Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Ҫӗрпӳри тӗп пульница тамбурӗнче тин ҫуралнӑ ача выртнине асӑрханӑ. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Урамра ун чухне 3 градус сивӗ пулнӑ.
Телее, хӗрачана часах асӑрханӑ, сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулман. Анчах ҫав вырӑнта видеокамера пулманни лару-тӑрӑва йывӑрлатнӑ.
Темӗнле пулсан та йӗрке хуралҫисем ача пӑрахса хӑварнӑ амӑшне тупнӑ. Вал — 39 ҫулти хӗрарӑм, Ҫӗрпӳрех пурӑнаканскер. Ача кӗтнӗ чухне вӑл шута тӑман. Ача унӑн пулнине экспертиза палӑртнӑ. Хӗрарӑм хӑй те йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Халӗ ку ӗҫе тишкереҫҫӗ. Ҫав хӗрпӗрчи халӗ ҫемьере ӗнтӗ. Ӑна ырӑ ҫынсем усрава илнӗ.