Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Миттов Анатолий Иванович

Миттов Анатолий Иванович — чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи, сӑрӑҫӑ, график. 1932 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1970 ҫултанпа СССР художниксен пӗрлешӗвӗн пайташӗ.

Шупашкарти Мускав районӗнчи пӗр бульвара ун ятне панӑ. Ҫавӑн пекех тӑван ялти шкул та ун ячӗпе хисепленет.

Пурнӑҫӗ

1952 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.

Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (1961-1964), Чӑваш кӗнеке издательствинче (1961-1971) ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Унӑн ӗҫӗсем чӑннипех те чӑваш ӳнерӗн ылттӑн фончӗ шутланаҫҫӗ — вӗсенче вӑл чӑвашлӑха туллин те курӑмлӑн кӑтартма пултарнӑ. Ӗҫӗсене Раҫҫейри тата тӗнчери музейсенче курма пулать.

Ӗҫӗсем

  • Константин Ивановӑн «Нарспи» кӗнекине илемлетнӗ ярӑм (1961);
  • «Чӑваш вӑрманӗ» (1963) ӳкерчӗксен серийӗ;
  • «Алран кайми» (1965) ӳкерчӗксен серийӗ;
  • «Чӑвашсен аваллӑхӗ» (1968);
  • ыттисем.

Вуламалли

  • Миттов Анатолий Иванович: каталог выставки. / вступ. ст. М. Карачарсковой. — Чебоксары, 1973. — 31 с.
  • А. И. Миттов. 1932–1971: буклет / сост. М. Карачарскова. — Чебоксары: РИО Госкомиздата ЧАССР, 1983. – 10 с.
  • Анатолий Иванович Миттов: Воспоминания, стихотворения. Очерки, художественно–критические статьи. Дневниковые записи, рассказы, стихи художника — Чебоксары: Чуваш. кн. изд–во, 1990. — 214 с.
  • Орков Г. Миттов и мы / Г. Орков // Лик Чувашии. — 1994. № 4. — С. 137-138;
  • Хузангай А. Прославленный / А. Хузангай // Республика. — 1998, 19 марта. — С. 9.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-10-31 10:41:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8193 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org