Мускав облаҫӗнчи пуҫламӑш класра вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшне вӗсен ачисене Александр Пушкинӑн «харсӑр» сӑввине тата Роберт Говардӑн «Конан-варвар» фэнтезине вулама хушни кӑмӑлсӑрлантарнӑ.
Вӗрентекенсем пуҫламӑш класра вӗренекен ачасене ҫуллахи вӑхӑтра вуламалли хайлавсен списокне «Вишня» сӑввине кӗртнишӗн тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Ӑна аслисем «порнографи» тесех хакланӑ. Сӑнавҫӑсен шучӗпе сӑвӑра кӗтӳҫпе кӗтӳ пӑхакан хӗрӗн юратуллӑ хутшӑнӑвне уҫӑмлӑн ҫырса кӑтартнӑ. «Конан-варвар» хайлав виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсене лекнӗ.
Хӑш-пӗр учитель хӑйсен ӗҫтешӗсем ҫав хайлавсене суйланине тӳрре кӑларма пӑхнӑ-ха. Вӗсен шучӗпе паян вӑл та, ку та вулама кӑсӑклӑ. Ҫапах та педагогсен пысӑк пайӗ пуҫламӑш класра ун пек хайлавсене вулама иртерех тесе шухӑшланине пӗлтернӗ-мӗн.