Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкар хулин Ленин район судӗнче «ПАРНАС» парти хастарӗн Дмитрий Семенов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ пирки паян сӳтӳ-яву иртнӗ.

Дмитрий Семенова РФ Пуҫиле кодексӗн 280-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Тӗпчевҫӗсем каччӑ экстремизмла ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама чӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Каччӑ тӗнче тетелӗсенчен пӗринче Раҫҫейӗн премьер-министрӗн Дмитрий Медведев евӗр сӑнлӑ демотиватора перепост туса сарнӑ тесшӗн.

Экстремизм ӗҫ пурнӑҫлама чӗнсе каланӑ тесе айӑплавҫӑсем «ПАРНАС» хастарне Дмитрий Семенова 200 пин тенкӗлӗх штрафлама ыйтнӑ. Дмитрий Семенов хастар вара тӗпчевҫӗсем унӑн айӑпне ӗнентерсе парайман тесе шухӑшлать иккен. Ыран ку фактпа суд пулмалла, унта пуҫиле ӗҫе пӑхса тухмалла, йышӑну тумалла.

 

Ҫурт-йӗр

Темиҫе ҫул каялла пирӗн республикӑра хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем тата ытти хӑш-пӗр категори валли ҫурт-йӗр сахал мар турӗҫ. Ҫурт-йӗр черетӗнче тӑракан ҫемьесем, ҫамрӑк специалистсем тата хысна учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем 2008 ҫултанпа пурнӑҫа кӗрекен программа пулӑшнипе хваттерлӗ пулчӗҫ. Инкеклӗ лару-тӑрӑва лекнисене те патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче хваттер панӑ.

2013 ҫулхи раштавран хваттерсене туянма ирӗк пачӗҫ. Асӑннӑ фондри хваттер хуҫи пулса тӑрас тесен 10 ҫул таран тӳлесе пурӑнма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттере илес тесен ҫулталӑкран кая мар пурӑнни кирлӗ.

Кӑҫал ун пеккине пурӗ 196 хваттер сутса республика хыснине 51,2 миллион тенкӗ укҫа пырса кӗнӗ. Кӑҫалхи авӑнӑн 15-мӗшӗ тӗлне Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче 1790 хваттер шутланать.

 

Пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури
Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури

Кунта сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури порнографи материалӗллӗ сайтсене ӗҫлеме чарни пирки пырать.

Тӗнче тетӗлӗнче вырнаҫтаракан хыпарсене тишкернӗ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура порнографи материалӗсемлӗ сайта асӑрханӑ. Унта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ. Унта Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта интимлӑ пулӑшу сӗнекен пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Ҫав пулӑшӑвӑн хакне те кӑтартса ҫырнӑ пӗлтерӗве вырнаҫтаракансем. Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл шухӑшлӑ хӗрарӑмсем хӑйсен ҫулне, виҫине, арҫынсене кӑсӑклантарма пултаракан ытти хыпара пӗлтернӗ. Телефон номерне кӑтартма та именмен.

Порнографи материалне сарни саккуна пӑсни шутланать, уншӑн пуҫиле майпах айӑплама юрать. Интим пулӑшӑвӗ пирки хыпарланине ырламасӑр прокуратура судах ҫитнӗ. Суд прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ, юрӑхсӑр хыпара вырнаҫтарма чармалла тунӑ.

 

Персона Игорь Яковлев
Игорь Яковлев

Ӗнер тӗнче тетӗлӗнчи паллӑ ҫын Игорь Яковлев вилнӗ. «Чӑваш IT, Fido тата Интернетӗнчи ӗмӗр символӗ», – тесе хаклать ӑна, сӑмахран, «Ҫыхӑнура» (На-связи) интернет-проектри калаҫӑва хутшӑнакан, хӑйне remark тесе ҫыракан ҫын.

Интернет-технологире Игорь Яковлева вӑйлӑ специалист пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Fido сете аталантарма пуҫланӑскер самай ҫул Чӑваш Енӗн Президент Администрацийӗнче ИТ-проектсемпе ӗҫленӗ. Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ шухӑш сӗнекенсер ырӑ кӑмӑллӑ та пулӑшма хатӗр, уҫӑ чунлӑ пулнине калаҫҫӗ.

Республикӑн влаҫ органӗсен порталне ҫав маттур иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗн ҫуррисенче ӗҫлеттерсе яраканӗ пулнӑ тесен те йӑнӑш мар. Игорь Яковлев унта малтанхи кунсенчен тытӑнсах тимленӗ. Сайтӑн администраторӗ пулнӑ май вӑл влаҫ органӗсен ӗҫне уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ. «Чӑвашра пурӑннӑ май вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та тӑвас килчӗ. Шрифтсем хушрӑмӑр, чӑваш чӗлхи хушрӑмӑр. Унтан сайта кӗрекенсем те йышланчӗҫ», – тенӗ вӑл сайтӑн 15 ҫулхине патшалӑх телерадиокомпанийӗ халалланӑ телесюжетра.

Юлашки вӑхӑтра Игорь Яковлев «Ҫыхӑнура» интернет-проектра ӗҫленӗ. Унпа ыран, Шупашкарти Граждан урамри 19-мӗш ҫуртра, 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 10 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи вӑтам шкул администрацийӗ чӑваш чӗлхипе литературине сехетсене кӗскетмесӗр вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров авӑнӑн 14-мӗшӗнче унта ҫитсе курни тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче хыпарлать. Шкулта ҫавӑн пекех Р.И. Казакова-Сэйт юрӑҫ пулнӑ.

Питӗшкассисем чӑваш чӗлхипе литературине кӗскетмесӗр вӗрентнипе пӗрлех 5, 6. 7-мӗш классенче «Тӑван ен культури» предмета ӑша хывтарма уйрӑм сехет уйӑрса панӑ.

Шкулта пулнӑ хӑнасем пуплев тасалӑхӗпе чӑвашлӑха аталантарс, илемлӗ вулава йӗркелес тата юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхӗпе шкулта усӑ курас ыйтусене хускатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/462.html
 

Экономика

Паянпа ыран Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Мускавра ҫӗлӗ визитпа пулӗ. Паян Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ. Ҫав шутра «Ӗҫлӗ Раҫҫей» (Деловая Россия) Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх организацийӗн тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ, «Фабрикант.ру», «SuperJob», «НАИЗ» предприятийӗсен пуҫлӑхӗпе Сергей Габестропа тата «ТехноНИКОЛЬ» корпорацин президенчӗпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пулӑшуҫипе Сергей Колесниковпа курнӑҫнӑ.

«Технониколь» корпораци пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Чӑваш Енпе икӗ ҫула яхӑн ҫирӗп ҫыхӑну тытса ӗҫлени пирки пӗлтернӗ. Шупашкарта «ТехноНИКОЛЬ» корпорацийӗн вӗрентӳ центрӗсем пӗлтӗр хута кайнӑ. Михаил Игнатьевпа Сергей Габестро Чӑваш Енре ял хуҫалӑх пайне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Сергей Габестро укҫа хывнипе Пӑрачкав районӗнче «Кипиай Агро» предприяти соя туса илессипе ӗҫлет.

Сергей Габестропа Сергей Колесникова Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби Раҫҫейӗн чылай регионӗнче ӗҫлесе сахал мар ӗҫ опыт пухнӑскерсем тесе хакалнӑ май вӗсем Чӑваш Енре бизнеса аталанса пыма меллӗ иккенне палӑртнӑ-мӗн.

Малалла...

 

Республикӑра

Вӑрнарта «Химик» стадионта футболла вылямалли ҫӗнӗ уя хута яма тытӑннӑ. Унӑн сийӗ искусственнӑй пулӗ.

Ӑна ЧР Спорт министерстви тата район администрацийӗ тутарать. Строительство ӗҫӗсене Шупашкарти «Стройлогистик» фирма пурнӑҫлать.

Вӑрнар район администрацийӗн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ стадион пулмалли вырӑнта ҫӗре якатаҫҫӗ. Унтан футбол уйӗн тӗпне тӑвӗҫ. Ӑна хӑйӑртан, вӗтӗ чулран, искусственнӑй курӑкран тӑвӗҫ.

Футбол уйӗнче пысӑк шайлӑ ӑмӑртусене ирттерме май пулӗ. Ӑна тумашкӑн 35 миллион та 590 пин тенкӗ кирлӗ. Укҫана республика, муниципалитет тата федераци хыснисенчен уйӑрнӑ. Стадионта чупмалли ҫул, 400 метр таршшӗскер, пулӗ. Унӑн сийӗ синтетикӑран пулнӑран япӑх ҫанталӑкра та чупма май пулӗ.

Проектпа килӗшӳллӗн, футбол уйӗнче прожектор та пулмалла. Ҫапла вӑрнарсен футбол чемпионатне ирттерме те май пулӗ.

 

Спорт Василий Черкасов тунӑ сӑн
Василий Черкасов тунӑ сӑн

Пӗтӗм Раҫҫейри Наци кросӗ ҫулсеренех иртет. Ӑна Чӑваш Енри хуласенче, районсенче хаваспах ирттереҫҫӗ, унта ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал Наци кросӗ авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулӗ. Шупашкарсем ун чухне кӳлмек хӗррине пухӑнӗҫ.

Шупашкарти Мускав районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кроса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен регистрацилӗҫ. Чупу 12 сехетре пуҫланӗ.

Программӑпа килӗшӳллӗн, кроса хутшӑнакансем 1, 2, 6, 8 тата 12 ҫухрӑм чупӗҫ. Спорт мероприятине кирек кам та, ӳсӗмне пӑхмасӑр, хутшӑнма пултарать. Вӗсен йышӑннӑ йӗркепе килӗшӳллӗн заявка ҫеҫ ҫырмалла.

Кросра ҫӗнтернисене медальсемпе, дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарӗҫ.

 

Спорт

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкул Чечен Республикинче вилнӗ Леонид Пучкова асӑнса спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме хатӗрленет. Ӑна шкул Леонид пуҫне хунӑ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, йӗркелӗ. 28 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнче полицин патрульпе пост службинче водительте ӗҫленӗ. Чечен Республикине ӗҫпе кайсан пуҫне хунӑ.

Ҫав кун шкул ачисем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӑмӑл атлетика эстафетине тухӗҫ. Калашинков автоматне салатса пуҫтарассипе те тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне 200 метра хӑвӑртрах чупса тухассипе тата турник ҫинче ытларах туртӑнассипе ӑмӑртӗҫ.

Чӑрӑшкасси шкул пуҫлӑхӗ Ирина Гаврилова ӑмӑртӑва ытти шкул ачисем хутшӑнсан пушшех те кӑмӑллӑ пулассине пӗлтерет.

Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗреннӗ Леонид Пучкова асӑнса пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнта каччӑн амӑшӗ Галина Александровна, Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисем тата Леонидӑн тантӑшӗсем хутшӑннӑ.

 

Республикӑра

Иртнӗ ҫулшӑн ҫӗр, транспорт тата пурлӑх налукӗсене тӳлес ыйтусене уҫӑмлатма Федерацин налук службин инспекцийӗсенче Уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Ӑна хальхинче авӑнӑн 18, 19-мӗшӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ.

Маларах каланӑ налуксене ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр тӳлемелле.

Ыйтса пӗлес тесен специалистсем патне ҫитсе килме ан ӳркенӗр. Вӗсенчен вӑл е ку территорире мӗнле виҫепе тӳлеттерни тата ҫӑмӑллӑхсем пуррипе ҫукки пирки ыйтса пӗлме май килӗ.

Унсӑр пуҫне налук органӗсем ярса панӑ уведомленисенчи ҫӗр, транспорт, пурлӑх налукӗсен виҫисем тӗлӗшпе тӳрлетӳсем кӗртмешкӗн ыйтса ҫырма пулать.

Уҫӑ алӑксен кунӗсенче налук инспекцийӗсем ҫак графикпа ӗҫлӗҫ: авӑнӑн 18-мӗшӗнче — 8-тан пуҫласа 20 сехетчен, авӑнӑн 19-мӗшӗнче — 10-ран пуҫласа 15 сехетчен.

 

Страницӑсем: 1 ... 3147, 3148, 3149, 3150, 3151, 3152, 3153, 3154, 3155, 3156, [3157], 3158, 3159, 3160, 3161, 3162, 3163, 3164, 3165, 3166, 3167, ... 4120
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.