Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче «Контур» суту-илӳпе кану комплексӗн территорийӗнче ҫулсерен иртекен «Атӑлҫи мисӗ» илемлӗх конкурсӗ пулнӑ. Унӑн тӗп йӗркелӳҫи — «Контур» комплекссӑр пуҫне Шупашкарти трикотаж хапрӑкӗн, «Юрма» агрохолдингӑн, «Суор» предприятин, Муркашри тата Етӗрнери кирпӗч савучӗсен, 21-мӗш телеканалӑн тата ытти хӑш-пӗр пуянлӑх харпӑрлӑхҫи Владимир Ермолаев.
Кӑҫалхи илем конкурсӗнче мисс ятне тивӗҫессишӗн 32 пике сцена ҫине тухнӑ. Вӗсем аялтан тӑхӑнмалли ҫипуҫпа та (илемлӗх конкурсӗсем кунсӑр иртмеҫҫӗ) сцена тӑрӑх утса кӑтартнӑ, Шупашкар трикотажӗн ҫипуҫне те кӑтартнӑ, наци тумӗпе те тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар пики Диана Николаева пӗрремӗш вице-мисс ята илнӗ. Иккӗмӗш вице-мисс — Сыктывкарти Арина Перевертень. Мисс коронине Энгельсри Анастасия Нестерова тивӗҫнӗ.