Вӗренӳ
Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Иртнӗ эрнекун, юпан 17-мӗшӗнче, Шупашкарти 24-мӗш шкул — вӑл Чапаев скверне хирӗҫ вырнаҫнӑ — хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Меропритие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист (вӑл ҫак шкултан 1968 ҫулта вӗренсе тухнӑ) пӗлтернӗ тӑрӑх мероприяти пӑрлӑ ҫумӑра пӑхмасӑр Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗн керменӗнче иртнӗ. Шкула юбилей ячӗпе саламлама тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнчен Алла Самойловӑна, Дмитрий Евсеев, Валерий Филимонов Максим Ладилов депутатсене, Вӗренӳ министерствинчен ҫитнӗ Вячеслав Бычкова тата ыттисене палӑртма пулать. Мероприятире ачасемпе вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех хӑш-пӗр педагога Хисеп хучӗсемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ. Юбилей каҫӗ сумлӑ каҫхи апатпа вӗҫленнӗ. Сӑнсем (7) |
Чӑваш чӗлхи
Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн Паян Чӑваш наци конгресӗнче пысӑках мар ушкӑнпа — пурӗ те 15 ҫынна яхӑн пулчӗҫ — чӑваш чӗлхине мӗнле майпа хӳтӗлеме пуласси тавра калаҫрӗҫ. Тӗп ыйтусем шутӗнче шкулсенче пилӗк кунлӑха куҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературин сехечӗсене чакарма май парас марри тата чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас тӗлӗшпе 2–3 ҫулталӑклӑх план хатӗрлеме тытӑнасси пулчӗ. Ларӑва Валерий Клементьев ертсе пычӗ. Вӑл ЧНК Президенчӗ чӑваш чӗлхин шӑпишӗн пӑшӑрханни пирки пӗлтерчӗ. Чӑн та юлашки вӑхӑтра тӑван чӗлхене «тапӑнни» уйрӑмах уҫӑмлӑн курӑнма тытӑнчӗ — ку шутра шкулсенче вӗренӗве 5 кунлӑха куҫарнӑ май чӑваш чӗлхин сехечӗсене чакарнине те, Шупашкарта спорт канашлӑвӗ умӗн чарӑну ячӗсенче чӑваш чӗлхине «маннине» те илсе кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех Валерий Леонидович ҫакна та палӑртрӗ — иртнӗ Аслӑ Пухуранпа вӑхӑт чылай иртрӗ пулин те вӑл ытларах хут ӗҫӗсемпе пулчӗ имӗш. Халӗ вара, вӑл ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн, ӗҫлеме те вӑхӑт ҫитнӗ. Егорова Анна Семёновна (вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхи кафедрин ертӳҫи) шкулти вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки кӗскен каласа пачӗ. |
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳри сӗт савутне сӗт панипе чылай ҫын хӑй вӑхӑтӗнче шӑнман пӑр ҫине ларса кайнӑччӗ. Укҫине кӗтсе илеймен енне йӗрке хуралҫисем патне ҫыракансем те тупӑннӑччӗ, анчах сӗт пуҫтараканпа килӗшӳ-тавраш туман та усси пулмарӗ. Ҫапах та вӗренӗн те вӗҫӗ пур тесе ахальтен каламан-тӑр ҫав, асӑннӑ ҫын тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна налук тӳлеменшӗн тата ӗҫ укҫипе икӗ уйӑх ытла татӑлманшӑн айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе савут пуҫлӑхӗ, вӑлах «Мысль» сбыт кооперативӗн ертӳҫи, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса 2013 ҫулхи кӑрлаччен налукпа 2,1 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. 2013 ҫулхи ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче вара хайхи предприятин газ операторне 21 пин тенкӗ ытла шалу тӳлемен. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Нӗркеҫри вӑтам шкулта Ҫамрӑксен ӗҫ бригадисен республикӑри фестивалӗн финалне 15 районти 19 бригада хутшӑннӑ. Уйрӑммӑн палӑртсан, патӑрьелсем, шупашкар районӗсем, вӑрнарсем, канашсем, куславккасем, комсомольскисем, красноармейскисем, хӗрлӗ чутайсем, муркашсем, вӑрмарсем, пӑрачкавсем, шӑмӑршӑсем, ҫӗӗмрлесем, елчӗксем, тӑвайсем тата Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи ачасем мероприятие лекнӗ. Комсомольски районӗнчен Нӗркеҫри вӑтам шкулти «БЭГИС» бригада хутшӑннӑ. Йышра 11-мӗш класс ачисем, Григорий Плеткин, Павел Кузнецов, Карина Петрова, Екатерина Тишова, Кристина Вишнева, София Индюкова, Елена Герасимова, Дарина Харитонова тата 9-мӗшӗнче вӗренекен Алексей Петров пулнӑ. Каҫал ачисем финалта «Пултарулӑх кӑтартӑвӗ» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, «Курав стендӗнче» — пӗрремӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Кӑҫал Вӑрнар районӗнче виҫӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута ямалла. Ҫарӑклӑ ялӗнче ҫурт тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Авӑн уйӑхӗнче вара Упнерпа Ишлей ялӗсенче тума аукцион ирттерсе строительсене палӑртнӑ. 90 ытла ҫын пурӑнакан Ишлей ялӗнче ФАП стенисене хӑпартма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Тухтӑр ҫурчӗ тавралли ялсенче пурӑнакансен ыйтӑвӗсене те тивӗҫтерӗ. Ҫуртра фельдшер пулса Любовь Григорьева тӑрӑшать. Унчченхи ҫуртра кӑмака та хутма тивет, шыв йӑтмалла. Ҫӗннинче мӗнпур ырлӑх шалта пулӗ. ФАПа хӑпартма 2 миллион тенкӗ ытла кирлӗ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ ҫулччен мӗнпур виҫӗ фельдешерпа акушер пунктне туса пӗтермелле. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӗнеке хӑтлавне пухӑннисем Мускавра нумаях пулмасть Геннадий Айхин халиччен пичетлемен сӑввисене хӑтланӑ. «Расположение счастья» кӗнекере кун ҫути курнӑскерсем унччен нихӑҫан та пичетленмен. Поэт архивӗчен вӗсене пухса тата ҫӗнетсе кӑлараканӗсем — Наталия Азаровапа Татьяна Граузӗ Вӗсемех кӗнеке хӑтлавӗ вӑхӑтӗнче Айхин сӑввисене вуланӑ. Кӗнеке хӑтлавне поэтӑн тусӗ пулнисем, литераторсем тата сӑвӑҫӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Геннадий Айхи ҫинчен тус тата поэт евӗр, тӗслӗхрен, Игорь Макаревич художник каласа кӑтартнӑ. Сӑвӑҫа халалланӑ ӗҫӗсене те кӑтартнӑ вӑл унта. Акварельпе ӳкернӗскерсем поэта чӗрӗ евӗр сӑнлаҫҫӗ иккен. Айхин сӑнӳкерчӗкӗсене те илсе пынӑ. Хӑтлава поэтӑн ывӑлӗ Алексей Айхи хӑйӗн «4'33» ушкӑнӗпе пырса ҫитнӗ. Вӑл ашшӗн темиҫе сӑввине кӗвӗленине пӗлтернӗ. Ачалӑхри хӑш-пӗр саманта та аса илнӗ. Ашшӗн савӑнӑҫлӑ та тиркевлӗ сӑввисене итленӗ май ӑна хӑй валли тепӗр енчен уҫнине те пытарман вӑл. Кӗнеке хӑтлавне Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков хутшӑннӑ. Паян вара Айхине асӑнса Мускаври Пултарулӑх ҫуртӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Татьяна Арнгольц тата Григорий Антипенко Юпан 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Иккӗн — чуччу ҫинче» (авторӗ Уильям Гибсон) спектакль пулнӑ. Постановкӑна театрпа кинон паллӑ артисчӗсем Татьяна Арнгольцпа Григорий Антипенко хутшӑннӑ. Спектакль пӗччен икӗ ҫын ҫинчен. Вӗсем ӑнсӑртран паллашаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫынсем иккӗшӗ те расна, ҫавӑнпа вӗсем шухӑша путаҫҫӗ: иртнӗ хурлӑхлӑ пурнӑҫӗ кая юлнӑ, вӗсем пӗрле пулайӗҫ-и? Артистсем, шел те, Шупашкарпа паллашайман. Вӗсене ҫакна тумашкӑн япӑх ҫанталӑк чӑрмантарнӑ. Ара, пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн хула йӗркене кӗрсе пырать ҫеҫ-ха. Тӗрӗссипе, Татьяна Арнгольц Шупашкарта иккӗмӗш хут. Анчах вӑл кунта пӗрремӗш хут хӑҫан пулнине астумасть. Артистсем чӑвашсен наци ҫимӗҫне тутанма хирӗҫ маррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ыранхи ҫинчен паянах шухӑшлаҫҫӗ тесе каламалла-тӑр тӗрмере ларакан хӑш-пӗр ҫын пирки. Юсанмалли 5-мӗш колонире, ав, айӑплава ирттерекенсене вӗрентсе те кӑлараҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсенчен пӗри аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом алла илнӗ. Тӗрмере ларакан хӗрарӑм юрист пулса тӑнӑ. 2013 ҫултанпа колонире, сӑмах май, айӑпланнӑ 18 ҫын алла пӗлӳ илет иккен. Вӗсенчен пӗри Хальхи вӑхӑтри гуманитари академийӗнче вӗреннӗ. куҫӑн меслетпе мар паллах, дистанцилле майпа. Экзаменне те вӑл ҫапла майпа тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
«Известия» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, РФ Финанс министерстви амӑшӗн капиталне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ партарасшӑн. Кун пирки хаҫат министр ҫумӗ Айрат Фаррахов калани пирки пӗлтерет. Айрат Фаррахов каланӑ тӑрӑх, ку программӑна малалла тӑсмалла е тӑсмалла мар пирки, ҫӗнӗ мел шырамалли ҫинчен тавлашаҫҫӗ. Чи кирли — ҫемье тупӑшне шута илни. Министр ҫумӗн самахӗсем тӑрӑх, ача ҫуралассине ӳстермелли урӑх мелсем те пур-мӗн. Пурне те укҫа пӗр пек уйӑрни тӗрӗс мар-мӗн. Министр ҫумӗ программа вӗҫленсен ача ҫуралассине ӳстермелли урӑх мел шыраса тупмаллине палӑртать. РФ Экономика министерствинче ку шухӑша ырлаҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗн капиталӗ ача ҫуралассине ӳстермест имӗш, ҫемьесене пепкене кун ҫути маларах парнелеме хӗтӗртет ҫеҫ. Унччен амӑшӗн капиталне 2017 ҫулччен тӑсма шухӑшланине, анчах татӑклӑ йышӑну туманнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Алексей Трофимов Раҫҫей ӳнер академийӗ 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи президиумӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн академин хисеплӗ ҫыннине Алексей Александрович Трофимова суйланӑ. Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей ӳнер академийӗн ларӑвӗнче «Шурӑ залра» ӳнер пӗлӗвӗн докторне, искусствоведени енӗпе ӗҫлекен институтӑн ӗҫченне Алексей Трофимова хисеплӗ пайташӑн академи регалине панӑ. Алексей Трофимов — ӑсчах, наци культурине тӗпчесе ҫӗнӗ енсем уҫать. Вӑл 1977 ҫултанпа Ӳнер союзӗн пайташӗ. Алексей Александрович — сӑвӑсен авторӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалланӑ палӑк авторӗ (Аксу), Никита Бичурин палӑкӗн архитекторӗ. Алексей Трофимов авалхи чӑвашсен ҫырулӑхӗн палӑкӗсене тупнӑ, унӑн алфавитне йӗркеленӗ тата ытти сумлӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |