Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта ҫумӑр ҫуманран Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру тесе утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хушу кӑларни, иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫав хушӑва пӑрахӑҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, инкеклӗ лару-тӑрӑва хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче йышӑннӑччӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑни кӑнтӑр енчи районсенчи ял хуҫалӑх культурисене сиен кӳнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри хуҫалӑхсем малтанласа шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, шӑрӑх 15,2 пин гектар ҫинчи ял хуҫалӑх культурисене шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче тӗш-тырӑпа пахча-ҫимӗҫ 3,3 пин гектар сиенленнӗ, Патӑрьел районӗнче — 11,9 пин гектар. Тӗрӗссипе миҫе гектар шар курнине ҫак уйӑхра тӗплӗнрех шутласа кӑлармалла.