Чӑваш Енре 51 ҫулти вӗрентекен суд сакки ҫине ларӗ. Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗскер 8 ҫулти ача тӗлӗшпе юраман мерӑсемпе усӑ курнӑ.
Хӗрарӑма тӳрех икӗ статьяпа айӑпласшӑн. Следстви версийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тат кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче урокра 1-мӗш класри ачана хур кӳнӗ. Ҫав шутра психологи тӗлӗшӗнчен те.
Вӗрентекен йывӑҫ указкӑпа ачана ҫапнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑна уҫӑсемпе, алӑпа пуҫӗнчен ҫапнӑ.
Ку видео тӗнче тетелне тухсан кун пирки йӗрке хуралҫисем те пӗлнӗ. Вӗрентекене тӳрех шкултан кӑларса янӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнман.
Халӗ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ачаран мӑшкӑлланӑшӑн Комсомольскинчи 1-мӗш шкулта ӗҫленӗ вӗрентекене те айӑпланӑ. 28 ҫултискере условлӑ майпа айӑпланӑ.