Сывлӑх
![]() Вячеслав Александров депутат Тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳресси республикӑра епле шайра-ха? Мӗншӗн хӑш-пӗр пульницӑна йышӑнӑва кайнӑ хыҫҫӑн юлашки вӑхӑтра тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳни мӗн хака ларни пикри хут ҫырса пама тытӑннӑ? Сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем яланах нумай. Пульницӑна кайсан шурӑ халатлисен кӑнттамлӑхӗпе тӗл пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫипе Вячеслав Александровпа сӳтсе явма май пур. Кун пеккине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ туса парать. Ҫитес уйӑхра, раштавӑн 10-мӗшӗнче, парламент хаҫачӗ депутатпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Ыйтусене ирхи 10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен 8(8352) 28-85-07 тата 62-82-00 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ. Маларах шӑнкӑравласан та тем мар — Александров депутат вӗсене «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче уҫӑмлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗ раштав уйахӗн 1–15-мӗшӗсенче «Паспорт — виҫӗ кунра акци» ирттерет. Вӑл уйрӑмах паспорт ҫухатнисене, ӑна илмешкӗн ыйту ҫырнисене тата 20 тата 45 ҫул тултарнӑ май ылмаштарма хатӗрленнисене пырса тивет. Паспорт илес тесен икӗ сӑнӳкерчӗк, кивӗ паспорт, ҫар билечӗ е ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельство, регистрацие, ҫемье ҫавӑрнине, мӑшӑртан уйрӑлнине ӗнентерекен хут, патшалӑх тӳлевне татнине палӑртнӑ хут кирлӗ. Паспорта ҫухатнӑ тӑк ҫуралнине ӗнентерекен хут тата ыйтса ҫырни кирлӗ. Паспорта раштавӑн 1–15-мӗшӗсенче 3 кунра черетсӗр параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫак эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем «Донор эрнелӗхӗ» акцие хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем Республикӑри юн илекен станцие 8-12 сехетсенче пыма пултараҫҫӗ. Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци университетри «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» акципе килӗшӳллӗн иртет. Ӑна ҫамрӑксене донор пулмашкӑн илӗртме йӗркелеҫҫӗ. Ҫул ҫитнӗ, Чӑваш Енре регистрациленнӗ кашни яш-хӗр донор пулаять. Унӑн юн пама юраманнине кӑтартакан сӑлтавсем пулмалла мар. Паян юн илекен станцие дизайнерсем тата математика, физика, информаци технологийӗн факультечӗсенче вӗренекенсем пынӑ. Ыран экономика тата химипе фармацевтика факультечӗсем килӗҫ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче строительсемшӗн, журналистсемшӗн тата инженерсемшӗн алӑк уҫӑ. Тепӗр кунхине машиностроени, историпе географи, энергетика тата электротехника факультечӗсем юн парӗҫ. Донор эрнелӗхне информатикӑпа шутлав техникин, ют чӗлхе, ӳнер, управлени, юрдици факультечӗсем вӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӑпӑр-тапӑрпа тулнӑ хваттер Шупашкарти нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра пурӑнакансем социаллӑ найм мелӗпе тара илнӗ пӗр ҫын хваттерӗнче свалка туни пирки ҫӑхавланӑ. Шупашкарти пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн ӗҫченӗсем ку хыпара кӳршисенчен пӗлнӗ. Вӗсене хурт-кӑпшанкӑ, ҫӳп-ҫап тарӑхтарнӑ-мӗн. Тӳре-шара Октябрь: 50 ҫул урамри 23 ҫуртри хваттере тӗрӗсленӗ. Комисси килсен хваттер хуҫи юлашки вӑхӑтра сывлӑхӗ хавшанӑран тирпейлӗхе тытса пырайманни пирки пӗлтернӗ. Анчах хваттере пӑхса ҫаврӑнсан пачах урӑхла шухӑш ҫуралать-мӗн — ҫӳп-ҫап ҫулӗ-ҫулӗпе пухӑннӑ. Тӳре-шара хваттер хуҫине ҫак эрне вӗҫӗччен ӑпӑр-тапӑра кӑларса ывӑтма хушнӑ. Сӑмах май, вӑл коммуналлӑ тӑкасемшӗн вӑхӑтра тӳлесе пырать, парӑм ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Хӳтӗлев министерстви салтаксене ҫара iPhone илме сӗнмест. Ведомство ӗҫченӗсем тӑванӗсене асӑрхаттараҫҫӗ: чаҫсенче кирек мӗнле телефонпа та усӑ курма юрать, анчах iPhone телефонпа, Apple компани кӑларнӑ гаджетсемпе, мар. iPhone пулӑшнипе йӑлтах йӗрлеҫҫӗ: салтак калаҫӑвне, камера вӑл ӑҫта пулнине тата мӗн тунине йӑлтах ярса парать. Михаил Романов ҫак телефонсенче паллӑ мар, вӑрттӑн функцисем пуррине ҫирӗплетет. Романов каланӑ тӑрӑх, iPhone телефонӑн пиллӗкмӗш моделӗнче аппарат куҫнине сӑнакан процессор пур. Экспертсем операци системисене АПШ тӗрӗсленине асӑрхаттараҫҫӗ. Салтак амӑшӗсен комитечӗ вара чаҫсенче телефонпа усӑ курма юранипе юраманнине официаллӑ мелпе ҫирӗплетменнине пӗлтерет. Командир ҫеҫ телефонпа усӑ курма ирӗк параять-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче хулари «Ӗҫ мухтавӗн аллейине» ӑҫта тӑвасси пирки ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Ҫынсене виҫӗ варианта суйлама ыйтаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ — аллея хула администрацийӗ патӗнче сулахай енче пулмалла. Иккӗмӗшӗ — В.И.Чапаев скверӗнчи фонтансен хӗррипе. Виҫҫӗмӗшӗ — кашни хӑйӗн вариантне сӗнме пултарать. Хальлӗхе ыйтӑма 15 ҫын кӑна хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ (27%) аллейӑн Шупашкар хула администрацийӗ ҫывӑхӗнче пулмалла тесе шухӑшлать. 11 ҫын (73%) аллейӑна В.И.Чапаев скверне вырнаҫтарасшӑн. Сасӑлав раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӗҫ мухтавӗн аллейи архитектурӑпа парк ансамблӗ евӗр пулӗ. Вӑл ҫынсен ӗҫне, хула предприятийӗсене, учрежденисемпе организацисене кӑтартӗ. Кун пирки авӑн уйӑхӗнче Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн президиумӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Унта аллейӑна хула центрӗнче, Республика тӳремӗпе юнашар, вырнаҫтарма йышӑннӑ. Аллейӑна 2015 ҫулта, Хула кунӗ валли, туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Александр Волков ТНТ телеканапа эфира тухакан «Ташӑ» кӑларӑма хутшӑнать. 28 ҫулти ташӑҫӑ унта 3 миллион тенкӗшӗн тата Раҫҫейри чи лайӑх ташӑҫӑ ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшать. Иртнӗ эрнере Александр пӗччен ташланӑ. Хальхинче унӑн хӗрпе юрату ташши ташламалла пулнӑ. Унпа пӗрле Кейӳри Пена ташланӑ. Шел те, Александр Волковпа ташланӑ Пенӑн шоу вӗҫӗнче кайма тивнӗ. Анчах Александр Волков проекта малалла та хутшӑнма пултарать. Эппин, уншӑн кунсерен сасӑламалла ҫеҫ. Проектпа килӗшӳллӗн, кашни эрнере кашни командӑран чи сахал балл пухнӑ виҫшер ҫын каять. Иккӗшне Сергей Светлаков ҫӑлса хӑварать. Ыттисен шӑписене юлашкинчен Егор Дружинин тата Мигель татса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Патшалӑх шучӗпе Крымра каннисем Чӑваш Енри сусӑрсем сывлӑха Крым тӑрӑхӗнче ҫирӗплетеҫҫӗ. Патшалӑх шучӗпе курорта кайма ҫӗршыв хыснинчен Чӑваш Ене 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Раҫҫейри Крымра чи малтан каннисенчен пӗри — Арибзян Багаутдинов. «Унта питӗ лайӑх сиплентӗм», — тенӗ вӑл. Лайӑхпа асра юлни шутӗнче сакси пылчӑкне, бишофит ваннине, углекислӑ ваннӑна, массажа, лайӑх апатлантарнине, хӑтлӑ номерсене палӑртнӑ. Ҫыннисем кӑмӑллине те асӑрханӑ арҫын. Чӑваш Енрен патшалӑх шучӗпе курорта Рудольф Рахимов та лекнӗ. Крымран ҫак икӗ арҫын туслашса таврӑннӑ. Халӗ вӗсем пӗр-пӗринпе час-часах курнӑҫаҫҫӗ. Канма кайма путевкӑна кӑна мар, ҫул укҫине те патшалӑх саплаштарать. Ҫак программӑпа Чӑваш Енри 329 ҫын сипленӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министерстви унти чӗрепе юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен, вар-хырӑм, нерв тытӑмӗн тата шӑмӑсен чирӗсенчен сиплекен санаторисене суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти 8-мӗш ача пахчи Ача-пӑчан сывлӑхне ҫирӗплетекен центрпа телекӗпер ирттернӗ. Экранӑн пӗр енне 8-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем ларса тухнӑ, тепӗр енне — тухтӑр патӗнче сиплекен вӗсен тантӑшӗсем. Скайпсӑр пуҫне ҫыхӑну йӗркелеме опытлӑ методистсемпе психологсем пулӑшаҫҫӗ. 20 минутра ачасем пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, пӑхса йӑл кулаҫҫӗ, пӗрне пӗри ҫепӗҫ сӑмах калаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗхе ача пахчи пуҫарнӑ. Маларах асӑннӑ центрта ырласах йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, ача пахчи сывлӑх сыхлавӗн тӗрлӗ учрежденийӗпе килӗштерсе ӗҫлет иккен. Хальлӗхе икӗ телекӗпер кӑна ирттернӗ-ха. Ӑна ӳлӗмрен те йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мускаври чӑвашсен ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ Мускаври чӑваш общественноҫӗ Чӑваш Ене ӑсчахсене тавӑрассипе ҫине тӑрасшӑн иккен. Нумаях пулмасть йӗркеленӗ Мускаври чӑвашсен ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫак енпе ҫине тӑма пуҫласшӑн. Пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дмитрий Сорокин сӑмах Чӑваш Енрен хӑй вӑхӑтӗнче Мускава кайса унта пӗлӳ илнисем пирки пынине пӗлтернӗ. Ҫавсене Чӑваш Ене илӗртес тесен вӗсем валли грантсем пӑхса хӑвармалла. Ун валли, паллах, республикӑн влаҫӗсемпе Чӑваш Енӗн вӗренӳ учрежденийӗсем килӗштерсе ӗҫлени кирлӗ. Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе пуян мар республикӑн пуянлӑхӗ — «пӗлӳ экономики» тесе шухӑшлать иккен маларах каланӑ пӗрлешӗвӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ертӳҫи Николай Белов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |