Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Ял хуҫалӑхӗнчи маттурсене журнал ҫырӑнса параҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.06.2015 00:06 | 1678 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансен професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсем е ӗҫ кӑтартӑвне кура танлатшарӑмсем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче те ҫавӑн пекех.

Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви Ҫӗршывӑн сахӑр песукӗ туса илекенсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле, ав, хӑйне евӗр ӑмӑрту шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсем сахӑр кӑшманӗ туса илекен маттурсене палӑртасшӑн. Тӗрӗссипе, палӑртнӑ ӗнтӗ.

«Раҫҫейӗн сахӑр кӑшманӗ туса илекен 2014 ҫулхи чи лайӑх хуҫалӑхӗ» конкурса асӑннӑ ведомствӑпа пӗрлешӳ пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш енри икӗ хуҫалӑх лекнӗ. Пӗри — Патӑрьел районӗнчи «Исток» агрофирма, тепри — Улатӑр районӗнчи И.А. Сергунин фермерӑн хуҫалӑхӗ. Патӑрьел районӗнчи агрофирма гектартан вӑтамран 390 центр кӑшман туса илнӗ, Улатӑр тӑрӑхӗнчи фермер — 239 центнер.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чыслӗҫ, «Сахар» журнала ҫулталӑклӑха ҫырӑнса парӗҫ тата асӑнмалӑх парнепе хавхалантарӗҫ.

#танлашӑмсем, #конкурссем, #ӑмӑртусем, #хуҫалӑхсем, #Патӑрьел районӗ, #Улатӑр районӗ, #хаҫат-журнал

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем