Персона
![]() Николай Федоров Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Николай Федорова ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗнчен хӑтарасси пирки юлашки вӑхӑтра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче сас-хура вӑйлах ҫӳрерӗ. Хӑйӗн ӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитереймест тесе те шухӑшлама пӑхрӗҫ хӑшӗсем, Чӑваш Ене прокурор пулса килет пуль текен те тупӑнчӗ. Халӗ акӑ пӑх та кур: Николай Федоров малашне Владимир Путина канашпа пулӑшса тӑрӗ. Кун пек йышӑнӑва РФ Президенчӗ паян йышӑннӑ. «Ял хуҫалӑх министрӗнче эсир виҫӗ ҫул ӗнтӗ ӗҫлетӗр. Отрасле аталантарма нумай турӑр. Юлашки уйӑхсенче ял хуҫалӑхне хальхи условире аталантарма план хатӗрлессипе ҫине тӑтӑр», — ырланӑ Николай Федорова Владимир Путин. Унтан ӑна ӗҫшӗн тав тунӑ, малашне тата час-часрах тӗлпулса ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче кӑҫал мӗне харпӑрлӑха куҫарассине тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унчченхи апла йышӑнӑва пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ кӑҫалхи Приватизаци программине тепӗр объект кӗртес тенӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ гидротехника сооруженийӗ. Ҫав вӑхӑтрах программӑран кӑларса пӑрахма шут тытнӑ объектсем те пур. Сӑмахран, «Батыревский» плодопитомник» акционерсен уҫӑ обществин акцине маларах 100 проценчӗпех сутма шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӑна тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакна республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви Раҫҫее ют ҫӗршыв таварне кӳрсе илессине чакарнипе тата ют ҫӗршыври тавар вырӑнне хамӑр патра кӑларассине сарас енпе ҫине тӑнипе сӑлтавлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртмелле. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫал текста Леонид Маяксем паллӑ чӑваш ҫыравҫи хайлавӗнчен илнӗ. Диктант 13 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас тесен ятарласа хатӗрленӗ вырӑна ҫитмелле, е диктант бланкне уҫласа илсе наци радиовӗпе итлесе е Чӑваш наци телекуравӗн сайтӗнче пӑхса компьютерпа ҫырма пулать. Бланка пичетлесе алӑпа ҫырма та юрать. Диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн бланка 10–15 минут хушшинче dictant2015@yandex.ru адреспа ярса памалла. Диктант ҫырмалли ятарлӑ вырӑнсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультетӗнче (Президент бульварӗ, 19а ҫурт, 201 тата 400 аудиторисем), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (М. Горький проспекчӗ, 5-мӗш ҫурт, пуху залӗ тата 215 аудитори) тата Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче (14, 17, 20 аудиторисем) хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен. Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать. «Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать. |
Вӗренӳ
![]() Пушкӑрт салинчи ӗнерхи шкул ачисем Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗнчи тӑхӑр класлӑ (унччен вӑл вӑтамах пулнӑ-ха) шкул 150 ҫул тултарнӑ. Юбилее шкул иртнӗ шӑматкун, акан 18-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ. 1865 ҫулта вӗренӳ учрежденине чиркӳ тунӑ хыҫҫӑн юлнӑ материалсенчен хӑпартса лартнӑ. Вӑл йывӑҫ пӳрт пулнӑ. Шкула юбилейпе саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫавсен шутӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи В.М. Павлов, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин тата ыттисене асӑнмалла. Район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ А.А. Филимонов вара шкула районти тата республикӑри конкурссене хастар хутшӑннишӗн ырланӑ. Вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗн ертӳҫи З.Н. Степанова шкула тепӗр хутчен вӑтам шкул пулса тӑма тата 300 ҫулхи юбилее саламлама суннӑ. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Варринче — Татьяна Зольникова неонатолог Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм маларахах пулса иртнӗ-ха. Акан 15-мӗшӗнче. Анчах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче кун пирки ӗнер хыпарланӑ. Маларах асӑннӑ ҫав кун РФ Сывлӑх сыхлав министерствин пӗтӗмлетӳллӗ коллегийӗ иртнӗ. Унӑн вӑхӑтӗнче Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова маттур тухтӑрсенсен пӗрисене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Пысӑк шайри хисепе тивӗҫнисен шутӗнче Чӑваш Енри тухтӑр та пулнӑ. Ку вӑл — Татьяна Зольникова неонатолог. Татьяна Васильевна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче кӗҫӗн ҫулхисен уйрӑмне ертсе пырать. Сывлӑх сыхлавӗнчи унӑн стажӗ — 37 ҫул. Пысӑк квалификациллӗ тухтӑра «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ» хисеплӗ ят панӑ.Т. Зольникова ача тухтӑрӗ ку ят хӑйшӗн кӗтменлӗх пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Иосиф Кобзон Чӑн-чӑн ӑстасен пултарулӑхне хаклама пӗлекенсемшӗн ӗнер Чӑваш Енри концерт учрежденийӗсенчен пӗринче чӑннипех те сумлӑ ӑстасем пулнӑ. Ку вӑл — СССР халӑх артисчӗ Иосиф Кобзон. Совет тата Раҫҫей эстрадин мэтрӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнинен халалласа концертпа ҫӳрет иккен. Шупашкарта вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухнӑ. Ӗнер 19 сехетре пуҫланнӑ концертра Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли те пулнӑ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин профессор ертсе пыракан ушкӑн СССР халӑх артисчӗпе пӗрле куракан патне темиҫе хайлав ҫитернӗ. Концертчен Иосиф Кобзонпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫни пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Юрӑҫ А.Г. Николаев летчик-коммонавтӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексне те ҫитсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьевпа Иосиф Кобзон Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта СССР халӑх артисчӗпе, РФ Патшалӑх Думин культура енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗпе Иосиф Кобзонпа тӗл пулнӑ. Элтеперпе юрӑҫ культурӑпа спорт аталанӑвне сӳтсе явни пирки хыпарлать ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Ҫав енсем — сывӑ обществӑна йӗркелекеннисем. Культурӑллӑ, вӗреннӗ, ҫынна юратакан ҫын терроризмла акт тумасть. Вӑйлӑ нацие те сывӑ халӑхсӑр тӑваймӑн», — тесе палӑртнӑ Кобзон. Юрӑҫ ҫынсем ялтан ҫынсем урӑх ҫӗре тухса кайнишӗн пӑшӑрханать иккен. Ун шучӗпе чылай чухне ҫакӑ Раҫҫей ялне инженери, транспорт тата социаллӑ инфраструктурӑпа туллин тивӗҫтерменнипе ҫыхӑннӑ. Иосиф Кобзон ял клубӗсем — ялти культура центрӗсем — кивелнишӗн, хупӑннишӗн, вӗсенче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ансамбльсем сахалланнишӗн те чунне ыраттарать иккен. Михаил Игнатьев СССР халӑх артистне Чӑваш Енре маларах асӑннӑ ыйтусемпе шӑпах ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ыран Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑхкӳрет» регионсем хушшинчи наци кӗнекисен фестивалӗ йышӗнче «Ӑслӑлӑх кӗнекин кунӗ» ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен инситучӗн кӗнекисен хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Хӑтлавра «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Чӗлхе сӑмахӗсем. Вӗрӳ-суру чӗлхи», «Татары-кряшены в зеркале фольклора и этнографических сеочинений слушателей казанских кряшенских педагогических курсов (педагогического техникума) (1921–1922 гг.)», «Современное российское село: реформы и повседневность» (чӑв. Раҫҫейри хальхи ял: реформӑсем тата кулленхи пурнӑҫ) кӗнекесемпе тӗплӗнрех паллашма пулӗ. Кунтах ЧПГӐИ кӑларнӑ кӗнекесене туянма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Курава уҫнӑ самант Ку курав Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче уҫӑлнӑ, ӑна Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх унта Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ӗҫӗсене тӑратнӑ — живопиҫ пур, графика. Вернисажа ЧПГӐИ ӗҫтешӗсем хутшӑннӑ. Кӳртӗм сӑмахпа ӳнер тӗпчевҫи Юрий Викторов тухса калаҫнӑ. Хӑйсен шухӑшӗпе ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Валентин Фёдоров, экс-председателӗ Василий Кузьмин тата ыттисем паллаштарнӑ. Виталий Яковлев сӑрӑ ӑсти вара Константин Ивановӑн ҫуралнӑ ялӗ — Пелепей районӗнчи Сӑлакпуҫ — ӑна епле кӗтсе илни пирки каласа кӑтартнӑ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Константин Иванов ҫу3лталӑкне халалланӑ мероприятисем тата та пулмалла. Тӗслӗхрен, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче «Константин Иванов тата чӑваш тӗнчи» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ уҫӑлмалла. Сӑнсем (7, Тимӗр Акташ) |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |