Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи сусӑрсен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен канаш ларӑва пухӑннӑ. Ӑна республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынӑ.
Ларура «Доступная среда» (чӑв. Меллӗ вырӑн) федераци программи епле пурнӑҫланса пынине тишкернӗ. Ку ыйтупа маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Елена Сапаркина тухса калаҫнӑ. Тӳре-шара ку программа тӗллевӗпе паллаштарнӑ май вӑл 5 енпе пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ.
Лару пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланинчен республикӑра сусӑрсене кӗрсе тухма пандуссем, лифтсем, алӑпа тытӑнмаллисем тата ытти ҫавӑн йышшисем вырнаҫтарнине ӑнланма пулать. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче чарӑнусене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен ҫывӑхнерех вырнаҫтарма ӑнтӑлнине те пӗлтернӗ.