Пуштӑ конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑсать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун пек тӗв туни – Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ.
Монополипе кӗрешекенсем патне Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗри иртнӗ уйӑхра ҫӑхавпа тухнӑ. Вӑл вырӑнти пуштӑ филиалӗ абонент ешчӗкне тытса тӑнишӗн ытлашши хаклӑ ыйтать тесе кӑмӑлсӑрланнӑ. Ку вӑл Конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калкан саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе шухӑшланипе монополипе кӗрешекенсем филиал тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ. Ӗҫе ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.
Маларах ҫӗршывӑн Ҫыхӑну министерстви «Раҫҫей Пуштине» пуштӑ ешчӗкӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ, ыттисене абонентсенчен ҫыру ҫыртарса ирӗк илме хушнӑ. Анчах ҫакӑ пуштӑ ешчӗкӗ «Раҫҫей пуштин» харпӑрлӑхӗ шутланмасть.