Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Нурлатра наци Уявне паллӑ тунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.06.2015 10:39 | 1430 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Тутарстанри Нурлатра чӑвашсем наци «Уявне» паллӑ тунӑ. Унта чиновниксемпе паллӑ ҫынсем хутшӑннӑ. Кун пирки Татар-информ сайтра хыпарлаҫҫӗ.

Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Мероприяти программи питӗ пуян пулнӑ. Уявра чӑваш картишне туса кӑтартнӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, алӗҫӗсене куравӗпе киленме май пулнӑ.

Тутар Республикин президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ. Вӑл йӑла-йӗрке шкулта та, килте те упранасса шанса калаҫнӑ. Кунашкал уявсем ҫулсерен иртессе, вӗсен шайӗ пысӑк пуласса шаннӑ.

Уяв ҫӗре шалча ҫапнипе пуҫланнӑ. Ку лайӑх ӗҫ пуҫламӑшне кӑтартать. Унтан вӑйӑ картине тӑнӑ.

Уява Тутарстанри, Чӑваш енри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Свердловск облаҫӗнчи, Мускаври, Питӗрти 100 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ.

Сӑнсем (18)

#уявсем, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Питӗр, #Мускав, #Тутарстан, #кӳршӗре, #йӑла-йӗрке, #куравсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78045
 

Комментари:

2015.07.01 01:52
Аксар Чунтупай
Эпир те - Траксем - пулса куртӑмӑр унта... Питӗ килӗшрӗ пире. Ҫула май Пӳлерти Валем хуҫа таса ҫӑлкуҫне кӗрсе сӑвапларӑмӑр. Муркашсем, Ҫӗрпӳсем тата Куславккасем пуррине асӑрхарӑм.
2015.07.01 01:57
Аксар Чунтупай
Ҫӑмӑл мар унта кайса килме - 400 ҫухрӑм унталла, 400 - кунталла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем