Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Раҫҫей кунне халалласа Атӑл урлӑ ишессипе тупӑшӗҫ. Спортсменсен 2 ҫухрӑм та 200 метр парӑнтарма тивӗ.
Анчах йӗркелӳҫӗсем халех асӑрхаттараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ҫыннӑн сивӗ шывра ишес енӗпе опыт пулмалла. Халӗ Атӑл шывӗ 15 градус таран кӑна ӑшӑннӑ вӗт.
Шупашкарта Раҫҫей кунӗнче кунсӑр пуҫне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Каҫхи 5 сехетре акцисемпе конкурссем иртӗҫ. 18 сехетре концерт пуҫланать. Куракансен умне вӗрсе каламалли инструмент оркестрӗ, хор, ташӑ тата вокал ушкӑнӗсем тухӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, уява 600 ытла артист тата волонтер хутшӑнӗ. Уявра ҫӗршыв гимнне пурте юрлӗҫ. Ҫав вӑхӑтра тӳпене ҫӗр-ҫӗр хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ хӑмпӑсем вӗҫтерӗҫ.