Мускава пирӗн тӑрӑхри ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ӗҫлеме кайнине пӗлетпӗр-ха. Анчах пурте тар тӑкассишӗн ҫӳремеҫҫӗ курӑнать. Теприсем усал шухӑшпа та палӑраҫҫӗ унта.
Мускавӑн Хӗвелтухӑҫ администраци округӗн полици ӗҫченӗсем хӗрарӑма вӑрланӑ тата унран укҫа тапӑннӑ ҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсенчен пӗри Чӑваш Енри 32 ҫулти арҫын, тепри Липецк облаҫӗнчи 39 ҫулти унччен судпа айӑпланнӑ этем пулнӑ.
Хайхисем Мускаври урамсенчен пӗринче хӗрарӑма хӑйӗн урапинчен туртса кӑларса «Ленд Ровера» ирӗксӗр кӗртсе лартнӑ. Хайхинчен вӗсем 700 пин тенкӗ тапӑннӑ-мӗн.
Усал шухӑшлӑ ҫынсен хӑтланкаларӑшне курнисем ҫийӗнчех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем тепӗр 20 минутран урапана тытса та чарнӑ.
Хӗрарӑма вӑрланӑ тата укҫа тапӑннӑ арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.