Экономика
![]() Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Вӗрентекенсене шкул ачисемпе нумайлӑ хисепре чӗнтерме хуштаракан саккун проектне РФ Патшалӑх Думине Коммунистсен партийӗн депутачӗ Владимир Бортко ҫитернӗ. Коммунист сӗнӗвӗ «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунне пырса тивмелле. Бортко депутат вӗрентекенсене ачасен «чысӗпе тивӗҫлӗхне» хисеплеттересшӗн. Ҫавна май парламентарий учительсене шкул ачисене «Эсир» тесе чӗнтересшӗн. Тӗп хуласенчен тата культура центрӗсенчен аякра вырнаҫнӑ ял-хулашӑн ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать-мӗн коммунист-депутат. «Эсир» темен вӗрентекенсене явап тыттарассине саккун проектӗнче ҫапах та пӑхса хӑварман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи хӑш-пӗр урамра пурӑнакансем 21-мӗш ӗмӗрти ырлӑх ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ иккен. Урамра пурӑнакансем пӳртрен таса мар шыв тухса каймалла тӑвасшӑн. Анчах ун валли канализаципе насус станцийӗ кирлӗ, канализаци пӑрӑхӗ хумалла. Ҫынсем хӑйсен кӗсйинчен те «кӗмӗл» хывма хирӗҫ мар-мӗн. Халӑх пуҫарулӑхне шута илсе хула влаҫӗсем асӑннӑ проект валли Шупашкар хыснинчен 1 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑвранӑ. Ҫитмен пайне ҫынсем хӑйсем пухса парӗҫ. Пӑрӑх тӑршшӗ 2,5 километрпа танлашӗ. Вӑл 100-е яхӑн пӳрте ҫыхӑнтарӗ. Канализаци пӑрӑхне Фадеев, Бажов, Михайловский, Боголюбов, Руставели урамӗсенч пурӑнакансем валли хурӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата тепӗр вӑй-хал культуипе сывлӑх комплексӗ тума палӑртаҫҫӗ. Вӑл Эгер бульварӗчне вырнаҫӗ. Ҫӗнӗрен хӑпартаканни те ыттисем пекех нумай функциллӗ пулассине шантараҫҫӗ. Унта спорт тата тренажер залӗсем, фитнес валли лапам, бассейн пӑхса хӑвармалла. Комплекс пӗр сехетре 150 ҫынна йышӑнайӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженийӗнчи спортӑн тӗп енӗ бокс пулмалла-мӗн. Ҫапах та спортӑн ытти енне те сирсе хӑвармӗҫ. Фитнес-аэробика, баскетбол, волейбол, мини-футбол выляма, ишме майсем йӗркелесшӗн. Ҫак кунсенче строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Спорт комплексне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кунта сӑмах Михаил Игнатьев Элтепер Пӗтӗм Раҫҫейри Азербайджан Конгресӗн ертӳҫисемпе тӗл пулни пирки пырать. Чӑваш Енпе Азербайджан Республики килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнине Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Курнӑҫӑва асӑннӑ Конгресӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Ильгар Гаджиев тата ҫав органӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Бадиров хутшӑннӑ. Республика ертӳҫисенчен Элтеперсӗр пуҫне ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, культура министрӗ Вадим Ефимов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Михаил Игнатьев Чӑваш Еншӗн усӑллӑ пысӑк бизнес-проектсене аталантарма хатӗррине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ. Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче пурӑнакан Валентин Семенова таврара пӗлеҫҫӗ. Вӑл ветеринари тухтӑрӗ кӑна мар, ӳнерҫӗ те. Арҫын 30 ытла ҫул йывӑҫран касса кӑларать. Унӑн путвалӗнче — мастерской, хваттерӗнче — галерея. Валентин Семенов йывӑҫ татӑкне те чӑн-чӑн илеме ҫавӑрма пултарать. Вӑл пултарулӑхне ахаль пукансенчен ҫеҫ тытӑннӑ. Вӑл ятарлӑ училищӗре вӗреннӗ. Унтан Омск хулине лекнӗ. Пенсие тухсан йывӑҫран касса кӑларассипе тата вӑйлӑрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Хӑйӗн мастерскойӗнче килтинчен те ытларах ӗҫлет. Мӑшӑрӗ куншӑн кӑмӑлсӑрланмасть. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗре укҫа шеллемесӗрех лавккаран туяннӑ. Ара, ан тив: килӗшет тӗк ӗҫлетӗр. Ҫӗмӗрле арҫынни ку ӗҫпе тупӑш тӑвассишӗн аппаланмасть. Хӑйӗн ӗҫӗсене тӑванӗсене, юлташӗсене парнелет. Пӗр вӑхӑт вырӑнти шкул ачисене те ку ӗҫе тӳлевсӗрех вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре хӗрарӑмсем арҫынсенчен сахалрах пенси илме тытӑнасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем 20 процент сахалрах илӗҫ-мӗн. Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пенсие шутламалли постановленин проектне хатӗрлет. Унран уйӑхсерен тӳлемелли укҫа виҫи мӗн чухлӗ пуласси килӗ. Проект постановленийӗ тӑрӑх, хӗрарӑмсем арҫынсенчен 20 процент сахалрах укҫа илӗҫ. Мӗншӗн? Правительство пенсие тухмалли ӳсӗме шута илесшӗн-мӗн. Арҫынсен пухӑннӑ пенси тӳлемелли тапхӑрӗ — 227 уйӑх, хӗрарӑмсен — 270 уйӑх. Хальлӗхе ку кӑтарту пурнӑҫ тӑршшӗнчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫухалнӑ укҫа, банкнота, медаль хуҫине шыраҫҫӗ. Ӑна Муркаш районӗнче тупнӑ-мӗн. ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнче пурӑнакан ҫын кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче тимӗр укҫа тата банкнота пуххине илсе килнӗ. Укҫасем — тӗрлӗ патшалӑхӑн. Кунсӑр пуҫне полицейскисен аллине медаль лекнӗ. Унта Антонова Анна Владимировна ятне ҫырнӑ, 1963 ҫулта панӑ. Халӗ полицейскисем коллекци хуҫине тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӗркунне Шупашкарта 5,7 пин ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Шӑматкун, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, ачасене 1-мӗш класа ҫырӑнтарма тытӑнаҫҫӗ. Ҫак кунран пуҫласа ашшӗ-амӑшӗ ача ҫӳреме тытӑнмалли шкула пырса ыйту ҫырма пултарать. Хӑйсен ҫумӗнче паспорт, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство, ача ҫав территорире пурӑннине ӗнентерекен документ пулмалла. Ыйтусене утӑн 30-мӗшӗччен кашни кун йышӑнаҫҫӗ. Паллах, вырсарникунпа уяв кунӗсене шута илмесӗр. Ачана пурӑннӑ тӑрӑхран урӑх ҫӗрте вырнаҫнӑ шкула ярас текенсене утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 5-мӗшӗччен пушӑ вырӑнсене ҫырӑнтараҫҫӗ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче вара пулас шкул ачисене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне уҫӑ алӑксен кунне йыхравлаҫҫӗ. Ку вӗсене шкулпа лайӑхрах паллашма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |