Республикӑра пурӑнакан ӗҫсӗр ҫынсене «Работа в России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) ваканси бази пулӑшать. Ку шухӑша Чӑваш Республикин правительствин эрнесерен иртекен планеркинче республикӑн ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев палӑртса хӑварнӑ.
Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерме республикӑра патшалӑх программи йышӑннӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме пурӗ 494,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, вӗсенчен 271 миллионне — федераци хыснинчен. Кӑҫалхи вунӑ уйӑхра 349 миллион тенкӗпе усӑ курнӑ.
Программӑна кӑҫал 81 пин ҫын хутшӑнмалла. Паянхи кун тӗлне илес пулсан, 94,9 проценчӗ ку майпа усӑ курнӑ.
Программӑн тӗп тӗллевӗ — ӗҫсӗррисене вырӑн тупса парасси. Паянхи куна 39 пин ҫынна ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Кӑтарту пӗлтӗрхипе танлаштарсан пысӑкрах пулнине Сергей Димитриев «Работа в России» ваканси базине йӗркелесе янинче те курать-мӗн.