Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Элтепер кандидатурине паян етӗрнесем палӑртнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.06.2015 18:27 | 1289 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртассишӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти паян Етӗрне районӗнче праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Кадидатсем пирки каласан, вӗсен хушшинче Элтепер тивӗҫне халӗ пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, Игорь Поручиков уйрӑм усламҫӑ пур.

Аса илтеретпӗр, парти хушшинчи суйлав пилӗк муниципалитетра пулӗ. Паянхи Етӗрнере иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхрисемсӗр пуҫне хӗрлӗ чутайсемпе муркашсем хутшӑннӑ. Ыран праймериз Шупашкарта иртӗ, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче — Патӑрьел, Канаш тата Елчӗк районӗсенче.

#Муркаш районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Етӗрне районӗ, #сасӑлавсем, #Канаш районӗ, #суйлавсем, #Елчӗк районӗ, #политика, #Шупашкар, #Патӑрьел районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем