Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Уҫырма

Уҫырма паллиУҫырмаКанаш районӗнчи ял. Уҫырма ял тӑрӑхне кӗрет.

Шупашкартан 80 ҫухрӑмра, Канашран 2 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Ял витӗр Уҫырма юханшыв иртет.

Ял кун-ҫулӗ

1927 ҫулчен ял Ҫӗрпӳ уесӗн Шӑхасан вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Канаш районне кӗрет.

XIX ӗмӗр ҫурринче ҫак ял икӗ каса пайланса кайнӑ. 1926 ҫулта вара вӗсем тӗппипех уйрӑлса кайнӑ пулнӑ. 1964 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнче вара Турикас Уҫырмапа тата Анаткас Уҫырма каллех пӗрлешнӗ.

Халӑх йышӗ

1897 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта пурӗ 875 ҫын пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Культура

1884 ҫултанпа ялта грамота шкулӗ ӗҫленӗ. Тепӗр ҫулта ӑна чиркӳ прихучӗн шкулӗ туса хунӑ. 1913 ҫултанпа — земство шкулӗ.

Ялта шкулсӑр пуҫне ача сачӗ, фельдшер пункчӗ, клуб, тӗслӗхлӗ вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗ пур.

Хуҫалӑх

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 1 шыв арманӗ, 2 ҫил арманӗ, 1 лаша арманӗ ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Озирма» (Турикасра) тата «Производитель» (Анаткасра) колхоз йӗркеленнӗ.

Уҫырмара хальхи вӑхӑтра 3 лавкка ӗҫлет.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • чувашщская энциклопедия, 3 том.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Уҫырма
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-07-15 21:33:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6799 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем