Культура
![]() «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивале хутшӑнакансем Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ ку мероприятие хальхинче район 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Фестивале район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев уҫнӑ. Юрӑ-кӗвӗ уявне пухӑннисене вӑл 17-мӗш хут иртекен мероприятие хутшӑнакан поэтсемпе композиторсене «район культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» тав тунӑ май малашне те пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ. Кӑҫалхи фестивальте 8 композиторпа 13 поэт юрри янӑранӑ. Вӗсен пултарулӑхне Красноармейскинчи ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗ Ирина михайлова, Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Смирнова, Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн районти ертӳҫи Георгий Ефимов хакланӑ. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Федотов Ҫак кунсенче Тӑвай районӗнчи Пуянкассинчи Федотовсем патне ҫар чаҫӗнчен ҫыру килчӗ. «Хисеплӗ Эльвира Юрьевнапа Юрий Геннадьевич! - тенӗ унта. - Сирӗн ывӑлӑр Дмитрий Федотов тӳрӗ кӑмӑллӑ та дисциплинӑллӑ салтак пулнине кӑтартса пачӗ. Вӑл хӑйне шанса панӑ ҫар техникине ҫирӗппӗн алла илнӗ. Хӑйӗн ӑсталӑхне юлташӗсемпе пайлама, вӗсене вӗрентме яланах хатӗр. Ҫар хатӗрленӗвӗн тӗрӗслевӗпе иртнӗ тапхӑр кӑтартӑвӗсемпе лайӑх паллӑна тивӗҫрӗ сирӗн ывӑлӑр. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ, ӗҫчен, хӑюллӑ, шанчӑклӑ салтак. Юлташӗсемпе командовани хушшинче авторитетлӑ. 23-мӗш гварди мотострелковӑй бригада командованийӗ сире ҫакӑн пек ывӑл ҫуратса ỹстернӗшӗн тав сӑмахӗ калать. Эсир унпа чӑннипех мӑнаҫланма пултаратӑр. Сире, ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатпӑр», — тесе ҫырнӑ иккен унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев концерт лартнӑ. Ентешӗн концертне Етӗрне район ҫыннисем уйрӑмах йышлӑн пухӑннӑ. «Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ кашни ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫинине чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленме хутшӑнчӗ теме пулать», — тесе хыпарлать ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева. Валерий Клементьев пуҫарнипе Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче вӑрҫӑра вилнисене асӑнса питӗ сумлӑ асӑну стелли — часавай тӑвасшӑн. Концерта ирттерсе пухнӑ укҫана Валерий Клементьев йӑлтах ҫак ӗҫе ярасшӑн иккен. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ку пархатарлӑ ӗҫе ырланӑ кӑна мар, хӑй енчен питӗ пысӑк пулӑшу кӳнӗ-мӗн. Вӑл стелла тума пилӗк пин кирпӗч парассине ӗнентерекен сертификат панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Бичурин тата хальхи самана» музейра Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗ тата паянхи литература» темӑпа лару ирттернӗ. Ларӑва Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем, ЧНКн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн пайташӗсем хутшӑннӑ. Пухӑннисене Шупашкар район пуҫлӑхӗ, ҫав районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Алевтина Исаева, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНКн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн правленийӗн ертӳҫи Ростислав Данилов саламланӑ. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров чӑваш кӗнекисене вулавӑшсене туянса пама районта чылай укҫа уйӑрнине пӗлтернӗ. «Хӗрарӑм политикӑра тата обществӑлла ӗҫре» темӑпа Чаваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова питӗ интереслӗ тишкернӗ. Хӗрарам вырӑнӗ кӑмака умӗнче кӑна мар, политикӑра та паллӑ вырӑн йышӑнма пултарнине палӑртнӑ. Анчах та паянхи куна илсессӗн политикӑра хӗрарам сахал тенӗ вӑл. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатӗнче виҫӗ хӗрарӑм ҫеҫ, район администрацийӗн ертӳҫисен хушшинче пӗр хӗрарам та ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш композиторӗсем пирки тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗринче Совет Союзӗнчи композиторсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Тепӗр пайне 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчисене кӗртнӗ. Кӗнеке авторӗ — ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ Любовь Бушуева. Вӑл ӑна республикӑри пӗрремӗш музыковедӑн Юрий Илюхинӑн кӗнеки тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑ. Илюхинӑн кӗнеки профессионал мусӑкҫӑсемшӗн юратнӑ кӑларӑм пулнӑ. Любовь Бушуева Илюхинӑн кӗнекине ҫӗнетсе кӑларма шутланӑ. Вӑл — сайра тӗл пулакан кӑларӑм, республикӑра унпа танлашаканни ҫук та. Ҫапла палӑртать Любовь Бушуева. Чӑваш Енри мусӑкҫӑсем Бушуевӑн кӗнекине кӑмӑлланӑ. Унта республикӑри композиторсен пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки тӗплӗн пӗлме май пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Ен каччи Никита Васильев велосипедпа тӗнче курса ҫӳрени пирки пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл ҫулҫӳреве тахҫанах тухнӑ. Кӗҫех Чӑваш Ене таврӑнмалла. Велосипедпа ҫӳреме йывӑрах мар-тӑр чӑтӑмлӑх пулсан. Питӗр ҫынни вара тӗнче курма… ҫуран тухнӑ. Ҫав арҫын 2 ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Унӑн маршручӗ Шупашкар витӗр выртӗ. Арҫын ҫулҫӳреве ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Кун пирки «Петербургский дневник» кӑларӑм пӗлтерет. Ҫулҫӳревҫӗ Мускав, Владимир хыҫҫӑн Шупашкара килӗ. Унтан Байкал тӑрӑхӗнчен Китая кайӗ. Ҫак 8 пин ҫухрӑма вӑл авӑн уйӑхӗн варриччен парӑнтарма шутланӑ. Ку — унӑн графикӗ. Арҫын ҫуран тӗнче курса ҫӳреме унччен те ӗмӗтленнине пӗлтерет. Унччен вӑл Питӗртен Мускава, Лиссабонран Парижа ҫитнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен мусӑкҫи Алексей Айхи Раҫҫейри сумлӑ «Ника» премие тивӗҫнӗ. Вӑл «Фильм валли ҫырнӑ чи лайӑх кӗвӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Кинематографи премийӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш композиторӗ Алексей Айхи Александр Коттӑн «Испытание» фильмӗ валли кӗвӗ ҫырнӑ. «Чи лайӑх фильм» номинацире вара Алексей Германӑн «Трудно быть Богом» фильмӗ ҫӗнтернӗ. Алексей Айхи «Ника» премие 2003 тата 2013 ҫулсенче те илнине палӑртмалла. Вӑл ӑна ун чухне «Любовник» тата «Орда» фильм валли кӗвӗ ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ. Алексей Айхи «Золотой овен», «Золотой орел», «Белый слон» премисене тата «Кинотавр» кинофестивальте М.Таривердиева ячӗллӗ премисене те илнине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Турцири ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мелвут Кавусоглу Крым тутарӗсен прависене пӑсни пирки пӗлтернӗ. Анкараран Крыма официаллӑ мар мелпе мониторинг комиссине ярасшӑн. «Крым халӑхӗн, уйрӑмах Крым тутарӗсен, прависене пӑсаҫҫӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Мелвут Кавусоглу. Анкара яракан комисси ҫурма утравра ҫынсен прависене пӑснин мониторингне тӑвӗ–мӗн. Нумаях пулмасть Крым тутарӗсен АТР телеканалӗ, QHA хыпар агентстви, «Авдет» хаҫат, «Мейдан ФМ» тата «Лидер» радиостанцисем, ачасен «Лале» телеканалӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Мӗншӗн хупнӑ вӗсене? Ҫак МИХсем Раҫҫей перерегистрацийӗ витӗр тухайман имӗш. Вӗсем вара ытларах Крым тутарӗсем валли тухса тӑнӑ-мӗн. АТР телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл регистрациленмешкӗн Роскомнадзора документсене пӗрре мар янӑ, анчах вӗсене кашнинчех тавӑрса панӑ. Ҫак МИХсене хупнине АПШ патшалӑх департаменчӗ те ырламан. АПШра палӑртнӑ тӑрӑх, ку Крымри ирӗклӗ сӑмаха пӑсать. Патшалӑх департаменчӗ МИХсене уҫма чӗнсе каланӑ. МИХсене хупни Европӑри тулаш политикӑпа ӗҫлекен службӑна та килӗшмен. АТР телеканал виҫӗ чӗлхепе тухнӑ. Ҫав шутра — крымтутарла та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Патӑрьел районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 16 сехетре Аслӑ Чемен ҫывӑхӗнче 15 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче сурансем пулнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине ҫирӗплетет. Вырӑна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Хӗре Шӑнкӑртамри 19 ҫулти каччӑ вӗлерме пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем акан 2-мӗшӗнче хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре ҫӗҫӗпе кӗлеткинчен темиҫе хут чикнӗ. Кун хыҫҫӑн Шӑнкӑртам каччи хӗр виллине Аслӑ Чемен ҫывӑхӗнчи посадкӑра пытарма шутланӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫавӑнтан пӗр водитель иртсе пынӑ. Вӑл курни пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Халӗ следстви пырать. Хӗр виллине тупнӑ вырӑнта сумка, тумтир пулнӑ. Тытса чарнӑ каччӑн тумне те туртса илнӗ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлӗшпе суд экспертизи ирттереҫҫӗ. Тытса чарнӑ каччӑ РФ Конституцийӗнчи 51-мӗш статьяна тӗпе хурса калаҫма хирӗҫ пулнӑ. Ҫак тискер преступленишӗн ӑна 15 ҫуллӑха тӗрмене лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрне район хаҫачӗн паянхи йышӗ Етӗрне район хаҫачӗ 85 ҫул тултарнӑ. Юбилее хаҫатҫӑсем паян, акан 3-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Шӑп та лӑп 85 ҫул каялла хаҫат «Пирӗ юлташ» ятпа кун ҫути курнӑ. Кайран, самана хистенипе те пулӗ, ӑна «Колхозник юлташӗ» теме тытӑннӑ. Хаҫатӑн тиражӗ 1 пин пулнӑ. Пӗрремӗш редактор пулса Я. Ильин тӑрӑшнӑ. Ҫул иртнӗҫемӗн ячӗ тата ылмашнӑ-ха. «Большевик» та пулса пӑхнӑ, «Коммунист» та, «Ӗҫ ялавӗ» те. Юлашкинчен асӑннипе вӑл 1962 ҫултанпа паянчченех пичетленет. Ячӗ кирек епле пулсан та пичет кӑларӑмӗн тӗллевӗ — район пурнӑҫне ҫутатасси. Хаҫатӑн хальхи редакторӗ Светлана Трилинская кашни номере кӑсӑклӑ тума тӑрӑшнине ӗнентерет. Етӑрне район хаҫачӗ хӑй вӑй панӑ ятсемпе те мӑнаҫланать. Чӑн та, каярах республикӑра ят-сум илнӗ журналистсем малтанласа унта вӑй хунине палӑртмалла. Вӗсен хушшинче «Советская Чувашия» хаҫата тӗп редактор пулса чылай ҫул ертсе пынӑ А. Соловьев, В. Романов фотожурналист, В. Железнов журналист ячӗсемех мӗне тӑраҫҫӗ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.