Чӑваш Енре кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе канӑва кайнӑ. Черетлине мар. Шалусӑррине.
Пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан тулли мар ӗҫ графикӗпе ӗҫлекенсен тата ӗҫ паракан пуҫарнипе шалусӑр канӑва каякансен шучӗ йышланнӑ.
Ака–утӑ уйӑхӗсенче тулли мар ӗҫ кунӗпе 6494 ҫын ӗҫленӗ. Ҫакӑ — ӗҫ паракансем пуҫарнипе тунӑ утӑм. Кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче те кӗскетнӗ ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем пулнӑ-ха. Анчах ку цифра ун чух иккӗмӗш кварталтинчен виҫӗ хут пӗчӗкрех шутланнӑ. Енсем килӗшнипе тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансен шучӗ 13 процент сахалланса 5641 ҫынпа танлашнӑ.
Ӗҫ паракан айӑпӗпе 2653 ҫын ӗҫсӗр ларнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 33 процент пӗчӗкрех-мӗн. Ҫапах та кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе шалусӑр канӑва кайнине маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Ку йыш пӗрремӗш кварталтинчен виҫӗ хут ытла нумайрах.