Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Тӗрӗслеме тытӑнсан ҫеҫ вӗткеленеҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 19.12.2015 09:45 | 1197 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе лару ирттернӗ. Унта наци проекчӗсем пурнӑҫа епле кӗнине тишкернӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки те тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ май пушӑ выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли пирки калаҫнӑ.

Республикӑра кӑҫал ҫеремленнӗ 9 пин ытла га ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Апла пулин те 140 пин га ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курмаҫҫӗ. Ку енӗпе Ҫӗмӗрле, Элӗк, Куславкка, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Хӗрлӗ Чутай районӗсем ҫителӗксӗр ӗҫлеҫҫӗ.

«Ларӑва пухӑннисем Владимир Путин сӑмахне аса илнӗ май ҫынсем пай лаптӑкне харпӑрлӑха куҫарнипе куҫарманнине тӗрӗслеме тытӑнсан ҫеҫ вӗткеленнине палӑртрӗҫ. Чылай чухне калаҫу утӑ ҫинчи анчӑк евӗр лару-тӑрӑва куҫать иккен: лаптӑкпа хӑйсем те усӑ курмаҫҫӗ, ыттисене те парасшӑн мар», — пӗтӗмлетет лару епле иртнине итлесе ларнӑ Вячеслав Григорьев журналист.

Сӑнсем (4)

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #ял хуҫалӑх министерстви, #ларусем, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Элтепер, #Элӗк районӗ, #Куславкка районӗ, #Канаш районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/ceren-huca-pulmallah
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем