Республикӑра
![]() Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче тин ҫуралнӑ икӗ арҫын ачапа хӗрачана амӑшӗсем пӑрахса хӑварнӑ. Вӗсем пепкисене пӗччен ӳстерессинчен хӑраса ӳкнӗ-мӗн. Ку кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗ ӗҫченӗсем амӑшӗсем пӑрахса хӑварнӑ пепкесене регистрациленӗ. Телее, виҫӗ пепке те халӗ ҫемйисене тупнӑ. Вӗсене пач ют ҫынсем хӑйсем патне илесшӗн. Халӗ усрава илме кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Официаллӑ информаци тӑрӑх, ачасем сывӑ ҫуралнӑ, сывлӑх енчен аптӑрамаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӑшарни — Христос тӗнне ӗненекенсен пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри. Ун умӗн яш-хӗр пуласлӑха пӗлес тесе юмӑҫ ярать. Шел те, юлашки вӑхӑтра ку йӑла-йӗрке ялсенче сӳнсе пырать. Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи ҫамрӑксем вара йӑлана пӑрахӑҫламан. Вӗсем ҫак кун пӗр ҫӗре пухӑнса юмӑҫ янӑ. Клуб заведующийӗ Алина Краснова пухӑннисене Кӑшарнире юмӑҫ яни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем ӗлӗкхи йӑла ҫинчен калаҫнӑ. Унта хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Хӗрсем хапха урлӑ ҫӑматӑ пенӗ, тӗкӗртен пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗрӗпе, хутпа юмӑҫ янӑ. Пӗр сӑмахпа, ҫамрӑксем вӑхӑта хаваслӑ ирттернӗ. Кун пек мероприятисем яш-хӗре йӑла-йӗркесен историйӗпе паллашма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар шкулӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул-йӗр правилисене вӗрентмешкӗн ҫуран ҫӳрекенсен хулине туянса панӑ. Кунашкал хула шӑпах Кивӗ Вӑрмр шкулне лекни ахальтен мар. Шкул директорӗ Сергей Антонов тата вӗрентекенсем ачасене ҫул-йӗр правилисене хӑнӑхтарассишӗн самай тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑрӑшнин усси пур. Ҫамрӑк инспекторсем район, республика тупӑшӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Шкул ертӳлӗхӗ ҫамрӑк инспекторсен пӳлӗмне те уҫасшӑн-мӗн. Ҫуран ҫӳрекенсен хулипе кирек хӑш вырӑнта та усӑ курма пулать. Ӑна ӗҫлеттерме тытӑнмашкӑн темиҫе минут та ҫителӗклӗ. Чаплӑ хатӗр-хӗтӗре парнеленӗ чухне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин та пулнӑ. Ҫакнашкал хулана Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине те парнеленӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 94-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 10-мӗшӗччен унта «Историпе паллаш» акци иртет. Музей ҫак кун ҫынсенчен чӑваш тӑрӑхӗн историйӗпе культурине сӑнлакан тӗрлӗ япала йышӑнать. Тӳлевсӗр. Ҫынсенчен йышӑннӑ хатӗр-хӗтӗр музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ. Парнелекен ҫынсен ячӗсене Чӑваш наци музейӗн Хисеп кӗнекине кӗртӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта Чӑваш наци музейне 2010–2015 ҫулсенче килнӗ япаласен куравӗ уҫӑлӗ. Музейре ӗҫлемелли кунсенче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен кӗтеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-41-24. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Евгений Васильев тунӑ сӑн Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчи каҫҫа хупнӑ. Халӗ ҫынсене ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӑшӗ-пӗри каҫӑ ҫук пулсан та тепӗр енне каҫмалли мел шыраса тупнӑ. Ҫук, карта урлӑ сиксе каҫмаҫҫӗ вӗсем. Чарӑнуран инҫех мар пурӑнакан Ольга Фадеева ҫав меле хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Ҫынсем урапа айне пуласран хӑрамасӑр карта патне каҫаҫҫӗ, унтан шикленмесӗр ун хӗррипе утаҫҫӗ те ҫавра ҫул патне ҫитеҫҫӗ. Унтан вара каллех урапа айне лекесрен хӑрамасӑр ҫул урлӑ каҫаҫҫӗ. Ҫав вырӑна хупнӑ май влаҫ ҫынсене икӗ мелрен пӗрине суйлама сӗнет. Е чукун ҫул патне ҫитмелле, е суту-илӳпе курав центрӗ патӗнчи ҫӗр айӗпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнпа усӑ курмалла. Пӗрремӗшне ҫитмешкӗн — 610 метр, иккӗмӗшне — 770 метр. Ара, ку меллӗрех пек те. Унччен троллейбуса ларсан ҫавра ҫул патне ҫитиччен самай вӑрах каймалла пулнӑ. Халӗ вара транспорт хӑвӑрт ҫӳрет. Хула администрацийӗ ҫакна палӑртать: укҫа-тенкӗ ҫитсен ҫул ҫийӗн каҫмалли вырӑн тӑвӗҫ. Анчах хальлӗхе ҫӗнӗ тротуарпа, ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнпах ҫырлахма тивет-мӗн. Пӗлтӗр «Пичет ҫурчӗ» чӑрӑнура 6 инкек пулнӑ. Урапа айне 4 ҫын лекнӗ, вӗсенчен пӗри вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри тата районти хаҫатсен тӗп редакторӗсемпе ҫавра сӗтел ирттернӗ. Унта МИХсем тата влаҫ органӗсем халӑх ыйтӑвӗсене татса панӑ ҫӗрте мӗнле вырӑн йышӑнни пирки калаҫнӑ. Чи малтанах Михаил Васильевич редакторсене професси уявӗпе саламланӑ. Хальхи МИХсене мӗн ҫитмест? Ку ыйтӑва Михаил Васильевич ҫапла палӑртнӑ: чӑн журналиста пысӑк квалификаци ҫеҫ ҫителӗксӗр. Унӑн совеҫӗ тата тирпейлӗхӗ пулмалла-мӗн. Ҫавра сӗтелре влаҫ органӗсемпе пресса ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки те калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валери Туркай вара «Чӑваш Республикин хисеплӗ журналисчӗ» ята ҫирӗплетесси пирки сӗнӳ панӑ. Ӑна ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем ырланӑ ҫеҫ. Сӑнсем (30) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кремльти Собор лапамне ҫулсерен лартакан чӑрӑша кашнинчех тӗплӗн суйлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 2015 ҫула кӗтсе илме суйланине вара Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑшра ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускав облаҫӗнчи Дороховски вӑрман хуҫалӑхӗнче аслӑ участок лесничийӗнче тӑрӑшакан Юрий Пигильдин сӗннӗ. Юрий Германович ҫак чӑрӑша 27 ҫул хушши пӑхса упранӑ. 31 метр тӑршшӗ илемлӗ ҫӑра чӑрӑш 110 ҫулта иккен, вуллин диаметрӗ — 72 сантиметр. Палӑртмалла, хӑйӗн илемӗпе пин-пин ҫынна уяв кӑмӑлӗ парнеленӗ чӑрӑш Кремльте шӑп Кивӗ Ҫӗнӗ ҫулччен — тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Турра ӗненекенсем паян Кӑшарние кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем чиркӗве туртӑннине кура Шупашкарта общество транспорчӗн расписанине кӑшт раснарах йӗркелеме йышӑннӑ. Ку вӑл Атӑл хӗрринчи чиркӳсем патне ҫитерекен 22-мӗш тата 7-мӗш маршрутлӑ автобуссене пырса тивет. 7-мӗш номерлӗ автобус «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран Ҫветтуй Троицки мӑнастирӗ патне 22 сехетрен пуҫласа ҫурҫӗр иртни пӗрреччен хутлӗ. 7-мӗш автобусӑн хушма расписанийӗ: «Чукун ҫул вокзал» чарӑнуран 22:00, 22:30, 23:00, 23:30, 24:00, 00:30 сехетсенче; «Мӑнастир» чарӑнуран: 22:15, 22:45, 23:15, 23:45, 00:15, 00:45 сехетсенче. 22-мӗш автобусӑн хушма расписанийӗ: Чернышевский урамри «4-мӗш лицей» чарӑнуран 21:45, 22:10, 22:35, 23:00, 23:25, 23:50, 00:15 сехетсенче; «Введени соборӗ» чарӑнуран 22:10, 22:35, 23:00, 23:25, 23:50, 00:15, 00:40 сехетсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирпе Шупашкарта инкек пулнӑ. Кӑнтӑр поселокри пӗр хутлӑ уйрӑм ҫын ҫуртӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» ирхи 7 сехет те 45 минутра сиксе тухнӑ. Ҫулӑма пула пӳрт хытах сиенленнӗ. Анчах чи хӑрушши ку та мар темелле-тӗр: ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн пӳртре тӑватӑ хӗрарӑм виллине тупнӑ: 59 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмне тата унӑн виҫӗ хӗрне. Вӗсенчен асли 31 ҫулта пулнӑ, йӗкӗрешсем — 29-та. Инкек сӑлтавне палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ-ха. Материалсем тӑрӑх, 31 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк, пепке ҫут тӗнчене пӗлтӗр килнӗ, хӗрне илсе тухса ӑна кӳршӗсем патне илсе каҫма ӗлкӗрнӗ. Кайран вӑл пӳрте тепӗр хут кӗнӗ. Ҫав вӐхӑтра газ баллонӗ сирпӗннӗ. Кӗҫех пӳрт ҫивиттийӗ те ишӗлсе аннӑ. Тӗпчевҫӗсем хӗрарӑмсем сӗрӗм тивнине пула вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Инкеке тӗпчекенсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм кӑмака патӗнчен тухнӑ. Пушар е кӑмакапа тӗрӗс мар усӑ курнине, е газ баллонӗ сирпӗннипе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче эпир хатӗрлесе кӑларнӑ Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине хӑтларӑмӑр. Мероприятие пӗр 20 яхӑн ҫын пухӑнчӗ. Хӑтлава (презентацие) Николай Егорович Лукианов ертсе пычӗ, тухса калаҫакансем йышӗнче схемӑна хатӗрленӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, Праски Витти ӳнерҫӗ, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Владимир Милютин хореограф тата ыттисем пулчӗҫ. Вӗсем схемӑна кӑларнине ырларӗҫ, ӑна халӑх патне епле ҫитермеллине сӳтсе яврӗҫ, сӗнӳсемпе канашсем пачӗҫ. Хӑтлавӑн иккӗмӗш пайӗнче Сергей Щербаков историк пухӑннисем умӗнче 1918 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче иртнӗ чӑваш ҫарӗн пӗрремӗш пухӑвӗ ҫинчен каласа пачӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл ҫак пуху хӑй вӑхӑтӗнче самай пысӑк йӗр хӑварни пирки, унта тунӑ йышӑнусемпе кайран автономи йӗркеленӗ чухне те усӑ курни ҫинчен пӗлтерчӗ. Итлекенсемшӗн ку доклад питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ — ыйтусем умлӑн-хыҫлӑн пулчӗҫ, Щербаков историк вара вӗсене хуравсӑр хӑвармарӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми иртнӗ ҫулталӑкӑн раштав уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче А1 форматпа пичетленсе тухрӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |