Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Мухтав ахрӑмне» Вера Кузьмина хакланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.12.2015 09:53 | 1622 хут пӑхнӑ
Культура

Халӑх театрӗсен республикӑри фестивальне кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артисстем маларах зонӑри конкурссенче ӑмӑртнӑ. Унта мала тухнисем «Мухтав ахрӑмӗн» республикӑри фестивальне пухӑннӑ. Районсемпе хуласенчи 58 коллектив хутшӑннӑ конкурса.

Фестивале хутшӑнакансене сумлӑ тӳресенчен тӑракан комисси хак панӑ. Председателӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулнӑ. Йыша Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Кириллов тата Владимир Григорьев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Алина Зайцева кӗнӗ.

Тӳресем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сцена ӑстисен ӗҫне 20 номинаципе хакланӑ. «Пуканесен чи лайӑх спектаклӗ» номинацире I степеньлӗ диплома Улатӑрти «Искорка» пукане театрӗ ҫӗнсе илнӗ. Чи лайӑх камите те улатӑрсемех лартнӑ. Алексей Островский пьесипе лартнӑ «Праздничный сон до обеда» спектакльпе палӑрнӑ вӗсем.

Элӗкри культура ҫуртӗнчи халӑх театрне ҫӳрекен Георгий Павлов арҫын сӑнарне чи лайӑх калӑпланипе I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Вӑл Г. Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ют ҫын» спектакльте Игната вылянӑ. Эпизодла сӑнаршӑн та ҫав спектакльти тепӗр артистах мала тухнӑ. Вӑл — Кӗркурине сӑнарланӑ Зиновий Федоров.

I степеньлӗ дипломсем элӗксен татах пур. «Чи лайӑх дуэт» номинацире Тенеяльӗнчи театр коллективне ҫӳрекен Тамара Ивановапа Людмила Васильева Аркадий Ӗҫхӗл пьеси тӑрӑх лартнӑ «Сӑпса йӑви» спектакльти Укахвипе Марфине лайӑх калӑпланӑ. «Нарспи» спектакле лартнӑ Элӗкри культура ҫурчӗн режиссерӗсем Инна Афанасьевапа Николай Ильин «Чи лайӑх режиссер ӗҫӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ытти номинацисенче те маттуррисене палӑртнӑ.

#Улатӑр, #ҫитӗнӳсем, #театрсем, #культура, #Элӗк, #Тенеяль, #фестивальсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://alatyrdk.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем