Статистика
![]() Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче, пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен, карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (реклама евӗр йышӑнасран хӑшне каламӑпӑр) ҫынсем миҫе хутчен шӑнкӑравланине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем пӗр-пӗринпе 4 миллион хут ытла ҫыхӑннӑ иккен. Ку вӑл, тепӗр хут палӑртар, пӗр компани кӑтартӑвӗ кӑна. Уйрӑмах нумай калаҫакансем Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере тата Ҫӗрпӳре пурӑнаҫҫӗ. SMS-ҫыхӑнупа та усӑ куракансем йышлӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш сехетӗнче клиентсем Пысӑк совет энкциклопедийӗнчен 15 хут пысӑкрах текстлӑ SMS-хыпар шӑрҫаланӑ. Ку вӑл пурин ҫырӑвне пӗрле хушсан пухӑнать. Интернет-трафик калӑпӑшӗ те кӑҫал унчченхи ҫулхинчен аванах пысӑк пулнӑ — икӗ хута яхӑн иккен. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче уйрӑмах нумай ларнӑ. Вӗсем информаци уҫласа илнин калӑпӑшне фильм ҫине куҫарсан ҫакӑ 7 пин ытла фильмпа танлашать. Халӑх тӑваттӑмӗш ӑрури ҫыхӑнупа уйрӑмах усӑ курать-мӗн. Карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекенсене илсен, ун пекки ҫине республикӑри тӗп компанисем пурте тивӗҫтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Литература, Чӑваш Енре К.В. Ивановӑн ҫулталӑкӗ иккенне пӗлмен-илтмен ҫын юлмарӗ те пулӗ. Ҫавсене халалласа Шупашкарти Литература музейӗ (вӑл Константин Иванов ячӗпе хисепленет) ҫыравҫӑсемпе тата сӑвӑҫсемпе «Ҫыравҫӑ пулас килет» ятпа тӗлпулусем йӗркелеме тытӑннӑ. Пӗрремӗшӗ Светлана Гордеева поэтпа тата художникпа пулнӑ. Унпа курнӑҫма Шупашкарти 6-мӗш шкулта вӗренекенсене йыхравланӑ. Тӗлпулӑва пынисене чи малтанах музей тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ май Константин Иванов пултарулӑхӗпе те паллаштарнӑ. Литература музейӗнче ӗҫлекенсем Гордеевапа курнӑҫусем йӗркелесси йӑлана кӗнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах та хальхине те музейҫӑсем кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшнӑ. Ку хутӗнче ҫыравҫӑ ачасене кӑмпаллӑ карҫинкана хӑвӑрт тата илемлӗ епле ӳкермеллине кӑтартнӑ. Ачасене кӑсӑклантарас тесе «Небылица» сӑвӑри чӗрчуна ят парас тесе те пӗчӗккисем хытах пуҫ ватнӑ. Ачасене ҫыравҫӑ сӑвӑ епле ҫырнипе тата кӗнеке епле кӑларнипе те паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Управленийӗ иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ май. Сӗтев илни пирки 2013 ҫулта пуҫиле 89 ӗҫ пуҫарнӑ пулсан, пӗлтӗр — 107. Сӗтев паракансене те явап тыттараҫҫӗ. 2013-мӗш ҫулта 16 тӗслӗхпе ӗҫ пуҫарнӑ, пӗлтӗр — 38-па. Тӗпчевҫӗсем ҫакна правӑна сыхлакансем принициплӑ пулнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Коррупципе ҫыхӑннӑ преступленишӗн айӑплисен тенкелӗ ҫине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӗҫлекен 14 ҫын лекнӗ, ҫав шутран ҫиччӗшӗ — муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем. Ҫапах та коррупципе ҫыхӑннӑ преступлени тунӑ тесе муниципалитет тӳре-шарине айӑпласси пӗлтӗр сахалланнӑ. Ун йышшисене пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен икӗ хута яхӑн сахалтарах явап тыттарнӑ. Кунта тӗпчевҫӗсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ: правӑна сыхлакан органсем пӗр шухӑшлӑн ӗҫлени, влаҫ тытӑмӗнчисем ун пек преступленисене тӑвасран профилактика ирттерни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Православи юрӑҫи Юлия Березова мӑшӑрӗпе автоаварире вилнӗ. Вӗсен пилӗк ачи тӑлӑха юлнӑ. Екатеринбургра кӑштахран тӑлӑхсем валли укҫа та пухма тытӑннӑ. «НАША» хаҫат ку авари пирки ҫырса кӑтартсан редакцие Шупашкарти Елена шӑнкӑравланӑ. Вӑл Юлия Березовӑн тӑлӑх ачисене хӑйӗн патне илме хатӗр-мӗн. Елена тӳрех аттепе аннене ҫухатни пысӑк хуйхӑ пулнине, вӗсен ӑшшине никам та улӑштарайманнине палӑртнӑ. Вӑл чи малтанах ачасемшӗн юлташ пуласшӑн. Унӑн мӑшӑрӗ те ачасене юратать. Хальлӗхе вӗсен 1 ывӑл ҫеҫ — 10 ҫулти Илья. Тӑлӑха юлнӑ 6–17 ҫулсенче ачасем хальлӗхе Юлия Березовӑн амӑшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, влаҫсен официаллӑ порталӗ ЧР Наци вулавӑшӗ шкул ачисем хушшинче Раштав поэзи ӑмӑртӑвне ирттерни пирки пӗлтерет. Вӑл «Раштав уявӗ — юлташсемпе пӗрле» фестивальпе килӗшӳллӗн иртнӗ. Ӑмӑртӑва Шупашкарти 59-мӗш шкулти «Калаҫакан калем» студи тата 62-мӗш шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ. Иккӗмӗшӗсем поэзи конкурсне пӗрремӗш хут хутшӑннине палӑртмалла. Вӗсене ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем хакланӑ. Анна Никифорова, Мария Печенкина, Андрей Ромашкин, Анна Цаплева ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗсене тивӗҫсе 1-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна Юлия Маркитанова, Мария Митрофанова, Елена Аникина, Артем Мохов тивӗҫнӗ. Ыттисем конкурс лауреачӗсем пулса тӑнӑ. Кунашкал поэзи ӑмӑртӑва ЧР Наци вулавӑшӗнче 7-мӗш хут иртнӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарта «Стоп кӗрт!» акцин пирвайхи пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Вӑл иртнӗ эрнерех пуҫланнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, хулара пурӑнакан кашни ҫын юр хӳсе лартнине тасатманнине курсан stopsugrob@gmail.com электронлӑ адрес ҫине сӑн ярса пама пултарнӑ. Унта вырӑна, куна палӑртмалла. Эрне те иртмен — Шупашкарти дежурнӑй диспетчер патне 45 хыпар ҫитнӗ. Иртнӗ эрнере юр тасатманнипе Мускав районӗ «палӑрнӑ». Картишсене управляющи компанийӗн тасатмаллине аса илтереҫҫӗ. Ҫынсем пӗлтернӗ хыпара хӑвӑрт татса пама шантараҫҫӗ-мӗн. Хыпарланӑ 45 ыйтӑва татса панӑ ӗнтӗ. Хула администрацийӗнче япӑх ӗҫлекен компанисем выговорпа ҫеҫ хӑтӑлаймассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи спорт комплексне малашне шкул ачисем кӑна мар, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Бассейн, каток, спорт залӗсем ҫӗнӗ расписанипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ватӑсем пушӑ вӑхӑта унта ирттереҫҫӗ. Ав Николай Алексеев кашни ир хускану тӑвать. Вӑл, спорт мастерӗн кандидачӗ, ыттисене тӗслӗх кӑтартасшӑн. Николай Алексеевӑн шухӑшӗпе, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем спорт комплексне тӳлевсӗр ҫӳреме тивӗҫ. Эрнере виҫӗ кун пенсионерсемпе тренер заняти ирттерет. Халӗ кунсерен сывлӑха ҫирӗплетекенсен йышӗ нумайланать. Пенсионерсен клубӗ виҫӗ ҫулта район тата республика шайӗнче иртнӗ спартакиадӑсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Сывлӑх министерстви автошкула вӗренекенсен тата водительсен медтӗрӗслевне улшӑнусем кӗртесшӗн. Ведомство хӑш-пӗр специалистсем патӗнче тӗрӗсленнине пӑрахӑҫласа анализ тумашкӑн нарколога шӑк пама сӗнет. Ҫапла майпа ӗҫкӗҫсене тата наркомансене тупса палӑртасшӑн. Анчах Раҫҫейре ҫак анализа тӗрӗслекен 491 лаборатори ҫеҫ пур. Ҫавна май черет вӑрӑмланма пултарасса палӑртать «Коммерсантъ» хаҫат. Проектпа килӗшӳллӗн, хирург патне кӗмелле мар. А тата В категорисене вӗренекен водительсен ЛОР тата невролог патне ҫитмелле мар. Анчах терапевт пациента невролог патне яма пултарать. Электроэнцефалографи тата электрокардиографи пулмалла мар-мӗн. Ҫаксене пула автошкула вӗренме кӗрекен ҫын укҫапа вӑхӑта перекетлеме пултарать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валеҫет тени тӗрӗсех мар-ха. Пурне те лекмест вӑл. Этем правине хӳтӗлекен Чӑваш Енри уполномоченнӑйӗн Хисеп хучӗ Прокуратура ӗҫченӗсен кунне уявланӑ чухне тивӗҫрӗ. Прокуратура хӑйӗн професси уявне палӑртса ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пухӑва хутшӑннӑ май Юрйи Кручинин уполномоченнӑй асӑннӑ надзор органне ырӑпа палӑртрӗ. ВПрокуратурӑра тӑрӑшакансем чӑнлӑхшӑн ҫине тӑракансем тесе хакларӗ. Прокуратура авторитетне, ун шучӗпе, ҫынсем пулӑшу нумай ыйтни те ҫирӗплетет. Этем правин хӳтӗлевҫи прокуратурӑн патшалӑхӑн право хӳтӗлевҫисемпе те ҫыхӑну тытмаллине палӑртса хӑварчӗ. Конструктивлӑ ӗҫшӗн Юрий Кручинин республика прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне Александр Григорьева Хисеп хучӗпе чысларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Ӗнер Чӑваш ӳнер музейӗнче «Чиркӳ тума — ятран кирпӗч» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Унта республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем кӑна та мар, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Акцие йӗркелекенсем унта хутшӑнакансене ятран сертификат туянма сӗннӗ. Хаклӑ хута 300, 1500 тата 3000 тенкӗпе сутнӑ. Унта ҫынсем хӑйсен ятне ҫырса хума пултарнӑ. Укҫа Шупашкарти Калинин урамӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗпе Союзсен ҫурчӗ хушшинче, тума палӑртакан чиркӳ валли каймалла. Чиркӗве ятран кирпӗч хума палӑртаҫҫӗ. Ун ҫинче укҫа уйӑрса пулӑшнӑ ҫын ятне ҫырса хурӗҫ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн порталӗнчи информацире халӑх тарҫисенчен хӑшӗ мӗн чухлӗ уйӑрнине палӑртман-ха. Пӗр сехетре пӗтӗмпе 350 пине яхӑн тенкӗ пухнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |