Тепӗр виҫӗ кунтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Владимир Милов экономистпа курнӑҫу йӗркелеме палӑртнӑ.
Владимир Милов — «Парнас» парти никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ демократи коалицин ертӳҫисенчен пӗри. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗн ҫумӗ тата Энергетика политикин институчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти «Ибис Центр Шупашкар» хӑна ҫурчӗн «Атӑл» конференц-залӗнче 18 сехетре пуҫланмалла. Тӗлпулура Раҫҫей Федерацийӗнчи политика тата экономика хальхи лару-тӑрӑвне, «Парнасӑн» ҫитес суйлавпа ҫыхӑннӑ планӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта Чӑваш Енри ҫивӗч ыйтусене те хускатасшӑн. Тӗлпулӑва тӳлевсӗр кӗртессине, пурне те хапӑл пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Милов малтанласа пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче килмелле пулнӑ, анчах ун чух экономистӑн килме май килменрен курнӑҫӑва куҫарнӑ.