«Ирӗклӗх» халах пӗрлӗхӗ тӗрлӗ карас операторӗсене хӑйсен пулӑшӑвне чӑвашла та туса пыма ыйтни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара нумай пулмасть «Мегафонран» хурав ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма хирӗҫ мар имӗш, анчах... «Ирӗклӗх» ыйтнине туллин пурнӑҫлас тесен укҫи-тенкине чылай пӗтермелли пирки пӗлтернӗ. Кӑҫалхи плана унашкал тӑкаксене кӗртмен тесе хуравланӑ.
Ҫавах та «Мегафон» хуравӗнче вӗсен килес ҫулсенчи укҫа-тенкӗ планне ҫак тӑкаксене кӗртме шухӑшласа пӑхасси пирки пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Ирӗклӗх» карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене тӗрлӗ информаци хучӗсене чӑвашла куҫарса, колл-центрта чӑвашла та хуравлама, автоответчиксене чӑвашла та куҫарма ыйтнӑ. Ҫак ҫырупа вӗсем «МТС», «Мегафон», «Билайн» тата «Tele2» операторсем патне тухнӑ. Тепӗр виҫҫӗшӗ хальлӗхе хуравламан-ха.