Политика
![]() Паян 12 сехетре Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӗрлӗ МИХ-семпе калаҫу ирттерчӗ. Хаш-пӗр ыйтусене хуравламасӑр хӑварчӗ пулин те тӗп шухӑшӗсем ҫакскерсем: - экономика йывӑр лару-тӑрӑва пирӗн патшалӑхран килмен сӑлтавсене пула лекнӗ; - экономика ура ҫине тӑратех, кун валли пире 2 ҫулталӑк кирлӗ пулӗ. Малашлӑхра вара эпир ҫак лару-тӑруран ӳсӗмпе кӑна тухӑпӑр. - эпир хамӑр наци наци интересӗсене хӳтӗлетпӗрех, нимӗнле патшалӑх та пире ура хураймӗ; - хамӑрӑн ҫара вӑйлӑлатӑпӑр, пенсисене те инфляци шайӗнче пысӑклатсах тӑрӑпӑр; - хресчен — Раҫҫей халӑхӗн элити; - саккун тӗп вырӑнта пулмалла, вӗсене пурте пурнӑҫламалла; - Турципе Китай хальхи вӑхӑтра чи вӑйлӑ аталанакан тӑрӑхсем, ҫавӑнпа та эпир вӗсемпе ҫыхӑнӑва аталантаратпӑр; - хальхи лару-тӑрушӑн пурте яваплӑ, ҫав шутра эпӗ те (Путин В.В.), правительство членӗсем те, регионсем шайӗни пур тӳре-шара та; - влаҫ органӗсем халӑх хушшинче хирӗҫӳлӗхе пуҫармаҫҫӗ, влаҫрисен ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшменнисене ура хумаҫҫӗ. Прессӑпа калаҫнӑ вахӑтра эпир хамӑр твиттерта чӑвашла онлайн ертсе пытӑмӑр. |
Политика
![]() ЧР Правительство ҫуртӗнче сауна пулнине пӗлсен обществӑра кун пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӗ те калаҫаҫҫӗ. Ку ӗҫ пирки тӗнче тетелӗнче чылай информаци тухрӗ, кун ҫинчен федераци телеканалӗ те кӑтартрӗ. Шӑв-шав шӑпланман-ха. Халӗ кунпа федерацин монополипе кӗрешекен служба кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ведомствӑна подрядчике палӑртнӑ чухне саккуна епле пӑхӑнни интереслентерет. Монополипе кӗрешекен службӑн ҫивӗч куҫӗ тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗ, «Капиталлӑ строительствӑн республикӑри управленийӗ», тата виҫӗ министерство — Пурлӑх, Финанс, Строительство министерствисем — лекнӗ. Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсем сауна тумашкӑн илнӗ кредита саплаштармашкӑн кӑна республикӑри хыснаран 100 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗнӗ эйпеҫсен кӗперӗ Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн сайчӗ Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем туслӑ пурӑннине пӗлтерет. Вӗсем уявра савӑнма та, яла тирпей-илем кӗртме те пӗлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫӗнӗ эйпеҫсем кивӗ, юхӑннӑ шкул кирпӗчӗсене сӳтсе ҫулсене сарнӑ. Халӗ унта урапасем лачакара кӗрсе лармаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере вӗсем ҫырма урлӑ каҫмашкӑн кӗпер ӑсталанӑ. Ку кӗпер ял хӗрринче вырнаҫнӑ. Ҫитес ҫул выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире хӑваласа тухма ҫӑмӑлрах пулӗ. Пуҫлӑх мӗнле пулнинчен ӗҫ епле пурнӑҫланасси нумай килет. Ял старости Геннадий Туманов ӗҫе йӗркелеме пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Павел Володин сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнерпе паян «Сбербанк» банкомачӗсем патӗнче ҫын кӗпӗрленнине курма пулать. Мӗн пулнӑ? Малтанах нимӗн те ӑнланма ҫук. Пурте тӗнчери лару-тӑрӑва пула банкомат укҫа пама пӑрахать тесе шухӑшланӑ-мӗн. Сас-хура кӑна иккен. Чӑннипе, паян банкомат умӗнче кӑна мар, банкра та ҫын хӗвӗшнине курма тӳр килчӗ. Ҫынсем «Сыхланакана Турӑ сыхлать» тенӗ пулмалла та банкоматсем патне чупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти хӑш-пӗр банкоматсем патӗнче черет тӑрсах укҫа илнӗ тет. Надежда Кузьминан юлташӗ банкра ӗҫлет ав. Лешӗ ӑна ӗҫтешӗсем банк картточкинчи укҫана илнине пӗлтернӗ. Тӗнчери финанс лару-тӑрӑвӗ йывӑр пулнӑран блокировка тума пултарӗҫ имӗш. Ҫапла вӑл та хӑйӗн укҫине кайса илнӗ — килте упрама лӑпкӑрах. Анчах «Сбербанк» пӗлтернӗ тӑрӑх, «блокировка» пирки — суя. Ҫынсем банкоматсенчен укҫа нумай илнӗрен унта купюрӑсем пӗтнӗ. Паянтан пуҫласа хушма офиссем нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫакна ҫынсем корточка ҫинчи укҫана паспортпа илме пултарччӑр тесе тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул — музейра» проектпа килӗшӳллӗн «Вӑхӑт лабиринтӗнче» курав уҫӑлать. Кун пирки Чӑваш наци музейӗ пӗлтерет. Куравра Чӑваш Енри паллӑ ҫынсен сехечӗсене катартӗҫ: Ф.Ф.Ясковский лесовод, В.К.Магницкий этнограф, А.Канаш ӳнерҫӗ, хурт-хӑмӑр ӗрчетнӗ С.И.Андреев, В.Г.Толстой-Антарский таврапӗлӳҫӗ, В.Д.Шилов майор генерал, А.Д.Кӑлкан, А.А.Ӗҫхӗл, В.С.Чаплина ҫыравҫӑсем, Стихван Шавли поэт, А.И.Петрухин тата А.Д.Поздеев профессорсем. Кунсӑр пуҫне юбилейлӑ датӑсемпе кӑларнӑ сехетсем пулӗҫ. Тӗслӗхрен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 45 ҫул ҫитнӗ, С.Федоров ячӗллӗ микрохирурги уҫӑлнӑранпа 20 ҫул иртнӗ ятпа кӑларнӑ сехетсем. Курава килнисем Чӑваш Енре пулнӑ делегацисен парнисене те курма пултарӗҫ. Ав Чулхулари чукун ҫул, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ сехет парнеленӗ. Ҫавӑн пекех Козьмодемьянскри культурӑпа истори музейӗнчи, Шупашкарти коллекционерӑн Сергей Трифоновӑн сехечӗсем пулӗҫ. Курав 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци старт илнӗ. Ӑна ача ҫуртӗнче пурӑнакан тӑлӑхсене чӑн-чӑн уяв парнелес тӗллевпе йӗркеленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, тӑлӑх ачасене Ҫӗнӗ ҫула тата каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене илмелле. Ҫапла майпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ шӑпӑрлансем чӑн-чӑн асамлӑха туйма пултарӗҫ. Акӑ Сашӑпа Вика ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсен юлташӗ пӗр ҫемьере телейне тупнӑ. Ӑна опекӑна илнӗ Владимир Федоровичпа Елена Васильевна икӗ хӗрачана каникул вӑхӑтӗнче хӑйсем патне илсе кайма кӑмӑл тунӑ. Бураковсен ҫемйинче виҫӗ тӑван ача ӳсет. Вӗсем тата ача ҫуртӗнчен икӗ шӑпӑрлана илнӗ. «Ҫӗнӗ ҫул — ҫӗнӗ ҫемьере» акци республикӑра пӗрремӗш хут иртет. Ача ҫурчӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ вара тӑтӑшах пулать. Ҫапла майпа ачасем ҫемье тупаҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти ача ҫуртӗнчен — 11, «Малюткӑран» 12 шӑпӑрлана ҫемьесем хӑйсем патне илнӗ. Акци раштавӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пырӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗнче вара Шупашкарти ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (архиври сӑн) Раштавӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти филармони залӗнче «Юхать юхӑм шыв» вокалпа хореографи композицийӗн премьера кӑтартӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Гранчӗпе сцена ҫине кӑларнӑ. Филармонин тулли залне чӑваш фольклорне юратакансем пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра тӗрлӗ ҫулхисем пулнӑ. Концерт пуҫланас умӗн халӑх умне тухнӑ ансамблӗн ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев проектпа паллаштарнӑ. Музыка хайлавне пухма тӳпе хывнисене вӑл ятран асӑнса хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче фольклора пухакансем те, композиторсем те пур. Сӑмахран, Зинаида Козлова, Лолита Чекушкина, Елена Шурту, Александр Осипов. Куракансем ҫӗнӗ юрӑсене кӑмӑлтан итленипе, ташӑсемпе киленнипе пӗрлех ҫӗнӗ тумтире те асӑрханах. Ара, ку композици валли ҫӗнӗрен ҫӗлеттернӗ. Пӗтӗмпе 80-а яхӑн костюм ҫӗлеттернӗ, 110 ытла мӑшӑр пушмак туяннӑ. Концерт «Слакпуҫӗнчи туй» вокалпа хореографи сюитипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Галина Николаева экс-сенатор Федераци Канашӗ Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн элчине Галина Николаевана ҫак яваплӑхран хӑтарнӑ. Вӑхӑт ҫитичченех мӗншӗн пӑрахӑҫлани пирки кӗске информацире каламан. Федераци Канашӗн ертӳҫи Валентино Матвиенко Галина Николаевана ӗҫшӗн тав тунӑ иккен тата Хисеп грамоти тыттарнӑ. Вӑхӑт ҫитичченех элчӗ правине тепӗр ҫын тӗлӗшпе те пӑрахӑҫланӑ. Вӑл — Белгород облаҫӗн саккун кӑларакан органӗн элчи Вадим Мошкович. Аса илтеретпӗр, Галина Николаевана Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе 2012 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Федераци Канашӗн пайташне лартнӑ. Унччен ҫак явапа Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хыпар» издательство ҫуртне Варнава пилленӗ. Чиркӳ ҫыннин кӗллине итлеме «хаҫат-журнал кӑларас кулленхи кӑткӑс ӗҫре те православи тӗнне тытса пурӑнма тӑрӑшакансем» пухӑнни пирки пӗлтерет кӑларӑм. Хаҫатҫӑсем патне Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн Валерий Туркайӑн ӗҫ пӳлӗмне кӗлӗ вуласа тасатнӑ, ҫӑмӑл мар ӗҫре вӑй-хӑват сунса пурне те пил панӑ. Варнава Туркая Ҫӑлаканӑн турӑшне тата Иерусалимран илсе килнӗ Сӑваплӑ Хӗресе парнеленӗ. «Хыпар» ӗҫченӗсем Шупашкар тата Чӑваш митрополитӗнчен Хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан Хусан Турамӑшӗн Сӑнне илнӗ. Владыко панӑ ҫак пӗчӗк турӑшӑн хӑвачӗ питӗ пысӑк тесе ҫырать хаҫат. Ӑна 2001 ҫулта Шупашкар епархине килнӗ Мускавӑн тата пӗтӗм Руҫӑн Ҫветтуй Патриархӗ Иккӗмӗш Алексий пиллесе хӑварнӑ-мӗн. Варнава пирӗн тӑрӑхри халӑхпа питӗ кӑмӑллӑ пулнине пӗлтернӗ, чӑвашсен хӑйсен тӑван чӗлхине упраса малалла аталантарас пархатарлӑ тӗллевне чунтан ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Мускавра Раҫҫейри «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗсене палӑртнӑ. Чыса тивӗҫнисен шутӗнче СССР халӑх артисчӗ, РФ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев та пур. Театр ӳнерӗн ҫавӑн пек шайри ятарлӑ премине пани лауреатшӑн кӗтменлӗх пулнӑ иккен. «Мана питех те кӑмӑллӑ. Эп вӑл наградӑпа мӑнаҫланатӑп. Майя Плисецкая, Армен Джигарханян татат режиссурӑн пӗтӗм тӗнчери ӑстипе Петр Штайнпа юнашар тӑни маншӑн пысӑк хисеп», — тенӗ чӑваш сценин маэстри. Валерий Яковлев, сӑмах май каласан, чӑваш литературине никӗслесе янӑ Константин Иванов ҫулталӑкӗнче (вӑл ҫитес ҫул пулассине аса илтерме кирлӗ мар-тӑр) Чӑваш академи драма театрӗ Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьесине лартма палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |