Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗ Меланомӑпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун шутланать. Ҫавна май Республикӑри онкологи диспансерӗ тур паллине ӳкерсе илнӗ сӑнӳкерчӗклӗ анкетӑсене radi_ghizni@mail.ru электрон пуштӑпа йышӑнать. Май килсен тата ӳркенменнисем Шупашкарти ҫав пульницӑна (вӑл Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ, 1-мӗш хута кӗмелле) ҫитерсе пама пултараҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх палӑртма йывӑртарах пулсан, ҫынна йышӑнӑва электрон пуштӑпа е телефонпа шӑнкӑравласа чӗнӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 21-70-24 (ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен).
Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, меланомӑпа (ӳт ракӗпе) чирлисене ҫулсерен тӗнчере 132 пине тӗслӗх тупса палӑртаҫҫӗ, ҫав шутран ҫуррийӗ вилӗмпе вӗҫленет. Меланома — ӳтӗн усал шыҫҫи. Вӑл ӳт тӗсне палӑртакан мелонинтан пуҫланса каять. Шел пулин те, ку чир усаллисен тата йывӑррӑн сипленекеннисен шутне кӗрет. Вӑл ҫула пӑхса килмест. Ӑна ир палӑртсан сиплеме пулать тесе шантараҫҫӗ онкологсем.