Культура
![]() Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш Литература ҫулталӑкӗнче «Литература картти» проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ. Вулавӑш директорӗн ҫумӗ Галина Тимофеева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, карттӑра Шупашкар районӗнчи ҫыравҫӑсем пирки информаци пулӗ. Карттӑна тӗнче тетелӗнче те курма май пулӗ-мӗн. Галина Львовна ӑнлантарнӑ тӑрӑх, уйрӑм йӗркере Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ хайлавсен авторӗсем пулӗҫ. Сайтри электрон рессурссене те ҫӗнетӗҫ. «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем» пая вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ чухне хатӗрленӗ. Ун чухне районта 128 ветеран пулнӑ. Халӗ вара 45-ӗн ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Шупашкар районӗнчи ял вулавӑшӗсем ҫитес ҫул валли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Кашни уйӑхра тенӗ пекех ялти вулавӑшсенче мероприятсем иртӗҫ. Пархикассинчи вулавӑшра кашни кӗҫнерникун «Чи лайӑххине вулатпӑр. 2015 ҫеккунт сасӑпа вулатпӑр» акци иртӗ. Вулавӑшсенче ҫулталӑк тӑршшӗпех ҫӗнӗ кӗнекесен куравӗсемпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри блогерсенчен пӗри, Сергей Петров ятлӑ ҫын, тӗнче тетелӗнче экстремистла лозунг вырнаҫтарнӑ-мӗн. Вӑл ӑна хӑйӗн материалӗпе пӗрле кӗртсе лартнӑ. Лозунга экстремистла материалсен федераци списокне кӗртнӗ пулнӑ иккен. Унпа, блогер судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хайхине сарас тӗллевпе вӑл усӑ курман, хурлама кӑна илнӗ. Суд кун пек ӑнлантарупа ҫырлахман — блогера штрафлама йышӑннӑ. Лозунгшӑн блогера 1000 тенкӗлӗх явап тыттарас тенӗ. Блогер кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар. Вӑл республикӑн Аслӑ судне аппеляци тавӑҫӗпе тухассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче «Пӗрле утни — 2015» Ҫӗнӗ ҫул парачӗ иртет. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Тӗрӗсрех, ҫавӑн чух вӗсене шута илме пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗ евӗр тумланнисен тӗрлӗ номинацире хаклӗҫ: «Хӗл Мучин чи лайӑх тумӗ», «Юрпикен чи лайӑх тумӗ», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи лайӑх ҫӗнӗ ҫул ушкӑнӗ». Чи лайӑх Хӗл Мучине Сочине кайма путевка кӗтет. Конкурса ҫынсем кӑна мар, капӑрлатнӑ машинӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Автомоболистсен ассоциацийӗпе Шупашкар хула администрацийӗ «Ҫӗнӗ ҫул автокарнавалӗ» конкурс йӗркелет. Ҫӗнтерӳҫӗне 500 литр бензин парассине пӗлтереҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 23-50-93, 37-55-66. Концерт юратакансем Хӗрлӗ лапама васкамалла. Унта «Здравствуй, песня» вокалпа инструмент ансамбль концерчӗ иртӗ. Унтах маларах асӑннӑ конкурссене пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Преми лауреачӗн палли Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2013 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле. Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси. Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ. Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача пахчисене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Етӗрне хулинпе тата районӗшӗн паллӑ пулӑм иртнӗ. Унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. «Сывлӑм пӗрчи» ят панӑскер хулан илемлӗ вырӑнӗнче вырнаҫнӑ — виҫӗ хутлӑ ҫурта Етӗрне варринче ҫӗклесе лартнӑ. Вӑл аякранах курӑнса ларнине пӗлтереҫҫӗ. Хӗрлӗ хӑю каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрпе каччӑ ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ. Уява Хӗл Мучипе Юрпике те пырса ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин уҫнӑ. Район администрацийӗ ячӗпе ача пахчине вӑл юр тасатмалли машина парнеленӗ. Сӑнсем (105) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре кӑрлачӑн 1–11-мӗшӗсенче Раҫҫейри евӗрех Пӗтӗм Раҫҫейри спортпа сывлӑх кунӗ иртет. Республикӑн Спортминӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе мероприятисен планне йӗркеленӗ иккен. Вӗсем республика тата муниципалитет шайӗнчисем пулӗҫ. Мероприятисен шутӗнче спартакиадӑсене, чемпионатсене, турнирсене, хутӑш эсатфетӑсене, ушкӑнпа конькипе, йӗлтӗрпе тата ҫунашкапа ярӑннисене кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтра пур ҫӗрте те стадионсем, вӑй-хал культурипе спорт комплексӗсем, пӑр керменӗсем, ытти спорт сооруженийӗсем ӗҫлемелле. Кӑрлачӑн 4–5-мӗшӗсенче Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн базинче (Станциҫум урамри 10а ҫурт) ирттерме палӑртнӑ «Сурхури тупӑшӑвӗ» чи йышлӑ мероприятисенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ. Унта йӗлтӗрҫӗсене кӗтеҫҫӗ. С. Быстрова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртӑва та йышлӑн пухӑнасса шанаҫҫӗ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗсенче Пӗрлехи сывлӑхпа спорт кунӗ иртмелле. Вӑл кун бассейна е тренажер залне тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пӗрлӗх правленийӗн йышӗ Ҫапла ҫирӗппӗн те уҫӑмлӑн калама, хамӑр сассӑма пама сӑлтавӗ те пур пирӗн. Чӗрӗк ӗмӗр пурӑнатпӑр, тӑрӑшатпӑр, малалла утатпӑр вӗт эпир. 1989 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Ҫак кун Трак тӑрӑхӗнчи пултарулӑх лаҫҫинче вӑй хуракансемшӗн, сӳнми ҫӑлтӑр евӗр, нихӑҫан манӑҫми кун пулса юлчӗ. Тӗрӗссипе, историн анлӑ ҫул-йӗрӗнче Красноармейски районӗнче Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) ячӗпе хисепленекен культурӑпа ӳнер тата литература пӗрлӗхӗ чӑмӑртанни тӑван республикӑра — Чӑваш Енре ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлчӗ тесшӗн эпӗ. Чӑн малтанах ӑна йӗркелеме, пӗрремӗш утӑма ҫирӗппӗн ярса пусма ӑс-хакӑл, вӑй-хал тата, ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас тенешкел, анлӑ шухӑш-пуҫарӑва ҫутта кӑларма ҫине тӑнӑ ентешӗмсене ят-хушаматранах асӑнассӑм килет. Ҫав хастар йышра пӗрремӗш ретре халӗ Красноармейскинчи вӑтам шкулта ҫамрӑк ӑрӑва чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗлӳ паракан, Ҫырмапуҫ Карайра ҫуралса ӳснӗ, мӗн ачаранах фольклор тӗнчине парӑннӑ патвар шӑмшаклӑ, ҫирӗп утӑмлӑ, чӑн-чӑн чӑвашлӑхшӑн чун-чӗре уҫҫипе ҫунакан Виталий Михайлович Михайлова палӑртасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ҫулталӑк кӗнекине суйла» акци иртнӗ. Акцие районти пур вулавӑш та хутшӑннӑ. Вулакансене 2014 ҫулта вуланӑ чи килӗшнӗ кӗнеке ятне аса илме, уншӑн сасӑлама ыйтнӑ. Ангелина Павловская ҫырнӑ «Вӗрене шывӗ те пылак» кӗнекешӗн чи нумаййӑн сасӑланӑ. Вӑл 234 ҫынна килӗшнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вулакансене кӗнекере ҫивӗч сюжет чӑваш хресченӗсен пурнӑҫӗнчи ҫутӑ самантсем пӗрлешни, кун пирки епле ҫырса кӑтартни килӗшнӗ. Пӗтӗмпе вулавӑша ҫӳрекенсем чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсене 100 ытла кӗнекине палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ М.Самарскин «Радуга для друга», М.Стедманӑн «Свет в океане», Е.Вильмонтӑн «Трепетный трепач», О.Ройӑн «Шаль», Г.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату», Д.Мойесӑн «До встречи с тобой», Д.Лондонӑн «Белый клык», У.Эьменьӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекисене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей телеканалӗнче чӑвашсем пирки калаҫнӑ. Раштавӑн 22-мӗшӗнче «Мужское\Женское» телекӑларӑмра Ҫӗнӗ Шупашкарти Наталья Шименкова историйӗ пирки сӑмах пынӑ. Наталья темиҫе уйӑх каялла суд сакки ҫине лекнӗ. Вӑл упӑшкине «саккаспа» вӗлерттересшӗн пулнӑ-мӗн. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вара Наталья Шименковӑна ЧР Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн йӗплӗ пралук леш енчен кӑларнӑ. Телекӑларӑмра Наталья экс-упӑшкипе тӗл пулнӑ. Константин Денисов, упӑшки, арӑмне тата ывӑлне кӳрентерни пирки тунман. Наталья упӑшки хӑйне ҫапла тытнӑшӑн хӑйне айӑпламасть-мӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, киллер мӑшӑрне вӗлерни пирки пӗлтерсен — ӗненмен. Кӑларӑм ертӳҫи Александр Гордон лару-тӑрӑва уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. «Икӗ ен те ухмаха тухман-и?» — тесе ыйтнӑ вӑл. Ыйту уҫӑмланмӗччӗ-и тен, анчах кӑларӑма Константинӑн юлташӗ килнӗ те упӑшки те арӑмӗ валли киллерсем тупни пирки пӗлтернӗ. Вӗсем гастарбайтерсем, молдавансем, иккен… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Александр Разумовский Ҫӗршывра ачасене сиплес ӗҫе аталантарассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Май килнӗ таран пульницӑсене ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ тухтӑрсенчен пӗри кӗҫех килмелле. Мускаври сывлӑх сыхлавӗн департаменчӗн ача-пӑча тӗп хирургӗ, ача-пӑча хирургӗсен Раҫҫей Ассоциацийӗн президенчӗ, профессор Александр Юрьевич Разумовский Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитмелле. Ку пулӑм Чӑваш Республикинчи ача-пӑча хирурги службине тунӑранпа 45 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Тӗлпулура ача-пӑча хирургинчи юлашки вӑхӑтри ҫитӗнӳсем пирки лекци вулӗҫ, специалистсем валли ӑсталӑх класӗ ирттерӗҫ. Ҫаван пекех профессор пульницӑри стационарта йывӑр чир-чӗртен сипленекен ачасем пирки канашлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |