Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗнӗ конкурс пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, хулари чи илемлӗ, чи чечеклӗ картише палӑртӗҫ. Кун пирки ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ.
Конкурса общество хӑйтытӑмлӑхӗн 57 органӗ хутшӑнма пултарӗ. Картишсене хакланӑ чухне клумбӑсен шутне, вӗсене мӗнле илемлетнине шута илӗҫ. Ҫавӑн пекех мӗн чухлӗ шӑматкунлӑх ирттернине те хаклӗҫ.
Конкурса картишсене хӑтлӑх кӗртес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта пурӑнакан халӑхшӑн хӑтлӑ пултӑр. Кашнине 10 балл таран хаклама пултарӗҫ.
Конкурса хутшӑнас тесен сӑнӳкерчӗксем тата видеоматериал утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 244-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон — 23-51-01. Конкурса утӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа чыслӗҫ, укҫан хавхалантарӗҫ.