Спорт
![]() Элӗкри бокс турнирӗнче Ҫак кунсенче Элӗк районӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӑлана кӗнӗ бокс турнирӗ иртет. Ӑмӑртӑвӑн малтанхи тапхӑрне ӗнер уҫнӑ. Паян спортсменсем ҫурма финалти вӑййа тухнӑ, ыран финалта кӗрешӗҫ тата ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Хальхи турнира тӗрлӗ районпа хулари тата Мари Элти 136 ҫамрӑк боксер пухӑннӑ. Кӑҫалхи турнира элӗксем вунсаккӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Районта бокс виҫӗ теҫетке ҫул каяллах аталанма пуҫланӑ. Ленинградри тренерсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ каччӑ, Владимир Гордеев, 1979 ҫулта Мӑн Вылӑри вӑтам шкулта бокс уйрӑмӗ уҫать. Ҫулталӑкран Элӗкри ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫумӗнче бокс секцине йӗркелеҫҫӗ. 1983 ҫулта районта республика шайӗнчи пӗрремӗш турнир иртет. 30 ҫул хушшинче районта 16 спорт маҫтӑрӗн кандидатне хатӗрленӗ. Вӗсем республикӑри тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенчен пӗрре кӑна мар ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Чи вӑйлисем Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗн йышне кӗнӗ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Надежда Федорова Нумаях пулмасть ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе хӗрарӑмсен Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Савӑнӑҫлӑ хыпар килнӗ унтан. Пирӗн ентеш чи лайӑххисен йышне кӗме пултарнӑ. Ӑмӑртура, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш спортсменки Надежда Федорова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Тупӑшу Польшӑра иртнӗ. Надежда Федорова 23 ҫул тултарман, 48 килограмм тайман виҫе категорийӗнче чи маттурри пулса тӑнӑ. Пирӗн ентеш пӗрремӗш тӗлпулура Азербайджанри, Беларуҫри, Украинӑри спортсменсене ҫӗнтернӗ. Финалта вара Румыни хӗрне 8:4 шутпа ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Никита Васильев тунӑ ӗҫ Чӑваш Ен каччи, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, ҫак кунсенче Кавказ тӑрӑхне ҫитнӗ. Унтан Беслана кайнӑ. Никита Васильев Раҫҫейпе Грузи чикки урлӑ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫнӑ та Владикавказ тӑрӑх ҫӳреме тытӑннӑ. Никита каланӑ тӑрӑх, Ереванран Карабах таран 350 ҫухрӑм. Ҫул сӑртсем урлӑ выртать. Никита Васильев тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫичӗ уйӑхран, Раҫҫей ҫӗрӗ ҫине кӗнӗ. Чӑваш каччине Владикавказри транспорт шавӗ йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Бесланра ӑна ӑшшӑн та тарават кӗтсе илнӗ. Унта велокультура та вӑйлӑ аталаннӑ-мӗн. Халӗ Никита Васильев Бесланра. Унтан вӑл Чӑваш Ене килме тухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнчи архитектура палӑкне вандалсем сиен кӳни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Унтанпа темиҫе кун кӑна иртрӗ. Палӑка тирпей кӳчӗҫ, сӑрӑсене тасатрӗҫ. Анчах вандалсем ҫырлахмарӗҫ курӑнать. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче бульварти «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх, Телей чулӗ — Таганаит» палӑка каллех илемсӗрлетнӗ. Вандалсем хальхинче те палӑка ҫутӑ кӑвак тата сарӑ тӗссемпе сӑрланӑ. Унта йӗрке хулалҫисем ҫитсе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкарта (тӗрӗссипе, унта кӑнма мар) вандализм сарӑлни куҫкӗрет. Аса илтермешкӗн: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗ темпе айӑпа кӗнӗ. Унӑн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкернӗччӗ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑк каччӑна 1 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак ятпа ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Ҫур ӗмӗре ҫитнӗ халӑх театрне тӗрлӗ тӳре-шара саламларӗ, актёрсене хисеп хучӗсемпе чыславрӗ. Шупашкарти ытти театрсем те юбилярсене саламлама ҫиртӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчен, «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗнчен, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнчен тата ыттисенчен. И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ, унта пурӗ 30 ҫын ытла тӑрӑшать. Театра пуҫарса яраканӗ В. Ф. Горбунов. Труппӑра чи малтан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче, хулари тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем тата студентсем пулнӑ. Чи пӗрремӗш спектакле Мария Ухсайӑн «Ҫу, сумӑр, ҫу» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театра уҫнӑранпа вылякан актёрсенчен хӑшӗ-пӗри халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ. Халӑх театрне ертсе пыракан Нина Трифоновна Панина ҫак лава 1973 ҫултанпа 45 ҫул хушши туртать ӗнтӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ пӗр ҫул та канманнине палӑртрӗ, малтанхи утӑмсем пирки каласа пачӗ. |
Культура
![]() «Кӗмӗл сасӑ» фестивалӗ йӗркелӳ комитечӗ Чӑваш наци конгресӗ республикӑн Культура министерстви тата Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашсен вунулттӑмӗш хут иртекен «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурсне пӗтемлетни пирки конгрессӑн пресс-служби хыпарлать. Ҫак кунсенче йӗркелӳ комитечӗ положение ҫирӗплетнӗ, унта улшӑнусем кӑштах кӗртнӗ. Ытти ҫул конкурса вунултӑ ҫултан пуҫласа вӑтӑр пиллӗк таранчченхи яш-кӗpӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарнӑ пулсан, кӑҫал вунпилӗк ҫултан аслӑраххисен те «Кӗмӗл сасса» лекме май пур. Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл cacӑ» фестивальне регионсен, районсемпе хуласен, республикӑсен «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнмалла. Вӗсен эстрада тата хальхи майлӑ илемлетнӗ халӑх юррине хатӗрлемелле. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Чӑваш наци конгресне хыпарламалла. Пӗтӗмӗшле положение ЧНК ӗҫ тӑвакан комитечӗ вырӑнсене ярса napӗ. Пӗлтӗр ҫak конкурса xaмӑp республикӑран, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, Ӗренпур, Capӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен nypӗ 37 ҫaмpӑk хутшӑннӑ. |
Хулара
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-хулара Георги хӑйӑвне валеҫме пуҫласси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та ку акцие ирттерӗҫ. Шупашкарта хӑйӑва акан 22-мӗшӗнче валеҫме тытӑнӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ таранах тӑсӑлӗ. Шупашкар хула влаҫӗсем хӑйӑва валеҫмели вырӑнсене палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Тӗп вырӑн — Республика лапамӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсенче те ёна тивӗҫме май пур. Ҫӗнтреӳ кунӗнче «Ҫӗнтерӳ» паркра тата Хӗрлӗ лапамра парӗҫ. Хӑшӗсем ӑна автомашина ҫине ҫыхса хураҫҫӗ, теприсем — сумка ҫумне, ҫипуҫа Георги хӑйӑвӗпе капӑрлатакан та пур. Пӗтӗмпе Шупашкарта кӑҫал 50 пине яхӑн хатӗрленӗ. Хӑю валеҫме волонтерсене явӑҫтараҫҫӗ. Сӑмах май, акан 22-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Ялавне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри организацисенчен 509 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе 5357 ҫын ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне 15 предприятирен 448 ҫынна ӗҫрен хӑтарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ. Муркаш районӗнчи «Ударник» унитарлӑ предприятире пуринчен ытла йыш чакарма палӑртнӑ. Унта 138 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать. Ҫакӑ унта конкурс управленийӗ туса хунипе, тепӗр майлӑ каласан, «Ударникри» кӑткӑс лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсен шутне чакарма шухӑшлакан предприятисем хушшинче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Коммунальные технологии» тулли мар яваплӑ общество. Асӑннӑ предприяти тӑкаксене чакарассишӗн 81 ҫынна ӗҫрен кӑларма яма шухӑшлать-мӗн. Пушара хирӗҫ кӗрешекен федераци службин техника службин отрядне пӗтернӗ хыҫҫӑн унти 40 ҫыннӑн ҫӗнӗ вырӑн шырама тивӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри тытӑмӗнче штата чакарнӑ май 27 ҫын ӗҫсӗр юлмалла. Йӗпреҫ районӗнчи Калинин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативне пӗтернӗ май унта тӑрӑшнӑ 23 ҫыннӑн ыранхи кун пирки пуҫа ыраттарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Дина Агеева Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мурманскра «Мускав – транзит – Мурманск» эстрада ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Ӑна 10 ҫул ытла йӗркелеҫҫӗ пулин те Мурманскра ун пекки халиччен пулман. Фестивале Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш ен» культура обществин тата чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн пайташӗ Дина Агеева хутшӑннӑ. Дина Агеева шӑрантарнӑ «Лашисене шӑварнӑччӗ» чӑваш халӑх юрри тӳресен чунне хӑйне евӗр янӑранипе тыткӑнланӑ-мӗн. Дина Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта вӑл Тутарстанра иртнӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурса хутшӑннӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Студент чухне пике чӑваш каччипе, Никита Агеевпа, паллашнӑ. Ҫар службине суйласа илнӗскерпе кӗҫех ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк арӑм тӗнче хӗрне тухса каять. Ҫапла-ҫапла, тӗнче хӗрнех. Малтан Агеевсем Тинӗсҫум крайӗнчи Славянка поселокра пурӑнаҫҫӗ, кайран Сахалинти Шикотан утравӗ ҫине куҫса каяҫҫӗ. Халӗ ҫемье Мурманск хулинче тӗпленнӗ. Хастар ҫамрӑк хӗрарӑм ахаль ларас темен — вырӑнти чӑвашсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнма тытӑннӑ, «Акатуй» ушкӑн солисчӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Константин Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш литературин классикӗ 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче чирлесе вилнӗ. Ку вӑл кивӗ стильпе шутласан (энциклопедисенче ӑна илсе панӑ), хальхи стильпе пӑхсан вара ку кун шӑп та паянхине лекет. Константин Иванова паян Шупашкарти икӗ палӑк умӗнче те асӑнчӗҫ. Асаилтеретпӗр, пӗри Константин Иванов урамӗ ҫумӗнчи скверта вырнаҫнӑ, тепри — ун ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнче. Скверти палӑк патне Виталий Родионов, ҫыравҫӑсемпе литература тӗпчевҫисем, Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем килчӗҫ, театр ҫумӗнчи патне — чӑваш хастарӗсем тата Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен студентсем. Ҫавӑн пекех паллӑ классика асӑнма тата чечек хума «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен Валери Туркай та ҫитрӗ. Вӑл икӗ палӑк умне те чечек хучӗ. Чечек хуриччен пухӑннӑ халӑх Константин Ивановӑн пултарулӑхне аса илчӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи йӗркесене вуларӗ. Мероприяти поэта «Ҫӑлкуҫ» кафере асӑннипе вӗҫленчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.