Ҫулла — ачасемшӗн шухӑ вӑхӑт. Ӑна вӗсем тӗрлӗрен ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ, аслисене пулӑшаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вара ачасемпе хӑйне евӗр уяв ирттернӗ. Ялти вулавӑш тата культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем «Ҫу уявӗ» йӗркеленӗ.
Ҫанталӑк питех лайӑх мар… Ҫавӑнпа аслисем пӗчӗккисен кӑмӑлне хӑпартма шутланӑ. Ялти пӗр ҫурт умне ача-пӑча самай пухӑннӑ. Вӗсем юмахри сӑнарсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
Ачасем патне тинех Буратино, Мальвина тата Базилио кушак аҫи килнӗ. Шӑпӑрлансемпе «Чух-чух», «Копилочка» тата ытти вӑйӑ ирттернӗ. Икӗ командӑна пайланса тупӑшнӑ.
Ачасем ҫуллапа ҫыхӑннӑ тупмалли юмахсене те хаваспах пӗлнӗ. Базилио вӗсене вулавӑша ҫӗнӗ кӗнеке илме ертсе кайнӑ. Мальвина вара ача-пӑча валли ташӑ каҫӗ ирттернӗ.
Юмахри сӑнарсем ачасене хастар пулнӑшӑн пылак парнесем тата хӑмпӑсем панӑ. Унтан пурте Мальвинӑпа тата Базилиопа ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (14)