Культура
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа, Раҫҫейре Литература ҫулне, Чӑваш Республикинче Константин Васильевич Иванов ҫулталӑкне халалласа «Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн чӗремӗр юрлать» смотр-отчет пырать. Черетлӗ концерт-уяв Штанашра иртрӗ. Штанашри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Штанашри халӑх артистсене яланах хавас, концерт курма таврари ялсенчи ҫынсем те ятарласа килнӗ. Вӗсене валак умӗнче тӑракан Сетнерпе Нарспи сӑнарӗсем кӗтсе илчӗҫ. Залӑн сылтӑм енче ҫӗрпӳрт, кунта вӑрҫа хутшӑннӑ фронтовиксен сӑнӗсем, вӗсен мӑнукӗн мӑнукӗсен вӑрҫӑ темипе ӑсталанӑ самолет-танк-корабль макечӗсем. Кӗнеке тусӗсем «Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул» тата «К.В. Иванов ҫулталӑкӗ» кӗнекесен куравӗпе паллашма пултарчӗҫ, кунтах вырӑнти ҫыравҫӑн кӗнекисем. Хӑнасем вырӑнти алӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Диана Майорова ӳкерме юратать, вӑл хӑй юратнӑ кӗнекери геройсене сӑнарланӑ. Вера Мажукова, Раиса Сидорова, Елизавета Никитина, Зоя Прокопьева, Светлана Ефремова тата Вера Парикова алӗҫ ӑстисем — вӗсен ӗҫӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ. |
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канашри культура ҫуртне ҫамрӑк вулавҫӑсем пухӑннӑ. Мӗн тӗллевпе? Унта «Чӗрӗ сӑмах» республика конкурсӗ иртнӗ. Конкурса район конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ яш-хӗр хутшӑннӑ. Унта Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ. Жюрире сумлӑ ҫынсем ларнӑ: ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Иосиф Александрович Дмитриев, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Раиса Николаевна Полякова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Николаевич Григорьев. 19 ҫулти Женя Тихонов Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчен килнӗ. Вӑл Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вуланӑ. Конкурс хыҫҫӑн конкурсҫӑсене сӳтсе явнӑ. Иосиф Александрович каланӑ тӑрӑх, вӗсем уйрӑмах Евгений Тихоновпа кӑмӑллӑ юлнӑ. Женя пӗчӗк йӑнӑш кӑна тунӑ. Анчах Иосиф Александрович ӑна мӗнле тӳрлетмеллине каланӑ. Конкурсҫӑсем ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсемпе хутшӑнма хавас пулнӑ. Пурне те «Чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн сертификатне панӑ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ — ҫул ҫинче авари нумайланни сисӗнет. Ҫине ҫинех — авари. Кӳкеҫ ҫывӑхӗнче пулнӑ инкек те ав республика халӑхне кулянтарчӗ. Ҫул ҫинче ачасем шар курни вара пушшех те пӑшӑрхантарать. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе 16 инкек пулнӑ. Унта 18 ҫул тултарман 18 ача хур тӳснӗ. Ытларах 18 ҫул тултарман ҫуран ҫӳрекенсем ҫине кӗрсе каяҫҫӗ-мӗн. Кӑҫал водительсем ача ҫине пырса кӗнӗ 9 тӗслӗхе шута илнӗ. 4 тӗслӗхӗ – ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта. Тепӗр 5-шӗнче ачасем хӑйсем ҫул-йер правилине пӑснӑ. Пирвайхи виҫӗ уйӑхра ҫул ҫинче 7 инкеке шута илнӗ. Унта 9 ача суранланнӑ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ҫул ҫитмен ачасем урапа салонӗнче ятарлӑ хатӗрсӗр — ларкӑчсӑр — пулнӑ е пиҫиххипе ҫыхӑнман. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинче авари ытларах тунтикун 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ Александр Афанасьевич Афанасьев 76 ҫул тултарнӑ. Ӑна уявпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем саламланӑ, ырлӑх, нумай ҫул пурӑнма сывлӑх суннӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Николаевич Михайлов Етӗрне районӗнчи ветерансен канашӗн председателӗн Алевтина Ивановна Абакумовӑн саламне вуласа панӑ, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ятӗнчен сӑвӑ кӗнекисем парнеленӗ. Сӑвӑ тенӗрен. Александр Афанасьевич хӑй те сӑвӑсем ҫырать. Ҫак ӗҫе вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухсан пуҫӑннӑ. Сӑввисене юрра та хывать вӑл. Александр Афанасьевич сӑвӑсен тӑватӑ пуххине кӑларнӑ. Халӗ пиллӗкмӗшне кун ҫути кӑтартма хатӗрленет. Вӑл Кӑкшӑмри вулавӑша «Чун юрлать тус-тӑванпа» кӗнеке парнеленӗ. Унта ытти авторпа пӗрле унӑн юррисем те кӗнӗ. Александр Афанасьевичӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл пӗчӗклех ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ. Хӑй тӑрӑшнипе вӗренсе тухнӑ, специальноҫ алла илнӗ. 40 ҫул ытла «Заветы Ильича» колхозра водительте ӗҫленӗ. Арӑмӗпе иккӗшӗ виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фашистсене ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче те тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хальхинче вара апашсем Муркаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче пулнӑ. Хӑнасем пушӑ алӑпа пыман. Апашри халӑх театрӗ постановка илсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялне те ахальтен суйламан вӗсем. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ гражданинӗ В.И.Смородинов ҫуралса ӳснӗ. Муркашсем Апашран килнӗ хӑнасен постановкине ӑшшӑн йышӑннӑ. Апашсем В.Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльне лартнӑ. Анаткас Апаш ҫыннисем хӑнасене чылайччен алӑ ҫупнӑ, тав тунӑ. Муркашсем апашсене концертпа пыма шантарнӑ. Ҫапла майпа икӗ ял хушшинчи туслӑх кӗперӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тарнӑ ҫын РФ ШӖМӗн Йӗпреҫ районӗнчи уйрӑмӗ 1959 ҫулта ҫуралнӑ Александр Аркадьевич Арсентьева шырать. Ҫук, преступник мар вӑл. Александр Арсентьев Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнчен хӑй тӗллӗн тухса тарнӑ. Халӗ вӑл ӑҫта иккенни паллӑ мар. Ку ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра пулнӑ. Александр Аркадьевич Арсентьев 185 сантиметр ҫӳллӗш. Кӗлетки начаркка, ҫӳҫӗ кӗске, тӗттӗм, шакла вырӑн пур. Вӑл куртка, симӗс тӗслӗ шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Пуҫне ҫыхнӑ хура шапка тӑхӑннӑ, уринче — хура атӑ. Александр Арсентьева курнисене, вӑл ӑҫта иккенне пӗлекенсене 8(835-38) 2-12-83 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Е 02 телефонпа шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫее Украинӑран кӳрсе килекен сӗт пахалӑхӗ тивӗҫтерме пӑрахни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавна май унти ял хуҫалӑх продукцине кунта илсе килме пӑрахасшӑн. Россельхознадзор палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейри лавккасен сентрисем ҫинчен ҫитес вӑхӑтра Украинӑри ял хуҫалӑх таварӗ ҫухалма пултарать. Кун пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те хыпарлаҫҫӗ. Федераци службин официаллӑ элчи Алексей Алексеенко лару-тӑру мӗнле аталаннине сӑнаҫҫӗ. Украинӑра политика улшӑниччен Госветфитослужби лайӑх ӗҫленӗ. Украина экономикин аграри секторӗн ертӳлӗхӗ улшӑнсан тӗрӗслев тӑрук япӑхланнӑ. Анчах, Алексей Алексеенко палӑртнӑ тӑрӑх, Кейӳ хирӗҫ пулсан та Раҫҫее Украинӑри тавар килет. Раҫҫее вара халӗ унтан килекен сӗт юр-варӗн пахалӑхӗ тивӗҫтерме пӑрахнӑ. Беларуҫсем Украинӑра вӗсен брендне суя туса кӑларнипе кӑмӑлсӑр-мӗн. Раҫҫее Украинӑран чӑкӑт вырӑнне чӑкӑт продукцийӗ килнӗ тӗслӗх те пулнӑ-мӗн. Унта вара сӗт ҫӑвӗсем ҫук. Палӑртмалла: Раҫҫей Украинӑри производительсен тӗлӗшӗпе ҫирӗп йышӑнусем тунӑ. Раҫҫее унтан тӑвар, куккурус кӗрпи, сӗткен улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, консервланӑ пулӑ, сӗт, эрех-сӑра, пылак ҫимӗҫ кӳрсе килме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутар Республикинче чи лайӑх чӑваш шкулӗсене шыраҫҫӗ. Конкурса унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. Конкурс ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Ӑна чӑваш шкулӗсенче вӗрентекенсен тата вӗренекенсен пултарулӑхне ӳстерме, вӗрентӳ ӗҫне техникӑпа технологи тӗлӗшӗнчен хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркелеме хавхалантарс, вӗренӳ пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе ирттереҫҫӗ иккен. Хутшӑнас текенсен sveta-elshel@mail.ru электрон почтӑна кӑмӑл тунине пӗлтермелле. Тӳресем ҫак енсене пӑхаҫҫӗ: шкул ятне, кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла ҫырнине; шкул хӑтлӑхне; чӑваш чӗлхипе литературин пӳлӗмӗсен илемӗпе хӑтлӑхне; унти кӗнекесен, ҫырса хунисемпе вӗренмелли пособисен пуянлӑхне... Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан чыслама палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑнсан 25 пин тенкӗ тивӗҫӗ, иккӗмӗшшӗн — 15 пин; виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳ музейӗнче Леонтий Усовӑн йывӑҫ кӳлеписен куравӗ уҫӑлнӑ. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи «Ҫын — тӗнче тыткӑчи» проект кӑтартать. Ӑна вӑл Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ. Экспозицире — ӑста тӗрлӗ ҫулсенче хатӗрленӗ 33 ӗҫ. Леонтий Усов Архангельск облаҫӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Томск хулинче пурӑнать. Вӑл йывӑҫ кӳлеписемпе тӗнчипех палӑрнӑ. Леонтий Усов — паллӑ портретист, Ҫамрӑксен театрӗн актерӗ. Унӑн 700 ытла ӗҫ. Чылайӑшӗ тӗнчери паллӑ музейсенче вырӑн тупнӑ. Леонтий Андреевич темӑсем суйламасть. Вӗсем хӑйсемех ҫуралаҫҫӗ-мӗн. Вӑл пултаруллӑ паллӑ ҫынсен, ҫыравҫӑсен, литература сӑнарӗсен портерчӗсене касса кӑларма кӑмӑллать. 2011 ҫулта ӑна РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин ятне панӑ. 2013 ҫулта ӑна Прагӑра Франц Кафка ячӗллӗ ылтӑн медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кун пирки вӑл акан 2-мӗшӗнче Шупашкарта ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. Раҫҫей Патшалах Думин депутачӗ халӑхпа Шупашкарти Мускав районӗн администраци залӗнче тӗл пулнӑ. Сӑмах илнӗ хыҫҫӑн Валентин Сергеевич КПРФ ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн экономикӑри йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. КПРФ палташӑхӑн тулаш политикипе килӗшет имӗш, анчах шалти либераллӑ экономика политикипе ниепле те килӗшесшӗн мар. Уйрӑмах ҫӗршывран илсе тухакан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ пӑшӑрхантарать вӗсене. Йывӑрлӑхсене палӑртнӑ май Валентин Шурчанов КПРФ хатӗрленӗ кризиспа кӗрешмелли мерӑсен йышӗпе паллаштарнӑ. Парти шухӑшӗпе вӗсен сӗнӗвӗсем ҫӗршыври экономикӑн лару-тӑрӑвне самай лайӑхлатмалла имӗш. Халӑх ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ май Валентин Сергеевич авӑн уйӑхӗнчи пулас суйлава хутшӑнма планлани пирки пӗлтернӗ. Хӑй вӑл ҫак ҫемҫе пукана 1997 ҫултанпа йышӑнас тӗлӗшпе кӗрешет. 2001 ҫулхи суйлавра ӗмӗчӗ пурнӑҫланни патне те ҫитнӗччӗ ӗнтӗ — ун чухне вӑл Николай Фёдоровпа танах сасӑ пухнӑччӗ. Кӑшт кӑна ҫитейменнипе ҫеҫ унта ларайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |