Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шурча вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене асӑнчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 03.07.2015 21:18 | 1933 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш хастарӗсем паян патшапа улпутсен пусмӑрне хирӗҫ тухнӑ паттӑрсене асӑнчӗҫ. Ку пулӑм чӑвашсен кун-ҫулӗнче Шурча вӑрҫи пек ҫырӑнса юлнӑ. Чи юнлӑ саманчӗсем кивӗ стильпе шутласан ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ, ҫапла май ҫак вӑрҫа чӑвашсем ҫӗртмен пӗрремӗш кунӗсенче асӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Шурча тӑрӑхне асӑнма кайманран ку ҫитменлӗхе паян пӗтерес терӗҫ.

Шурча вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене ҫӑмартапа-ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑл кунсенчи историе аса илчӗҫ, унӑн пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ.

Шурча вӑрҫи 1842 ҫулта тухнӑ, унта ҫӗр ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пӑлхавра чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑҫсем те пулнӑ. Халӑха ҫак кӗрешӗве темиҫе ҫул выҫӑ ҫулсем пулни, 1837–1838 ҫулсенче ирттернӗ Кисилев реформи кӑларнӑ. Асӑннӑ реформа тӑрӑх ятарласа лаптӑксем уйӑрмалла пулнӑ, унти ӗҫе хресченсем халӑх вӑйӗпе тӳлевсӗр тума хушнӑ. Ҫынсем хӑй ирӗкӗпе ҫак реформӑна ырламанран выранти тӳре-шара вӗсене хӗненӗ, хӑратнӑ. Уйрӑммӑн асӑнса хӑварас пулать: пӑлхав крепостла йӗркене пӗтеричченех иртнӗ.

Хальхи палӑка 1962 ҫулта туса лартнӑ, ӑна Шурча вӑрҫи иртнӗренпе 120 ҫул ҫитнине халалласа вырнаҫтарнӑ. Палӑк выльӑх ҫӑви ҫинче тӑрать — патша салтакӗсем персе пӑрахнӑ ҫынсене унта пытарнӑ пулать те.

Сӑнсем (7)

#Шурча вӑрҫи, #истори, #Шурча, #Муркаш районӗ, #чӑвашлӑх, #палӑксем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем