Чӑваш чӗлхи
![]() Арҫынна чӑвашла калаҫма пӗлни ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ку ӑна вӑрланӑ укҫана тавӑрма пулӑшнӑ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса пани паллӑ пулнӑ. Вӑл, таксист, пассажира ҫаратма хӑтланнӑ-мӗн. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, преступник, Азербайджанра ҫуралса ӳснӗскер, халӗ Хусанта пурӑнаканскер, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче саккас йышӑннӑ: 32 ҫулхи арҫынна Хусантан Вӑрмар районне илсе ҫитермелле. Пассажир малти ларкӑча вырнӑҫнӑ, укҫа тӳленӗ те ҫывӑрса кайнӑ. Таксист ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Лешӗн кӗсйинчен енчӗкне туртса кӑларнӑ та 47 пин тенке йӑкӑртнӑ. Пассажир вӑрансан укҫа ҫухалнине сиснӗ, водительтен ӑна тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ ухмаха пенӗ — нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун хыҫҫӑн пассажир полицие шӑнкӑравланӑ та вӑрӑ нимӗн те ан ӑнлантӑр тесе чӑвашла каласа ӑнлантарнӑ. Таксист заправкӑна кӗнӗ, унта ӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Таксиста тӗрӗсленӗ май унӑн ҫумӗнче енчӗк тупнӑ. Укҫан пысӑк пайне вӑрӑ нуски ӑшне пытарма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() «МК» Шупашкарта» хаҫат редакцийӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ӗҫне епле хакланине пӗлме шухӑшланӑ, ҫавна май хӑйсен сайтӗнче ыйтӑм ирттернӗ. Респондентсен «Лайӑх хаклатӑп», «Маншӑн пурпӗрех», «Япӑх хаклатӑп», «Питӗ япӑх хаклатӑп» хуравсене суйлама май пулнӑ. Соцыйтӑм мӗн кӑтартнӑ-ха? Ыйтӑма хутшӑннисен 36 проценчӗшӗн Михаил Игнатьев мӗнле ӗҫлени пурпӗрех. 31 проценчӗ унӑн ӗҫне япӑх хакланӑ, 24 проценчӗ питӗ япӑх пулнине палӑртнӑ. Респондентсен пӗчӗк пайӗ, 9 проценчӗ, Михаил Игнатьевӑн ӗҫӗ-хӗлӗ килӗшнине палӑртнӑ. «МК» Шупашкарта» хаҫат редакцийӗ ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ: ыйтӑма хутшӑннисен ытларах пайӗ Михаил Игнатьевӑн ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр. Ыйтӑма кӑрлач уйӑхӗн юлашки эрнинче ирттернӗ. Унта 270 ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере. Моя звезда на небе» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Альбом кӗнекене Чӑваш халӑх поэчӗн, обществӑпа культура деятелӗн Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑхӗпе кун-ҫулне халалланӑ. Унта «Призванье — это одержимость» автобиографиллӗ очерк, сӑвӑсем, нумай нациллӗ совет литературин элчисен унӑн пултарулӑхӗ тӗлӗшпе каланӑ каларӑшӗсем кӗнӗ. Поэтӑн кун-ҫулне сӑнлакан тапхӑрсене сӑнӳкерчӗксемпе кӑтартнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ пирвайхи хут пичетленет. Кӗнеке Петӗр Хусанкайӑн «Чӑваш ҫамрӑк поэчӗсене каланӑ сӑмах» халалпа вӗҫленет. Кӑларӑма Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ Атнер хатӗрленӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑ. Ӑна «СУМ» лавккара та туянма май пур — хакӗ 180 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫал та ашшӗсем валли «Театра – аттепе!» акци ирттерет. Ырӑ йӑлана театр кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Унчченхисемпе пин ҫын ытла усӑ курма ӗлкӗрнӗ. Халӑх кӑмӑлласа йышӑннине кура «ҫамрӑксем» кӑҫал та акцие пӑрахӑҫлас темен. Кӑҫал «Конек-Горбунок» юмах лартӗҫ. Театрта ӗҫлекенсем ку юмах пирки чӑн-чӑн хит теҫҫӗ. Музыка спектакльне Петр Ершовӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ. Хаваслӑ кӗвӗ-ҫемӗ, хитре хореографи номерӗсем, илӗртӳллӗ тумтир, тӗлӗнмелле декораци тата юратнӑ сӑнарсем ачасене тыткӑнлаҫҫӗ. Спектакль умӗн вӑйӑсем, конкурссем ирттерӗҫ. Спектакль 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Пуҫӗпех мар та, анчах ҫак специалистсен пулӑшӑвӗпе усӑ курса тӑкакланассине палӑрмаллах чакармалла. Ҫапла шухӑшлать иккен ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Раҫҫейӗн кӑҫалхи социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозне юсаса ҫӗнетнӗ май. Ку хута вӑл хӑйех улшӑну кӗртнӗ-ха. Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек хатӗрленӗ прогноза нефтӗн баррелӗ 50 доллар тӑнине шута илсе хатӗрленӗ. Ҫӗршывӑн Экономика министерствин шучӗпе, ҫынсен тупӑшӗ 9 процент чакӗ. Министерство шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсем апат-ҫимӗҫ мар тавар туянассине 10,5 процент чакармалла, тӳлевлӗ пулӑшу виҫине — 5 процент. Кӗмӗле перекетлес тесен чи малтанах ҫынсен юристсенчен 8,3 процент сахалтарах пулӑшу ыйтма тытӑнмалла, тухтӑрсенчен — 7,8 процент, культура мероприятийӗсене ҫӳрессине 7,6 процент чакармалла, турист ҫулҫӳревне — 6,7 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак уйӑхра пирӗн республикӑна «Раҫҫей чукун ҫулӗ» акционерсен обществи йӗркеленӗ урапа ҫинчи экспозици пирӗн пата килсе ҫитӗ. Чи малтанах, нарӑсӑн 8–9-мӗшӗсенче, унпа ҫӗмӗрлесем паллашма пултарӗҫ. Тепӗр кунне вӑл Канаша ҫитсе чарӑнӗ. Нарӑсӑн 11–13-мӗшӗсенче республика тӗп хулинче пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем урапа ҫинчи экспозицие хаклайӗҫ. Экспозици кунӗсенчен пӗрисенче, нарӑсӑн 11–12-мӗшӗсенче, сӑмах май каласан, «Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» предприятин регионти конфренцийӗ ӗҫлемелле. Куҫса ҫӳрекен экспозици вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи партнерсем чукун ҫул отрасльне аталантармалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсене кӑтартӗҫ. Куҫса ҫӳрекен комплекс 8 курав вакунӗнчен тӑрать. Вӗсенчен кашниех — пӗр-пӗр проекта е компание халалланӑскер. Куҫса ҫӳрекен экспозицие виҫӗ ҫул каялла йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра комплекс 221 пине яхӑн километр ҫӗннӗ, Раҫҫейри 16 чукун ҫул хулинче пулнӑ, Казахстанпа Белоруҫе те ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Хваттере е пӳлӗме тӳлевсӗр приватизацилемелли вӑхӑта каллех тӑсасшӑн. Хальхинче — 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Паянхи саккунпа килӗшӳллӗн унӑн тапхӑрӗ кӑҫалхи пушӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Приватизаци тапхӑрне тӑсасшӑн ҫунакансен шучӗпе «обьективлӑ сӑлтава пула ҫынсем ҫурт-йӗре харпӑрлӑха куҫарса ӗлкӗреймеҫҫӗ». Сӑмах май, унччен те ҫавӑн пек йӳтӗмпе приватизаци тапхӑрне тӑснӑччӗ. Приватизаци вӑхӑтне куҫарас текенсем кивӗ тата ишӗлекен ҫуртра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах пӑшӑрханнӑ пек пулса тухать. Ара, хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма тесе вӗсем черетре тӑраҫҫӗ-ха, анчах черет ҫитнӗ ҫӗре приватизаци тапхӑрӗ вӗҫленет те хайхисен патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи хваттерпех ҫырлахма тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Пӗр ик эрне маларах вара приватизаци вӑхӑтне ҫынсен уйрӑм категорийӗшӗн тӑсас текенсем те пулнӑччӗ. Унта сӑмах тӗрмере ларакансем пирки пыратчӗ. Мӗншӗн вӗсене тӑсса парас тенине саккун сӗнекенсем хайхисем (тӗрмере ларакансем) «хисепе тивӗҫ сӑлтава пула» приватизацие хутшӑнаймассипе сӑлтавланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Китай «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума пулӑшассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ. Посол пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр тата Китай Халӑх Республикин премьер-министрӗ Ли Кэцян 19-мӗш тӗлпулӑва ӑнӑҫлӑ ирттернине аса илтернӗ. Ун чухне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистральсен строительствин тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси пирки меморандум йышӑннӑ, ӗҫ ушкӑнне йӗркеленӗ. Ли Хуэй каланӑ тӑрӑх, Китай хӑйӗн ҫыннисене «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проекчӗн малтанхи проект документацине тишкерме тата хатӗрлеме янӑ. Вӗсем ку енӗпе Раҫҫейӗн политикипе те паллашнӑ. Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем пур-мӗн. Китай Раҫҫей проекчӗпе интересленет, ҫавӑнпа ӑна пулӑшу кӳме те хатӗр-мӗн. Китай ҫакна икӗ ҫыршывӑн суту-илӳпе экономикине аталантарас, ҫирӗплетес тӗллевпе те тунине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май, республикӑра Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗнчи вулаваш вӗсене паллӑ тума хатӗрленет. Вулавӑш ӗҫченӗсем ҫулталӑкри плана хатӗрленӗ ӗнтӗ, мӗнле мероприятисем ирттермеллине палӑртнӑ. Вулавӑша ҫӳрекенсемпе массӑллӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем ҫынсене кӗнекепе туслаштарасшӑн, авторсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӑсӑклантарасшӑн. Вулавӑша тӑтӑшах ҫӳрекенсем унӑн фончӗ еплерех пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вулавӑш май килнӗ таран хӑй те кӗнекесем туянма тӑрӑшать. Ҫӗнӗ кӗнекесемпе ытти вулакансене те паллаштараҫҫӗ. Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ те — вулавӑша ырӑ тӑвакансем тупӑнаҫҫӗх. Акӑ нумаях пулмасть Торинкасси ялӗнче пурӑнакан Анатолий Федоров тата Шупуҫри Глафира Афанасьева вулавӑша кӗнекесем парнеленӗ. Унӑн фончӗ 57 кӗнекепе пуянланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Евгения тата Николай Гурьевсем Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине 1000 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра пурӑнакан Алинӑпа Анатолий Гурьевсен ҫемйинче стипендие тӳрех иккӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем — Евгения тата Николай. Асли Женя Канашри педагогика колледжӗнче вӑй-хал культурин уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Коля ялти шкулта 10-мӗш класра ӑс пухать. Вӗсем иккӗшӗ те спортпа туслӑ. Вӗсем кашни ӑмӑртӑвах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ. Женя спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Коля юлашки 3 ҫулта ӑмартусенче 14 вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |