Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн йӑлана кӗнӗ Тихвин ярмӑркки уҫӑлӗ. Вӑл вырсарникунчченех тӑсӑлӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ апатлану тата суту-илӳ организацийӗсене, алӗҫ ӑстисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене ярмӑрккӑна хутшӑнма чӗнет.
Историе тишкерес пулсан, Тихвин ярмӑркки тымарӗ 17–18-мӗш ӗмӗрсенче пуҫланать. Хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ патӗнче ҫӗр-ҫӗр ҫул халӑх сутма, туянма, канма пухӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑна выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк, алӗҫӗсем тата ытти ӗҫсем сутакансем хутшӑнаҫҫӗ.
Ярмӑрккӑ кунӗсенче аттракционсем ӗҫлӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, концерт, фестиваль, конкурссем пулӗҫ, ача-пӑча программисем ӗҫлӗҫ, ҫамрӑксен ташӑ каҫӗ иртӗ.
Кӑҫал ярмӑрккӑра Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫӗнӗ акушерпа пункчӗ уҫӑлӗ, шкултан вӗренсе тухакансене аттестатсем, медальсем парӗҫ. Ярмӑрккӑ кунӗсенче, кӗҫнерникун, эрнекун, шӑматкун каҫхине фейерверк курма май пулӗ.