулӑшнӑ: Григорьевсем ҫемье ача пахчи йӗркеленӗ. Амӑшне куншӑн укҫа тӳлеҫҫӗ. Хӑнасем Григорьевсене Амӑшӗн кунӗпе тата ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ ятпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн шӑпи пирки тӳре-шара нумай вӑхӑт шухӑшларӗ. Мӗн тумалла: пӗр подъезда кӑна ишӗлтермелле-и е пӗтӗм ҫурта йӑтса антармалла та ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартмалла? Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулнӑ та ыйтӑва татса панине пӗлтернӗ. Ҫуртри иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ лару-тӑрура-мӗн. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Ҫавна май ҫурта йӑлтах ишсе антарма йышӑннӑ. Унччен тӳре-шара ҫуртӑн пӗр подъездне ҫеҫ ҫӗмӗресси пирки каланӑччӗ. Халӗ йышӑну тунӑ май урӑх ыйту тухса тӑнӑ. Ҫынсене пурӑнмалли вырӑн тупса памалла-ҫке-ха. Халӗ кашни ушкӑн валли уйрӑм сӗнӳ хатӗрлеҫҫӗ: муниципалитет хваттерте пурӑннисем, ҫак ҫуртра пӗртен-пӗр хваттер пулнисем, пӳлӗме тара паракансем валли. Сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, ку енӗпе халӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитес эрнере мэри каллех ҫынсемпе тӗлпулӗ те сӗнӳсемпе паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Чӳкӗн 26-мӗшӗнче «Хӗрлӗ хапха» академи проекчӗн эстафетине Шупашкар йышӑннӑ. Чӑвашсем те Раҫҫей ӳнер академийӗ ирттернӗ пулӑма курса юлнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн регионсем хушшинче «Юхӑма хирӗҫ» академи конкурсӗ иртнӗ. Суйлав комиссине 500 ытла ӳнерҫӗн 6000 ытла ӗҫӗ килнӗ. Вӗсене ӳнерӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хатӗрленӗ. Эксперт канашӗ тата жюри 27 финалиста палӑртнӑ. Вӗсем пурте диплома, премие тивӗҫӗҫ. Жюри пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫей ӳнер академийӗн живописҫи, графикӗ, ЧР халӑх ӳнерҫи, ЧР тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, К.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Н.П.Карачарсков И.Е.Репин академи премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2014 ҫулта академи проектне Атӑлҫи федерацийӗнчи 12 регионти ӳнерҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн экспозицийӗнче 100 яхӑн ӳнерҫӗн ӗҫӗсем пулӗҫ. Вӗсем — Хусантан, Сарӑтуран, Саранскран, Самартан, Тольяттирен, Ижевскран, Кировран, Пермьрен, Пензӑран, Шупашкартан, Чӗмпӗртен, Ӗпхӳрен, Чулхуларан, Мускавран, Питӗртен. «Юхӑма хирӗҫ» конкурса Чӑваш Енри 28 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ, вӗсенчен 14-шӗ конкурс витӗр тухнӑ. Вӗсен ӗҫӗсене Ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |