Йӗрке хуралҫисем Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗн Андрей Броницын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн версийӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн ӗҫченне 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пурӑнмалли ҫурта тӗрӗслени пирки акт ҫырма, унта пӳрт пурӑнма юрӑхлӑ маррине кӑтартма ыйтнӑ.
Унтан пуҫлӑх кил хуҫин пурӑнмалли условие лайӑхлатмалла тесе йышӑннӑ. Ҫавна май хыснаран ҫӗнӗ хваттер туянма 990 пин ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Социаллӑ тӳлев илсен кил хуҫи ҫуртне сутнӑ.
Тепӗр самант: Броницын вырӑнти усламҫа автозаправка тумашкӑн ҫӗр лаптӑкне пасар хакӗнчен икӗ хут йӳнӗрехпе панӑ.
Следстви управленийӗн сайтӗнче каланӑ тӑрӑх, ҫаксем федераци тата вырӑнти хыснана 1,5 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Сӑмах май, Андрей Броницын ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР суйлав комиссине авӑнӑн 13-мӗшӗнчи суйлава хутшӑнмашкӑн «Граждан пуҫарӑвӗ» партирен кандидат пек регистрациленнӗ. Раҫҫей саккунӗ следствири ҫынсене суйлава хутшӑнма ирӗк парать.