Раҫҫейре тара паракан хваттерсен хакне шута илсе рейтинг ирттернӗ. Шупашкар хули списокра чи йӳннисен йышне кӗнӗ. Кун пирки journal.mirkvartir.ru портал пӗлтерет.
Раҫҫейри 58 хулана тишкернӗ. Чи хаклисен йышне Мускав кӗнӗ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илмешкӗн уйӑхне 31677 тенкӗ тӳлемелле. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 42589, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 76822 тенкӗ кӑларса хумалла.
Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, виҫҫӗмӗшӗнче — Сочи.
Шупашкарта вара пӗр пӳлӗмлӗ хваттере 6263 тенкӗпе тара илме пулать тесе пӗлтернӗ танлаштарӑмра. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 8972, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 11332 тенкӗ тӳлемелле. Чӑнах та ҫапла-ши? Тара паракан хваттерсен хакне тишкерес тӗк ҫакна калама пулать: пӗр пӳлӗмлишӗн вӑтамран 9–10 пин тенкӗ тӳлемелле.
Раҫҫейӗпе илес тӗк, хваттерсене тара илмешкӗн хак йӳнелнӗ.