Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейне вут-ҫулӑм чӗреллӗ поэт тесе хаклакан ҫак поэтӑн портретне парнеленӗ. Ытти ҫапла ӗҫсенчен вӑл чӑннипех те уйрӑлса тӑрать. Ӑна тӗрлесе тунӑ.
Портрет авторӗ — Юрий Григорьев. Юрий Владимирович парнелӗх япаласене компьютерпа хатӗрлессипе тата пӗр-пӗр темӑпа пӗчӗк парнесем тӑвассипе ӗҫлет. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Григорьев вӗҫӗмех шыравра. Поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ӳркенмен ҫав ҫын поэтӑн портретне тӗрлес шухӑш тытнӑ. Ӗҫе вӑл хура ҫиппе пурнӑҫланӑ. Автор ҫакна поэт поэзи тӗнчинче ҫӗнӗ пусӑ сухаланипе, чӑваш поэзийӗн аталанӑвне йӗр хӑварнипе ӑнлантарнӑ.
Ҫеҫпӗлӗн тӗрленӗ портретне музейҫӑсем 1969-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче пичетленнӗ «Ҫӗн кун аки» кӗнекесемпе юнашар вырнаҫтарнине пӗлтереҫҫӗ.