Республикӑра
Лицейӗн ишӗлме пултаракан стени ЧР Аслӑ сучӗ Г.Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци лицейӗн корпусӗсене Шупашкарти Граждан урамӗнчех хӑварма, пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ. Эппин, лицей кӗҫех республикӑри пултаруллӑ ачасене йышӑнма пултарӗ. ЧР Аслӑ сучӗн залне лицей шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пухӑннӑ. Унччен районти судра выляса янӑ ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем алӑ усман — Аслӑ суда аппеляци панӑ. Суд вара вӗсен майлӑ пулнӑ. Анчах, чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, лицей ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑнсан унта, унчченхипе танлаштарсан, ача виҫӗ хут сахалрах вӗренӗ. Ҫавна май унта вӗренме килекенсен ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивӗ. Музыка енӗпе те вӗрентӗҫ. Кунсӑр пуҫне лицей статусӗпе килӗшсе тӑракан квалификациллӗ вӗрентекенсемпе воспитательсене шырама тивӗ. Йӑлтах — хула влаҫӗн аллинче. Лицее муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫарма май килмен. Кунта пӗлтӗрех пӗчӗк юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Ун чухне хыснаран уйӑрнӑ 1 миллион тенкӗпе душ пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Анчах лицей ӗҫне икӗ ҫул каялла ишӗлес хӑрушлӑх пур стенашӑн чарса лартнӑ. Халӗ ӑна юсмашкӑн кӑна 9 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах юсав ӗҫӗсем хӑҫан тытӑнасси паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул Республикӑри шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ. Чылайӑшӗ ачасене кӗтсе илме хатӗр ӗнтӗ. Патӑрьел районӗнчи 24 шкул вӗренӳ ҫулне пуҫлама хатӗр. Тепӗр 7 шкул хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул тӗрӗслев комиссине килме 9 кун тӑхтама ыйтнӑ. Кунта сусӑр ачасене вӗренмелли условисем тӑвасшӑн-мӗн. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулта 360 ача вӗренет, вӗсенчен 6-шӗ — сусӑрсем. Гелсирень Абейдуллова директор каланӑ тӑрӑх, шкул 1976 ҫулта уҫӑлнӑ, анчах унтанпа пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттермен. Кӑҫал сусӑрсем валли мӗнпур условие тума палӑртнӑ-мӗн. Иккӗмӗш хута юсаса пӗтернӗ, халӗ пӗрремӗшӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтерессе шантараҫҫӗ шӑнкӑртамсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Йӗпреҫ районӗнче йӗкӗрешсен «Икӗ хут телей» уявӗ иртнӗ. Юлашки вунӑ ҫулта районта йӗкӗрешсем 21 хутчен ҫуралнӑ. «Харӑс мӗнле пӑхмалла, харӑс мӗнле ачашласа ҫитермелле тата ытти ҫавӑн пек ыйтусем ҫралнипе малтанах хӑраса та каяҫҫӗ. Ҫемьере арҫын ачапа хӗрача ҫуралсан тӑвансем уйрӑмах савӑнаҫҫӗ», — тенӗ хӑй сӑнани тӑрӑх район администрацийӗн гражданла тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Фасхутдинова. Уява Йӗпреҫри Анисимовсем (вӗсен пӗр кунта хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ), Березовкӑри Тимофеевсем (икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе ҫемьере — виҫӗ арҫын ача), Шӑрттан тӑрӑхӗнчи Фоминсем (вӗсен пӗр кунта икӗ хӗр кун ҫути курнӑ, ҫапла вара халӗ вӗсен виҫӗ хӗре ҫитнӗ) тата ыттисем ҫитнӗ. Уява чӗннӗ ҫемьесем тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та. Сӑнсем (46) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Республикин культура министрӗ Вадим Ефимов пултарулӑх коллективӗсем хӗрӳ ӗҫ ҫи вӑхӑтӗнче тыр-пул ӑстисем патне тухса ҫӳрес ыйтӑва тӑтӑшах ҫӗклет тесе хыпарлать «Каҫал ен» хаҫат. Комсомольски районӗнчи агитбригадӑсем ял ӗҫченӗсемпе тӗл пулас тесе уй-хире, йӗтемсем ҫине тухса ҫӳрессине анлӑ йӗркеленӗ. Кашни ял тӑрӑхӗнчех культура ӗҫченӗсем хресчене юрӑ-ташӑпа хавхалантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи информаципе культура центрӗн ӗҫченӗсем те ӗҫтешӗсенчен юлмаҫҫӗ иккен. Акӑ, иртнӗ кунсенче «Сюрбеево» хуҫалӑхӑн йӗтемӗ ҫинче тата выльӑх-чӗрлӗх ферминче ӗҫлекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Альбина Любимова, Галина Родионова, Лариса Дюкина тата Галина Лукиянова, Анатолий Школьников купӑсҫӑ шӑрантарнӑ чуна пырса тивекен е кулӑшла юрӑсем, шӳтсем канакан рабочисен кӑмӑлне ҫӗкленҫ. Куракансем пире алӑ ҫупса чӗререн тав тунӑ, татах та килсе ҫӳреме ыйтнӑ. «Восход» ТМЯП тата «Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие — чыс) агрофирма ӗҫченӗсене те пултарулӑхпа паллаштарма хатӗрленнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Александр Никаноров депутат Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никаноров (вӑл «Сувар-2» предприятие тытса тӑрать) Куславкка районӗнчи тӑхӑр ачаллӑ ҫемьене укҫа парса пулӑшнӑ. Кӗмӗле вӑл Куславкка хула кунне уявлама пынӑ май уйӑрнӑ. Официаллӑ мероприятисем пуҫланиччен депутат Юпсар ялне ҫитсе килнӗ. Унта Маркидановсем нумай ачаллӑ ҫемйипе тӗл пулнӑ. Вӗсене «халӑх тарҫи» 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тӑхӑр ача амӑшӗ Ирина каланӑ тӑрӑх авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӗсен пилӗк ачине шкула ямалла. Леонид ывӑлӗ пӗрремӗш класа каять, Татьяна хӗрӗ — виҫҫӗмӗшне, Николайпа Константин йӗкӗрешсем — пилӗкмӗшне, Людмила хӗрӗ — вунпӗрмӗшне. Сӑмах май каласан, нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре 2003 ҫултанпа тӑрать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Йӗпреҫри депутатсен ларӑвӗнче Ӗнер Йӗпреҫ район депутачӗсем черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта депутатсемсӗр пуҫне район администрацийӗн пайӗсен тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, федераци органӗсен подразделенийӗсен ертӳҫисем, тӗрлӗ харпӑрлӑх хурмиллӗ предприяти-организацисене ертсе пыракансем, ял хуҫалӑх ертӳҫисем, шкул директорӗсем, прокуратура ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Ларура Йӗпреҫ район Уставне улшӑну кӗртессине сӳтсе явнӑ. Унта хӑш-пӗр пунктсене хушнӑ, хӑшӗсем вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑннӑ. Район пуҫлӑхӗн полномочийӗ хӑҫан тухассине те палӑртса хӑварнӑ. Ют ҫӗршывра укҫа упрасан та район пуҫлӑхӗн тилхепине ҫухатӑн. Маларах ун пек саккуна ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ май хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртме ӗлкӗрнӗччӗ-ха, халӗ йӗпреҫсен те Уставӗ федераци саккунӗпе килӗшсе тӑрать. Районӑн муниципалитет шайӗнчи право акчӗсем вырӑнти хаҫатсенчен пӗринче пичетленнӗ хыҫҫӑн тин вӑя кӗрӗҫ. Кун пирки те ларура палӑртса хӑварнӑ. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Варринчи — Николай Глухов Халӗ тӳресемпе чиркӳ ҫыннисене час-часах юнашар курма пулать. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем, ав, пысӑк уявсене чиркӗве кайнине телевизорпах кӑтартаҫҫӗ. Маларах тӗне кӗрес тесен те чиркӗве вӑрттӑн кайнӑ та, халӗ атеизм самани мар — чармаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов чиркӳ ҫыннисен хисепне тивӗҫнӗ. Ӑна сӑваплӑ Сергий Радонежскийӗн 700 ҫулхине халалланӑ партиарх паллипе чысланӑ. Ӑна Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Феодор ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пулнӑ чух ҫакса янӑ. Сӑкӑт тӑрӑхӗнче пулнӑ май чиркӳ ҫынни Патӑрьелти район пульницине те ҫитнӗ. Унта ӗҫлекенсем, сипленекенсем тата районта пурӑнакансем укҫа пухнипе ҫавӑнта сӑваплӑ Николай ячӗллӗ часовня уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Вулавӑшри кӗнеке куравӗ Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Айхи — Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн, Ф. Петрарка Хрантсуссен академийӗн, Кӑнтӑр Тироль премийӗн, Б. Пастернак тата ытти преми лауреачӗ. Патӑрьелсем ун ячӗпе пушшех мӑнаҫланма пултараҫҫӗ. Ара, вӑл унти чӑваш-ҫке. Вырӑс чӗлхипе ҫырса тӗнчене чапа тухнӑ чӑваш поэчӗ малтанхи сӑввисене тӑван чӗлхепе ҫырнӑ. Унӑн хайлавӗсем 1949 ҫулта пуҫласа кун ҫути курнӑ. Айхин кӗнекисем каярах Чехословакинче, Швейцаринче, Францинче, Англинче, Польшӑра, Венгрире, Югославинче, Нидерландра, Швецинче, Данинче, Финляндинче, Болгаринче, Турцинче тата Японире пичетленнӗ. Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗн вулав залӗнче «Тӗнче пӗлет Айхине» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта поэтӑн тӗрлӗ ҫулхи сӑввисем, поэмисем, маларах икӗ томпа пичетленнӗ ҫырнисен пуххи, Айхи пирки унӑн тусӗсемпе паллаӑ ҫынсем аса илнисем вырӑн тупнӑ. Куравӑн пӗр пайне поэтӑн йӑмӑкне, Ева Лисинӑна, халалланӑ. Вӑл — ятлӑ ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 26-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ. |
Пӗлтерӳ
Мария Юркевӑн ӗҫӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти республикӑра пурӑнакансене «Ҫирӗп ҫемье — елейлӗ ачалӑх» конкурса хутшӑнма чӗнет. Фотоконкурс тӗллевӗ ҫемье институтне ҫирӗплетесси, кил-йыш хаклӑхне ҫынсем хушшинче сарасси, ҫемьери йӑла-йӗркене аталантарасси тенӗ. Кунсӑр пуҫне конкурс хитре сӑн ӳкерме пултаракан пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси тесе каланӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва миҫе ҫулхисен хутшӑнма юранине кӗске хыпарта каламан та, анчах номинацисем тӑрӑх унта ачасем хутшӑнмалли сисӗнет: «Анне аллин ӑшши», «Манӑн атте чи лайӑххи», «Пирӗн юратнӑ асаннесемпе асаттесем», «Ҫемье портречӗ», «Анне, атте тата эпӗ — спорт ҫемйи», «Ҫемье канӑвӗн савӑнӑҫлӑ саманчӗсем», «Манӑн ҫемье — манӑн пуянлӑхӑм». Фотоконкурс юпан 31-мӗшӗччен пырать. Ӗҫсене konkurs-21@mail.ru электронлӑ адреспа йышӑнаҫҫӗ. Конкурс условийӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче паллашма пулать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канашлурисем Пирӗн республикӑра ют ҫӗршыв ҫыннисене ытларах явӑҫтарӗҫ. Ҫак ыйтӑва паян Миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи ларура сӳтсе явнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем ытларах кирлине кура квотӑна ӳстерме ыйтса пирӗн республика Раҫҫейӗн ӗҫ министерствине ҫырупа тухнӑ иккен. Кӑҫала квотӑна малтанласа 1345 ҫынлӑх палӑртнӑ пулнӑ-ха. Квота резервӗ пуррине кура иртнӗ уйӑхра Чӑваш Ене 95 ҫынлӑх ӳстерсе панӑ. Ҫапах та ӗҫлекенсем кунпах ҫитмен имӗш, тата тепӗр 126 ҫынлӑх квота ыйтнӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Галина Германова канашлура ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурлан 12-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ ведомствӑна пирӗн патри организацисенчен квота виҫине тепӗр 123 ҫынлӑх ӳстерме ыйтнӑ ҫыру ҫитнӗ иккен. Ют ҫӗршыв ҫыннисене общество апатланӑвӗнче тата тирпейлекен производствӑра ытларах чух шыраҫҫӗ иккен. Ыйтса ҫырнисенчен хальлӗхе комисси 45 ют ҫӗршыв ӗҫченӗ валли квота ыйтас шухӑша ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |