Персона
![]() Петр Осипов драматург, актер, врач, сывлӑх сыхлав министрӗ Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Петр Осипов драматурга, ҫыравҫа, СССР ҫыравҫӑсен союзӗн членне, актера, режиссера, врача, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидатне халалласа «Петр Николаевич Осиповӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ» ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна «Айтар», «Кушар» пьесӑсен авторӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Петр Осипова Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Хӑй те вӑл ҫав театрта актерта ӗҫленӗ. Куславкка районӗнчи Кутемер ялӗнче 1900 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑскер литературӑри ӗҫ-хӗлне 16-ра пуҫӑннӑ. Икӗ теҫеткене яхӑн пьеса ҫырнӑ, автобиографилле 3 роман авторӗ. Драматургра чун канӑҫне тупнипе пӗрлех Петр Осипов ӑста тухтӑр пулнӑ. Хусанти университетӑн медицина факультетне вӗренсе пӗтернӗ, шалти чирсен кафедринче ординатурӑра ӑс пухнӑ. Шупашкарти хула поликлиникинче тӗп врачра ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ пулнӑ. 43-ре чухне кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Мероприятийӗ ку маларахах иртнӗ те, ҫапах та пӗлтересех терӗмӗр. Пултаруллӑ ҫын пур енчен те маттур иккен. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем волейбол выляссипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Мечӗк хыҫҫӑн хӑвалама сцена ӑстисем ахальтен тухман. Иртнӗ уйӑхра вӗсем республикӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсем хушшинче йӗркеленӗ II физкультурӑпа спорт спартакиадине хастар хутшӑннӑ. Финала малтанхи тапхӑрти 6 вӑйлӑ ушкӑн тухнӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайлаттарса выляттарнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Хальхи историн патшалӑх архивӗн тата Чӑваш Наци вулавӑшӗн ушкӑнӗсене пӗр пек: 2:0 — шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна ку ушкӑнра вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫӗнсе илнӗ. Тепӗр командӑна пайланса вылякансем те ҫӗнтерӳшӗн хытах тупӑшнӑ. Ара, финала кам тухассине ҫав вӑйӑ кӑтартса панӑ-ҫке. Ҫапла вара Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе финала тухнӑ. Кунта чӑваш драма театрӗн артисчӗсем оперӑпа балет артисчӗсенчен маттуртарах пулнӑ. Бронза медале Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тивӗҫнӗ. Воллейбол вӑййипех лӑпланмӗҫ-ха культура ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Константин Иванов палӑкӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗрхи ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, кӑҫалхи ҫулталӑкра мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Тухса калаҫакансем чылай пулчӗҫ, плана кӗртмелли сӗнӳсене сахал мар пачӗҫ. Документпа каярах, тен, ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗ Валери Туркай та пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Константин Ивановӑн палӑкӗ вырӑнта мар тӑнине палӑртрӗ — питӗ мелсӗр вырнаҫтарнӑ имӗш. Тӗслӗхрен, ун умӗнче ӳкерӗнме те кансӗр — хыҫра ҫурт курӑнать. Валери Туркай палӑка театр умне куҫарма сӗнчӗ, ку ӗҫре ЧНК пулӑшасса шанчӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкарти тепӗр палӑк та хӑй вырӑнӗнче мар иккен. Сӑмах Петӗр Хусанкайӑнни пирки пырать. Унӑн палӑкӗ хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инситучӗ патӗнче вырӑн тупнӑ. Валерий Туркай шухӑшӗпе Петӗр Хусанкайӑн палӑкӗ тем тесен те хула варринче пӗр-пӗр чаплӑ лаптӑкра пулмалла. Пуху вӗҫӗнче ЧНК йышӗнчен хӑш-пӗр ҫынсене кӑларчӗҫ — лешӗсем заявлени ҫырнине пула. |
Раҫҫейре
![]() Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, — шурӑ эрехӗн ҫуралнӑ кунӗ. Шӑп та лӑп 150 ҫул каялла Дмитрий Менделеев «Спиртпа шыв пӗрлешӗвӗ пирки» диссертаци хӳтӗленӗ. Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, официаллӑ майпа эрех хакне чакарӗҫ. Кунашкалли — пӗрремӗш хут. Эрехе тӳрех 16 процент йӳнетӗҫ. Хушупа килӗшӳллӗн, 1 кӗленче эрех малашне 185 тенкӗрен йӳнӗ пулмӗ. Курттӑмӑн туянакансемшӗн хак 170 тенкӗ пулӗ, туса кӑларакансемшӗн — 162 тенкӗ. Юлашки 6 ҫулта эрех хакӗ ӳссе пынӑ ҫеҫ. Пӗлтӗр вӑл икӗ хутчен хакланнӑ: пуш тата ҫурла уйӑхӗсенче. Ҫулла вӗҫленес умӗн чи йӗнӳ эрех хакӗ 220 тенкӗ пулнӑ. Халӗ 35 тенкӗ йӳнӗрех пулӗ. Ыттисем — коньякпа бренди — ҫав шайрах юлӗҫ. Росалкогольтӗрӗслев малашне хӗрлӗ эрехпе шампань эрехӗн чи йӳнӗ хакне те палӑртӗ. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗ чӑвашла юрлакан ачасен республикӑри «Мехел» IX телекурав конкурсне хутшӑнмашкӑн заявкӑсем йышӑнма тытӑннӑ. Ӑмӑрту виҫӗ ӳсемпе иртӗ: 6-9, 10-13, 14-17 ҫултисем. Икӗ номинаци пулӗ: «Пӗччен юрлани» тата «Ансамбльсемпе хорсем». Конкурсҫӑсен чӑвашла юрӑ юрламалла. Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 25-мӗшӗччен памалла. Ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 9-мӗш ҫурт (Чӑваш патшалӑх филармонийӗ), 419-мӗш пӳлӗм. Заявкӑсене 62-43-69 номерпе факспа та йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-11-05. Списока тата кам хыҫҫӑн кам сцена ҫине тухмаллине Чӑваш патшалӑх филармонин сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен, пенси ӳсет. Ку вӑл ватлӑхпа илекеннин страховани пайне, сусӑрлӑхпа илекеннине, тӑрантарса пурӑнакана ҫухатнипе тӳлекеннине пырса тивет. Пенсие потребитель хакӗ хӑпарнине кура ӳстерме йышӑннӑ. Пенсипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва ҫӗршывӑн правительстви кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуснӑ. Пенсин пӗр балне (ун пекки те пур халӗ) ырантан 71 тенкӗ те 41 пуспа хакламалла тунӑ. Иртнӗ уйӑхра вӑл 64 тенкӗ те 10 пуспа танлашнӑччӗ. Пенсин страховани пайне ҫирӗплетнӗ тӳлев виҫи 3935 тенкӗрен 4383 тенкӗ те 59 пуса ҫитнӗ. Ҫапла вара пенсин страховани пайӗ 11,4 процент хӑпарать. Ватлӑхпа илекен пенси пирӗн республикӑра вӑтамран 1200 тенкӗ ӳссе 11 пин те 600 тенкӗпе танлашмалла. Камӑн мӗн чухлӗ хӑпарасси унчченхи пенси виҫинчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Анчах ку пӗтӗм ҫӗршыва пырса тивекен хыпар мар. Тӑваттӑмӗш ача ҫуратсан ипотека тӳлевӗнчен хӑтарма мӑкшӑсем йышӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ регион пуҫлӑхӗ Владимир Волков регионти депутатсем патне янӑ Ҫырура палӑртнӑ. Ҫемьери тӑваттӑмӗш ача усрава илнӗ пепке пулсан та ипотека парӑмне каҫарӗҫ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ипотекӑн 30 процентне саплаштарса парӗҫ. Ҫӗнӗ йӗркене Мӑкшӑ Республикинче кӑҫалтанах вӑя кӗртесшӗн. Мӑкшӑсем унччен йышӑннӑ саккунсемпе ачаллӑ ҫемьесене ипотека кредитне тӳлеме регион ахаль те пулӑшнӑ-ха. Пӗрремӗш е иккӗмӗш ача ҫуралсан ипотека парӑмӗн 10 процентне тӳлесе пулӑшнӑ, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗшӗшӗн — 20 процент. Пиллӗкмӗш ҫуралсан мӗнпур парӑма регион хӑй ҫине илнӗ. Регионти амӑш укҫи ҫемьере миҫе пепке пулнинчен килет. Виҫҫӗмӗш ачашӑн, индексацие шута илсен, вӑл 111 пин тенкӗ тухать. Тӑваттӑмӗшӗшӗн — 133 пин, пиллӗкмӗшӗшӗн тата ун хыҫҫӑнхисемшӗн те тӳлеҫҫӗ — 166 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ятарлӑ ҫӑматӑ Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2015» иртет. Халӗ мероприятие хӗрсе хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Сочири Олимп вӑййисем уҫӑлнӑранпа 1 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун 48 пин ҫын йӗлтӗр ҫине тӑма палӑртать. Шупашкарта ӑмӑрту «Шупашкар: 500 ҫул» паркра иртӗ. Хулара унта 2 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн нумайрах ҫынна илӗртес тӗллевпе Канашра «Йӗлтӗр йӗрӗ» логотиппа усӑ курса ҫӑматӑсем хатӗрленӗ. Вӗсем йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене лекӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче РФ Президенчӗн премине кам илесси паллӑ пулнӑ. Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве кура «Вӗренӳ» наци проектӗнче РФ Президенчӗн премине кӑҫал пирӗн республикӑри 65 ҫамрӑк илӗ. 2013 ҫулта ку премие 46 ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫал вара Шупашкартан — 38, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 6, Тӑвай районӗнчен — 4, Шупашкар районӗнчен — 3, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — 2, Ҫӗрпӳ районӗнчен — 2 ҫын преми илӗҫ. Лауреатсен йышне ҫавӑн пекех Канашри, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславкка районӗнчи ҫамрӑксем кӗнӗ. Лауреатсенчен 6-шӗ Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче вӗренеҫҫӗ. 16 ҫамрӑк 60-шар пин тенкӗ илӗ. 49-шӗ 30-шар пин тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Лапсарта урнӑ чире пула карантин пулнине унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ урнӑ чир ӑҫтан тупӑннине палӑртнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Лапсар ялӗнче кӑрлач уйӑхӗн варринче урнӑ тилле тупнине пӗлтереҫҫӗ. Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче вырӑнти ҫын тилле курнӑ та ӑна киле илсе кайнӑ. Чӗрчун хӑйне йӗркеллех тытнӑ, сывӑ пек курӑннӑ. Ҫав ҫын тилӗ тупни пирки 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Каҫхине ветеринари тухтӑрӗсем вырӑна тухса тискер чӗрчуна тӗрӗсленӗ. Тилле тупнӑ арҫын чӗрчуна ветстанцие пама хирӗҫленӗ. Анчах ӑна тилӗ урнӑ чирпе чирлеме пултарнине ӗнентернӗ. Тилле изолятора вырнаҫтарнӑ. Тепӗр кунхине вӑл вилсе кайнӑ. Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче унӑн виллине республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Тепӗр кунхине чӗрчун урнӑ чирпе чирлени паллӑ пулнӑ. Тилле тупнӑ арҫыннӑн килӗнче йытӑ пур. Ӑна урнӑ чиртен вакцина тунӑ. Анчах тилӗпе арҫыннӑн ҫемйи ҫывӑх пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |