Етӗрне районӗнче кӑҫалхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗр ҫемьере пысӑк инкек пулса иртнӗ. Ҫав кун 36-ри арҫын Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ-ши — ӳсӗр пулнӑ. Пуҫне эрехпе минретнӗ пулин те вӑл ачасен пӳлӗмӗнче тӗтӗм мӑкӑрланнине асӑрханӑ. Ырӑ мара сиснӗскер котельнӑй витӗр тула тухса тарнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре икӗ ҫул ҫурӑри тата пиллӗкри ачасем тата арҫыннӑн 78 ҫулти амӑшӗ пулнӑ. Вӑйпитти вӗсене ҫӑласси пирки те шухӑшламан, те ҫухалса кайнӑ... Вут-ҫулӑм алхасакан пӳртре халсӑрскерсем виҫҫӗшӗ те вилнӗ.
Ку факт пирки арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна асӑрханмасӑр икӗ тата ытларах ҫынна вилӗм кӳнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш стайин 3-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Йӗрке хуралҫисен шучӗпе арҫыннӑн килтисене ҫӑлма май пулнӑ, анчах вӑл ку енӗпе нимӗн те туман.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.