Чӑвашстат кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл икӗ пайран тӑрать, унта Чӑвашстатӑн ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле ӗҫленине ҫутатнӑ.
Ведомство ҫак кӗнекене Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӗнеке «Чӑваш Ен статистики — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче» ятлӑ. Вӑл кун ҫути курни пирки ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче Чӑваш Республикин вӑрҫӑчченхи, ун вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи экономикӑна тата социаллӑ тытӑма ҫутатнӑ.
Документаллӑ материалсене официаллӑ статистика пуххисене, патшалӑх архивӗнчи документсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кӗнекере ӳкерчӗксем нумай. Сӑнӳкерчӗксене Чӑвашстат ӗҫченӗсен архивӗнчен илнӗ.