Республикӑра
![]() Республикӑра муниципалитетсен чи лайӑх-тӳре шарине палӑртмасси ырӑ йӑлана кӗнӗ темелле. Пӗлтӗр те ирттерчӗҫ ӑна. 2014 ҫулта районсемпе хула округӗсен тата ял тӑрӑхӗсен чи лайӑх служащийӗсене уйрӑмшар номинаципе палӑртрӗҫ. «Мунициаплитет районӗн, хула округӗн чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» ята Канаш хулин физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Искандер Мингалеев ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкар хула администрацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе тата информаципе тишкерӳ енӗпе тӑрӑшакан пай пуҫлӑхӗ Татьяна Загоскина тата Канаш район администрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн сектор заведующийӗ Валерий Чернов тухнӑ. «Хула (ял) тӑрӑхӗн чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» номинацире Пӑрачкав районӗнчи Семеновскинчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Канылина — ҫӗнтерӳҫӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Ольга Алексеева йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ял тӑрӑхӗн аслӑ специалист-эксперчӗ Людмила Григорьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ачисем — 2014» мероприяти иртнӗ. Ӑна вырӑнти депутатсем ырланипе тата пулӑшнипе темиҫе ҫул ирттереҫҫӗ иккен. Райадминистрацин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков «ылтӑн» ачасене малашлӑха шанӑҫпа пӑхма, ӑнӑҫу, мӗнпур ырӑ шухӑш-ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме суннӑ. «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн стипендиачӗсем» номинаципе шкулта вӗренекен 47 ачана чысланӑ. Ку укҫана район администрацийӗн пуҫлӑхӗн стипендийӗ шутланать. Ачасене ытти номинаципе те палӑртнӑ: «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ӑслӑ арҫын ачипе хӗрачи», «Ылтӑн спортсмен», «Шкулти ылтӑн сасӑ», «Шкулти ылтӑн чӗре», «Тепрсихорӑн ылтӑн ури», «Ылтӑн ертсе пыракансем». Ылтӑн шутне спортра, вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра талпӑнуллисене, район чысне тивӗҫлипе хӳтӗлекен арҫын ачасемпе хӗрачасем кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре фитнес-аэробика енӗпе республика чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ ларту-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев тренерсемпе ашшӗ-амӑшне тав тунӑ. Спортӑн ҫак енӗ хуласенче кӑна мар, ялсенче те аталаннине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Хӑйсен ӳт-пӗвӗпе хуҫаланакан ҫамрӑк ӑстасен пултарулӑхне палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ку спортпа аппаланас тесен, Элтепер шучӗпе, хӑюлӑх, ҫирӗп вӑй-хал кирлӗ. «Пирӗн спортсменсем ҫнтернишӗн эпир савӑнатпӑр. вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн хӗрсемпе каччӑсем пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнччӑр тесе влаҫ органӗсем енчен мӗн кирлине йӑлт тӑватпӑр», — ӗнентернӗ Михаил Васильевич. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ спорт комплексӗсем, спорт керменӗсем уҫма шантарнӑ. Фитнес-аэробика енӗпе чемпионатпа первенство кӑҫалхипе республикӑра саккӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 8 ҫултан пуҫласа аслӑраххисем таранах тӗрлӗ енпе: аэробика, степ-аэробика, хип-хоп-аэробика – ӑмӑртнӑ. Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра республикӑри спорт шкулӗсенче фитнес-аэробики енӗпе 4 уйрӑм уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пирӗн портала йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитет. Ҫак 10 ҫул хушшинче чӑваш чӗлхи тӗнче тетелне кӑштах та пулин кӗчӗ теме пулать. Ҫавах та ҫителӗклех мар. Кӑна лайӑхлатас тӗллевпе тата Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа эпир чӑвашла сайтсен конкурсне ирттерес терӗмӗр, ӑна «Шурӑ сӑнӑ» ят патӑмӑр. «Шурӑ сӑнӑ» конкурса пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — харпӑр ҫынсем те, ушкӑнпа та. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать — чи кирли вӑл чӑвашла пулни. Хутшӑнакан сайтсене эпир — хаклав комиссийӗ — темиҫе критерипе хаклӑпӑр. Тӗп шайра: актуаллӑх, илемлӗх, калӑплав. Ҫавӑн пекех орфографи йӑнӑшӗсене тишкерӗпӗр (уйрӑм е пӗрле ҫырассине шута хумасӑр!), сайтпа карас телефонӗпе меллӗ усӑ курма май пуррине, ятарлӑ домен пуррипе ҫуккине, сайт мӗн вӑхӑт хушши ӗҫленине. Конкурсӑн пӗтӗм уйрӑмлӑхӗсемпе тӗпрӗнрех унӑн положенийӗнче паллашма пулать. Сайтсене ҫурлан 3-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Пӗтӗмлетӗве авӑнӑн 7-мӗшӗччен пӗлтеретпӗр. Чыслава хӑҫан ирттересси пирки каярах паллӑ пулӗ. Пурӗ 3 вырӑн уйӑрма палӑртнӑ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче — карантин. Вӑл — урнӑ чир сарӑлнине пула. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Михаил Васильевич хушӑва кӑрлач уйахӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документра карантин Шоссе урамӗ тавралӑхӗнче пулнине палӑртнӑ. Вӑл хӑҫанччен тӑсӑлӗ? Юлашки чӗрчун урнӑ чирпе чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен. Ҫак тапхӑрта Лапсарта кушаксемпе йытӑсен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене тытма, килти чӗрчунсене сутма юрамасть-мӗн. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем урнӑ чир вучахне тӗп тумалли плана хатӗрлесе йышӑнмалли пирки ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Юлашки кунсенче ҫынсем Шупашкар урамӗсенче тӑркӑчпа (конькипе) ярӑнаҫҫӗ тейӗн. Чӑн та, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫсе пыма шуҫ тупан ҫеҫ ҫитмест. Пушмак пӑрлӑ тротуарсем тӑрӑх аван шӑвать! Унта та кунта иртсе ҫӳренӗ май ҫакӑ куҫ тӗлне тӑрӑнать: чылай ҫӗрте хӑйӑр сапмаҫҫӗ, пӑра катмаҫҫӗ. Шуса ӳксе аманасси те инҫех мар. Амансан ҫеҫ юрӗччӗ-ха та… Иртнӗ эрнере урамра суранланнӑ ҫынсен шучӗ икӗ хут ӳснине пӗлтереҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачан 16-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен пульницӑна урамра суранланнӑ 145 ҫын килнӗ. Вӗсенчен 14-шӗ — ачасем. Ытларахӑшӗ Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнче аманнӑ-мӗн. Пӗтӗмпе — 11 ҫын. Палӑртмалла: кӑрлачӑн 10–16-мӗшӗсенче кунашкал ҫынсен шучӗ 60 ҫеҫ пулнӑ. Эппин, пӗр эрнере урамра суранланнисен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗр докуменчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ-ха, анчах чылай чухне ку пурлӑх ҫын харпӑрлӑхӗнче пулни — хут ҫинче кӑна. Ӑна куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрне кӗртмен-тӗк ҫӗр лаптӑкӗ пур пулсан та ҫук пулаять. Етӗрне районӗнчи Надежда Борисовнӑна амӑшӗнчен ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли лаптӑк юлнӑ. Амӑшне ӑна хӑй вӑхӑтӗнче уйра уйӑрса панӑ, анчах документсене вӑл вӗҫне ҫитиччен хатӗрлесе пӗтермен. Надежда Борисовна еткере судпа килӗшӳллӗн хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ. Анчах лаптӑка темиҫе ҫултан ҫеҫ кайса курма май килнӗ. Вырӑна ҫитсен тӗлӗннипе шак хытманни ҫеҫ. Унта — карта, ун хыҫӗнче — пурӑнмалли ҫурт. Лешсен вара лаптӑк вӗсен пулнине ӗнентерекен пур документ та пур-мӗн. Надежда Борисовна пур пӗрех Росреестрӑн управленине ҫыру ҫырнӑ. Управлени тӗрӗсленӗ. Документсем йӗркеллех. Анчах Надежда Борисовнӑн лаптӑкне малтанах виҫмен. Унӑн амӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче лаптӑк харпӑрлӑхра пулнине ӗнентерекен патшалӑх актне илмен. Ҫапла пулса тухнӑ та: документра ҫӗр пур, анчах вӑл чӑннипе — урӑх ҫыннӑн. Кунашкал тӗслӗхсем республикӑра чылай-мӗн. Надежда Борисовнӑн тепре суда кайма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Культура ҫуртӗнче Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи сӑвӑҫсем Литература ҫулталӑкне уҫма пухӑннӑ. Культура керменӗн ертӳҫи Шарова Е.А. Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи сӑвӑ ҫыракансен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗ. Ҫуткассинчи Ефимова Людмила Исаевна ҫамрӑк мар, 75 ҫулта. Хӑй вӑхӑтӗнче «Заветы Ильича» колхозра ӗҫленӗ. Пушӑ вӑхӑтра сӑвӑсем ҫырма юратнӑ. Алексеев Валерий Петрович, Бежанидзе Фаина Николаевна, Артемьева Римма Зиновьевна, Афанасьев Александр Афанасьевич, Кркалевская Елизавета Борисовна Кӑкшӑм ялӗнчен. Пурте хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ канура. Артемьева Р.З. медсестра пулса хӑй вӑхӑтӗнче чылай ҫынна сыватассишӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ. Бежанидзе Ф.Н. Пӑчанарта ҫуралса ӳснӗ, чылай вӑхӑт хушши тӑван ялтан инҫетре пурӑннӑ, хӑйӗн темиҫе сӑввинче вӑл хӑйӗн тӑван ялӗнчен сӑвӑсене вырӑсла ҫырнӑшӑн, ялтан тухса кайнӑшӑн каҫару ыйтрӗ. Афанасьев А.А. тата Алексеев В.П. чирленӗ пирки тӗлпулӑва килеймен. Вӗсен сӑввисемпе Шарова Е.А. паллаштарчӗ. Афанасьев А.А. хӑйӗн сӑввисене пухса тӑватӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн сӑввисем районта тухса тӑракан «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатра та час-часах кун ҫути кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Раҫҫей вулавӑш ассоциацийӗн вулав секцийӗ Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалласа тӗнче тетелӗнче «Литература сӑнарне — палӑк» акци ирттерет. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлав кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 31-мӗшӗччен иртӗ. Литературӑри йӑла-йӗрке пирки, хӑш хайлава килӗштерни ҫинчен ҫак сайтра сӳтсе явма пулать: www.rba.ru/content/news/vid_news_str.php?id=4048. Республикӑра хӑш сӑнара палӑк лартма сӗнетӗр — пӗлтерӗр. Пӗтӗмлетӗве секци ларӑвӗнче Самар хулинче 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17–22-мӗшӗсенче тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Валерий Галямин кӗнекесем парнелет Республикӑри район-хуласенче Литература ҫулталӑкне пуҫлаҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче ҫулталӑка ырӑ пулӑмран тытӑннӑ. Унти вулавӑш ҫынсенчен кӗнекесем йышӑнать. Чи малтан ҫак ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валерий Галямин хутшӑннӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсен хӑйӗнпе пӗрле темиҫе тӗркем кӗнеке илсе килнӗ. Вӗсем — вырӑс тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен классикисем: М.Ломоносов, Н.Некрасов, А.Толстой, Л.Н.Толстой. Валерий Галямин пӗтӗмпе вулавӑша 60 яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ял вулавӑшӗнче унччен пулман. Вулавӑш заведующийӗ Татьяна Шпарева куншӑн питӗ хӗпӗртенӗ, парне кӳрекене тав тунӑ. Вӑл ҫак акци малалла тӑсӑласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |