Ӳнер
Ӗнер Тӑвай районӗнчи хушма пӗлӳ паракан педагогсемпе ӳкерме вӗрентекен учительсем Шупашкарта хӑйсен ентешӗпе, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе Геннадий Козловпа, тӗл пулнӑ. Вӑл чӑн пурнӑҫри пейзажсене ӳкерме кӑмӑллать. Ҫутҫанталӑк ӑна хӑват парать. Курнӑҫу Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртнӗ. Геннадий Васильевич шӑпах унта пуҫлӑхра ӗҫлет те. Курав залӗсем тӑрӑх Геннадий Козлов хӑй ертсе ҫӳренӗ. Художник ӑсталӑх лаҫҫине те кӗртсе кӑтартнӑ. Тӗлпулӑва кайнӑ тӑвайсем хӑйсен ентешӗ пултаруллӑ художник, лайӑх йӗркелӳҫӗ кӑна мар, уҫӑ чунлӑ та кӑмӑллӑ ҫын тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Тухтӑрсен канашлӑвӗнче Республикӑри клиника пульницинче Терапевтсен республикӑри ӑслӑлӑхӗн обществипе Раҫҫейри эндокринологсен ассоциацийӗн регионти уйрӑмӗ ӗнер пӗрлехи лару ирттернӗ. Унта Мускаври хӑнасем тата Шупашкарти тухтӑрсем — терапевтсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗсем, эндокринологсем пухӑннӑ. Конференцинче мӑнтӑрланни, диабет умӗнхи тӑрӑм, сахӑр диабечӗ пирки калаҫнӑ. Асӑннӑ чирсем йывӑра кайсан ҫамрӑклах сусӑрлатаҫҫӗ, кун-ҫула кӗскетеҫҫӗ, пурнӑҫ пахалӑхне начарлатаҫҫӗ. Сахӑр диабетне пула юн тымарӗсен йывӑра кайнӑ амакӗсем — ретинопати, пӳре чирӗ, чӗрен ишеми чирӗ, инсульт, артери гипертензийӗ пуҫланма, ал-уран перифери тымарӗсем сиенленме пултараҫҫӗ. Терапевтпа эндокринологӑн практикинчи тӗслӗхсене тишкернӗ май сахӑр диабетне ирех палӑртсан ӑна шала каясран асӑрхама май пур тесе пӗтӗмлетнӗ канашлури тухтӑрсем. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Конкурса хушӑннӑ ачасем Тӗнчере, Раҫҫейре, регионсенче «Илем мисӗ» конкурса ирттереҫҫӗ. Куславккари «Пчелка» (чӑв. «Пыл хурчӗ») ача пахчинче те ҫакнашкал конкус йӗркеленӗ. Воспитательсем тата пӗчӗкскерсем ҫапла майпа Илем кунӗ паллӑ тунӑ. Конкурса 5 ача хутшӑннӑ. Куракансем вырӑнӗнче ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, вӗрентекенсем пулнӑ. Хӗрачасем хӑйсем пирки, ҫемье, киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Эпӗ ӳссе ҫитӗнсен» тема тавра калаҫнӑ. Ачасем пурте илемлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа жюрие ҫӗнтерӳҫе палӑртма йывӑр пулнӑ. «Граци мисӗ» ята Екатерина Калинина ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Ефимова — «Ҫепӗҫ сасӑ мисӗ». Анна Цирулна «Мисс фантази» номинацире ҫӗнтернӗ. Тӗп парнене — «Ача пахчин мисӗ» — ята Гульназ Искандарова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Пахчара ӗҫлесси чылайӑшне киленӳ кӳрет. «Ҫурхи кун хӗл хырӑмне тӑрантарать», — тенӗ ваттисем. Кӗркунне — пахча ҫимӗҫе пухмалли вӑхӑт. Вӑрнар районӗнчи кӑмпалсем темӗн те пӗр ӳстереҫҫӗ: помидор, тӑрӑхла кавӑн, кавӑн… Иуулитӑпа Владимир Афанасьевсен хуҫалӑхӗнче 28 килограмм таякан кавӑн ҫитӗннӗ. Галинӑпа Валерий Ефимовсен кавӑнӗ вара 22 килограмм тайнӑ. Иринӑпа Сергей Федоровсен — 14 килограмм. Венера Сергеева ҫынсене хӑй ӳстернӗ арпуспа, дыньӑпа хӑналанӑ. Сергеевсен баклажан ӑнса пулнӑ. Надеждӑпа Валерий Кураковсем вара иҫӗм ҫырлипе сӑйланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Кашни ҫын кил хуҫалӑхне илем кӗртме тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче пурӑнакан Ровенна Васильева чӑн-чӑн ӑста. Вӑл кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Картишре клумбӑсем, чечексем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Кивӗ савӑтсем те вырӑн тупнӑ. Пахчара — тӗлӗнмелле «ҫынсем». Кивӗ калушсенчен тата атӑсенчен чечексем валли савӑт ӑсталанӑ. Ларса канмалли вырӑна — хӳмме — те хӑйне евӗр тунӑ. Унта аист «йӑва ҫавӑрнӑ». Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Варринчи — Александр Сироткин Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫемҫе пукана «хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварни» пирки ӗнер пӗлтерчӗҫ. Сироткин влаҫран каяс шухӑша вырӑнти депутатсен черетсӗр ларӑвӗнче пӗр шухӑшлӑн ырланӑ иккен. Ларура 49 ҫулти Сироткин депутатсене килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, лешсем вара ӑна ӑнӑҫу суннӑ. Сироткина ҫӗнӗ ӗҫ сӗннӗ имӗш, анчах мӗнлине хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтермен-ха. 2009–2011 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ пуҫлӑх ылмашнине шута илсен Сироткин чи нумай ӗҫлекенни пулчӗ темелле. Мӗн тесен те — виҫӗ ҫул ытла. Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хула мэрӗ Валерий Андреев Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине вӗҫне ҫитереймен хыҫҫӑн влаҫран кайнӑ пулать, Вениамин Артемьев сити-менеджер — ҫурт-йӗр тӑвасси начар пынине кура, Владимир Тимофеев хула администрацийӗнче социаллӑ ыйтупа ӗҫлекен ҫум должноҫне йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта куҫнӑ. Александр Сироткина 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 12 претендентран тӑракан конкурсра суйланӑ. Ку вырӑна йышӑниччен вӑл асӑннӑ хулари техника инвентаризацийӗн бюровне 12 ҫул ертсе пынӑ. Сироткина хулари ҫул-йӗр япӑххишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, строительство ӗҫӗсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене тухӑҫлӑ татса паманшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫын умӗнчех ятланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Василий Бочкарев тата Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетсе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, икӗ ен сут-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, социаллӑ культура тӗлӗшӗнчен тачӑ ҫыхӑну тытӗҫ. Килӗшӳре промышленноҫа аталантарасси, аграри комплексӗнчи, строительство, информаци коммуникацийӗн тытӑмӗсенчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетессине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех икӗ ен тавралӑха хӳтӗлес, сывлӑх сыхлавӗ, культура, туризмпа спорт тытӑмӗсенче килӗштерсе ӗҫлӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Самарта наци культурисен «Самар хумӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта облаҫсен наци центрӗсем хутшӑннӑ. Концерт курма, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма нумаййӑн пухӑннӑ. Фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн. Тӗрлӗ халӑх юррисемпе кӗввисем Атӑл хӗрринче янӑранӑ. Унта Мюнхенран, Эрменрен тата ытти тӑрӑхран килнӗ. Фестивале килнисене Самар хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Азаров саламланӑ. Вӑл Самар хули кӗҫех 428 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Ӑна уявласси ҫак фестивальрен пуҫӑннӑшӑн хӗпӗртенӗ. Дмитрий Азаров каланӑ тӑрӑх, Самарта 100 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ку — вӗсен пуянлӑхӗ. Фестиваль пурин кӑмалне те кайнӑ. Сцена ҫинче юрӑсем янӑранӑ, ташӑсем лартнӑ, наци костюмӗсен дефели иртнӗ. Фестивальпе нумайлӑха сывпуллашман — тепӗр ҫулччен ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Никольски собор вырӑнӗнчи археологи шыравне укҫа-тенкӗ ҫуккине пула чарма пултараҫҫӗ. Кун пирки «Московский комсомолец» (чӑв. Мускав комсомолецӗ) хаҫатӑн регионти кӑларӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать. Хальлӗхе хула администрацийӗ ӑсчахсене укҫа тӳлемен иккен. Вырӑссен пӗрремӗш патшин асламӑшӗн Мария Шестован вилли пуль тесе шутлакан саркофага ҫулталӑк каялла ҫав вырӑнта тупнӑ. Кӑҫал темиҫе тӗпчев те ирттернӗ. Виле юлашки Романовсен йӑхӗпе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Артефактсене малалла тӗпчесси пирки ыйту сиксе тухнӑ имӗш. Дон ҫинчи Ростоври геофизиксен ушкӑнне, сӑмахран, хула администрацийӗ чӗннӗ-мӗн. Анчах пӗлтӗр ӗҫленӗшӗн те тӗпчевҫӗсемпе татӑлман иккен. Ӑслӑлӑх ӗҫне малалла тӑсма ытлашши пысӑк укҫах та кирлӗ мар имӗш — 60 пине яхӑн пулсан та ҫитет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шупашкар районӗнчи Котеркассинчи Фольклор ҫуртне юсама 1 миллион тенкӗ ытла ларать. Маларах вырӑнти Тутаркасси ял тӑрӑхӗ культура ҫуртне юсакан подряд организацине палӑртассипе конкурс ирттернӗ. Халӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. «1947-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫурт япӑхса кайнӑччӗ. Кивӗ пулин те ку тӑрӑхрисемшӗн вӑл чӑн-чӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑччӗ. Ҫиелтен юсани ҫителӗксӗррине кура ӑна тӗпрен юсама йышӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтерчӗҫ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |