Америкӑн Visa тӳлев тытӑмӗ ют банкоматсенче укҫа илнишӗн процент илме пуҫлать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Халӗ ку операцишӗн Visa банксенчен ҫирӗплетнӗ комисси илсе пырать. Ку сумма 40 тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнсан ҫак виҫе тӳлевӗн 0,4–0,5 проценчӗпе танлашмалла. Шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчен вӑя кӗмелле.
Ҫапла туни Раҫҫей ҫыннисене тӗрлӗ тӳлевшӗн алӑран укҫан татӑлмалла мар тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем онлайн меслетпе татӑлма пуҫлӗҫ. Кунтан вара Visa 0,01 процент комисси илет иккен. Капла вара вӑл самай услам курӗ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кӑна асӑннӑ тытӑм ҫапла майпа 20 миллиард тенкӗ услам курнӑ имӗш. Банкоматран аллӑн укҫа илнипе ӑна 13 миллиард тенкӗ лекнӗ.