Афиша
![]() Раштавӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Ирина Волковӑн «Диалоги» фильмне кӑтартӗҫ. Вӑл кӑҫал Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте «Чи лайӑх сценари» номинацире ҫӗнтернӗ. Культура программисен республикӑри дирекцийӗн директорӗн ҫумӗ Лариса Ларионова каланӑ тӑрӑх, вӗсем ӑна кинофестивальте курмасӑр юлнӑ ҫынсене кӑтартасшӑн. Унта тӳлевсӗрех кӗме май пулӗ. Ирина Волковӑн кинокартининче Раҫҫейри паллӑ актерсем вылянӑ: Владимир Меньшов, Александр Яценко, Евгений Цыганов. Фильмра пултаруллӑ ҫамрӑк актерсене те курма пулать. Фильм 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Игорь Савченко Паян «Про Город» редакцин порталӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Павлова пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ темиҫе кун каялла килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн таврӑнманнине каласа кӑтартнӑ. 20 ҫулти Игорь Савченко раштавӑн 8-мӗшӗнче ҫар комиссариатне кайса шута тӑнӑ. Ҫав кун 16 сехет те 40 минутра ӑна «Неон» клуб умӗнче юлашки хут курнӑ. Анастасия каланӑ тӑрӑх, Игорӗн савнӑ хӗрӗ пур. Игорь лӑпкӑ ҫын. Унпа ҫумӑн паспорт тата ҫар билечӗ пулмалла. Игорь ҫартан раштавӑн 6-мӗшӗнче ҫеҫ таврӑннӑ. Каччӑ килтен никама каламасӑр нихӑҫан та тухса кайман. Тӑванӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл юлташӗпе Муркаш районне кайма пултарнӑ. Игоре курнӑ ҫынсене 8-902-240-81-14 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен федераци программи ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫсем тӑвать. Кӑҫал Чӑваш Енре социаллӑ тытӑмри 27 объекта сусӑрсене кӗрсе ҫӳремелле меллӗ майсем тунӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — Патӑрьел районӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем. Акӑ инженер-радиотехник специальноҫӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑк каччӑ сусӑр кӳмипе ҫӳреме пултарасса шухӑшламан та. Анчах чир шала кайса вӑл сусӑрланнӑ. Темиҫӗ ҫул каялла Сергея ӗҫпе тивӗҫтерекен центра шута тӑратнӑ. Халӗ унта улшӑнусем пулнине вӑл та сиснӗ: кӳмепе кӗрсе ҫӳреме меллӗ. Пандус пур, чӗнмелли пускӑч та кунтах. Алӑксем те сарлака. Пӳлӗм планӗсене сусӑрсен обществисемпе канашласа тунӑ. Шупашкарта кӑна 30 пин ытла сусӑр пурӑнать. Центр директорӗ Анатолий Малов каланӑ тӑрӑх, ҫурта ятарласа центр валли туман. Вӑл ача пахчи пулнӑ. Халӗ пандуса кирлӗ пек тунӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 537 сусӑр килнӗ, вӗсенчен 60 процентне ӗҫ тупса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынна урнӑ тилӗ уринчен тата аллинчен ҫыртнӑ. Арҫын ӑна пӑвса вӗлерме хӑтланнӑ, унтан мӑлатукпа ҫапса вӗлернӗ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тилӗ арҫынна раштавӑн 9-мӗшӗнче тапӑннӑ. Вӑл картишрен урама тухнӑ та кил умӗнче чупакан тилле курнӑ. Лешӗ кӗтмен ҫӗртен арҫынна тапӑннӑ, сулахай уринчен ҫыртнӑ. Арҫын ӑна мӑйӗнчен тытса пӑвма пуҫланӑ. Тилӗ вилнӗ тесе ӑна ҫӗре хунӑ. Анчах чӗрчун тӑна кӗнӗ те каллех арҫынна тапӑннӑ. Хальхинче вӑл ӑна сулахай ал лаппинчен ҫыртнӑ. Унта ҫӑраҫҫи ҫыххи пулнӑ. Кӗрешӳре тилӗ ҫав ҫыхха та ҫӑтса янӑ. Унтан тарнӑ. Анчах сетка картаран хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫапла арҫын ӑна мӑлатукпа ҫапса вӗлернӗ. Картаран ҫакӑнса тӑракан вилӗ тилле специалистсем ӑна ветеринари лабораторине раштавӑн 10-мӗшӗнче илсе ҫитернӗ. Тепӗр кун тилӗ урнӑ чирпе чирлени палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патреккелти шкул Елчӗк районӗнчи Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлỹ паракан тӗп шкулта уҫӑ уроксен кунӗ иртни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать. Ачасем патӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, орфографи словарьне редакциленӗ Ю. Виноградов тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 4 томлӑ «Чӑваш энциклопедине» йӗркелеме хутшӑннӑ А. Долгова хӑнара пулнӑ. «Вӗренекенсем несӗлсенчен юлнӑ тупрана курма, хаклама пӗлни вӗсем ҫырнӑ сӑвӑсенчен те, хӑйсен тӑрӑхӗсенче пухнӑ такмаксенчен те, туйпа ҫӗнӗ хӑта юррисенчен те, халапӗсенчен те лайӑх курӑнчӗ. Чӑваш халӑх юррисене кӑмӑлласа юрлани те хӗпӗртỹ туйӑмне вӑратрӗ», — тесе ӗнентерет хаҫат. Ӗлӗк чӑвашсем пӗр-пӗрне тӗл пулсан сывлӑх суннине те тишкернӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулсан «Сывӑ-и?», «Сывлӑхӑр епле?», «Ӗҫсем епле пыраҫҫӗ?» — тенӗ. Ялсенче ватти-вӗтти палламан ҫынпа тӗл пулсан та: «Ӑҫта каян?», «Ӑҫта каятӑр?», «Ӑҫтан килетӗн?», «Ӑҫтан килетӗр?», «Мӗнле туятӑр хӑвӑра?», «Сывлӑхӑрсем епле?» — тесе саламланӑ. Вӗренекенсем хӑйсем те тренингсем ирттерсе вӗсем евӗр сывлӑх сунса пӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Алексеев тӗп редактор Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви Елчӗк районӗнчи «Елчӗк ен» район хаҫачӗн редакторне палӑртмалли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ тесе пичет кӑларӑмне чылай ҫул ертсе пынӑ Николай Алексеева пӗлтернӗ. Николай Васильевич ҫак отралсьте виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет иккен. Журналистикӑри ӗҫ стажне 1981 ҫулта асӑннӑ район хаҫатӗнче корреспондентран тытӑннӑ. 2004 ҫултанпа вӑл тӗп редактор тивӗҫне пурнӑҫланӑ, тӗп редакторӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, тӗп редактор пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Елчӗк ен» юнкунсерен тата шӑматкунсерен чӑвашла тухса тӑрать. Унӑн тиражӗ 4 пине яхӑн иккен. Район хаҫатне елчӗк тӑрӑхӗнче кашни пиллӗкмӗш ҫын вулать тесе ӗнентерет республикӑн Информаци политикин министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Павлов кунӗсем» музыка фестивалӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин пӗчченшер тата хорпа юрлакан уйрӑмӗ «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» театрализациленӗ концерт-спектакль кӑтартнӑ. Каҫа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев академик тата Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова профессор хутшӑннӑ. Шӑпах ҫаксем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче халӑх юррисене юрласси чакнине асӑрхаса чӗртсе тӑратма шут тытнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Программӑра Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи фольклорне кӑтартнӑ. Уявӑн иккӗмӗш каҫне чӑваш фольклорне халалланӑ. Уяв хӑнисене Самар облаҫӗнчи «Епле килтӗр, тӑвансем» хӑна юррипе уҫнӑ, кайран анатри чӑвашсен «Саккӑрӑн, саккӑрӑн» ташӑ такмакӗсем малалла тӑснӑ. Людмила Петухова ертсе пыракан «Янтал» фольклор ансамблӗн юрри-ташшине те куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтӗнче ушкӑн 50-а яхӑн концерт кӑтартать иккен. Хальхинче вӑл Пушкӑртстанри, Тутарстанри тата Сарту тӑрӑхӗнчи юррисене, ҫавӑн пекех анатри чӑвашсен такмакӗсене шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Республикин археологин картти» кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш томӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ, пичете асӑннӑ издательство хатӗрленӗ. «Чӑваш Республикин археологи картти» ӑслӑлӑхпа справка энциклопедийӗ шутланать. Унта историпе культура эткерлӗхӗн куҫман пурлӑхӗ, археологи палӑкӗсем, ҫинчен сведени кӗнӗ. Пӗрремӗш томра тӑхӑр районтипе: Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски – паллаштарнӑ. Иккӗмӗшне Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчисем кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш том валли те юлнӑ. Унта Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчисем тата Шупашкар хулинчисем лекмелле. Кӗнекене 19 ӗмӗрӗн ҫурринчен тытӑнса 21 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче археологсем тупса палӑртнисем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республикӑри архивистсемпе музейҫӑсем регионсем хушшинчи ӑслӑлӑх конференцине хутшӑннӑ. «Атӑл ҫинчи пӗрремӗш раштав вулавӗсем. Раҫҫейӗн шӑпинчи XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӑрҫӑсем» конференцие ӑна пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие историксем, архивистсем, таврапӗлӳҫӗсем, учительсем, музей ӗҫченӗсем тата ҫар ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем хутшӑннӑ. Конференцире Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ачисем, совет танкисчӗсемпе летчикӗсем тата ытти пирки калаҫнӑ. «Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин музеефикацийӗн опычӗ» секци вӑхӑтӗнче Чӑваш наци музейӗн сектор пуҫлӑхӗ Марина Иванова пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче тыл ӗҫченӗсем епле витӗм кӳни пирки каласа кӑтартнӑ. «Тӑван ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫулсенчи вӑрҫи: ҫӗршыв тата регионсен вӑрҫӑчченхи, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи историйӗ» секцире те пирӗн республикӑрисем ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Унта Патшалӑхӑн электронлӑ тата кинодокументацийӗн фончӗн опычӗпе паллаштарнӑ. Конференци материалӗсемпе статьясен пуххине кун ҫути кӑтартмалла. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян пирӗн республикӑра Приоритетлӑ наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ял хуҫалӑхне илсен, ҫак отрасль кӑҫал епле аталаннине уйрӑммӑн тишкернӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–юпа уйӑхӗсенче ял хуҫалӑх продукцине 32 миллиард тенкӗлӗх туса илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрти ҫакӑ вӑл 3,1 процент нумайрах иккен. Ку отрасле укҫа хывасси нумайланнӑ-мӗн. Инвестицие пӗтӗмпе 6 миллиарда яхӑн хывнӑ иккен. Патшалӑх енчен агропромышленноҫ комплексне 2 миллиард та 450 миллион тенкӗлӗх пулӑшу кӳнӗ. «Ял хуҫалӑх продукцине сутассипе ыйту ҫук. Ун пекки пирки 10, 20, 30 ҫул каялла ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ, — тенӗ Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. — Влаҫ органӗсен ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсен, тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пулӑшуҫисем пулмалла». Михаил Игнатьев шучӗпе ял хуҫалӑх продукцине сутакансен тавар пирки информацие тӗплӗн пӗлмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |